Пособисемпе пенсисене цифра тенкипе тӳлени
Пособисемпе пенсисене цифра тенкипе тӳлени (выр. Выплата пособий и пенсий в цифровых рублях) — Раҫҫейре цифра тенкине тапхӑр-тапхӑр пурнӑҫа кӗртнӗ май патшалӑх социаллӑ тӳлевсене цифра форматне куҫарни. Цифра тенки — укҫан виҫҫӗмӗш форми, наличка тата ниличкӑсӑр укҫа-тенкӗн пахалӑхӗсене пӗрлештерсе тӑрать[1].
2025 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен федераци бюджетӗнчен пыракан хӑш-пӗр тӳлевсене цифра тенкипе пурнӑҫланма тытӑнӗҫ. Ҫав шутра хӑш-пӗр социаллӑ пособисене те пырса тивӗ. 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн вӗҫӗччен правительство ку списока хӑш тӳлевсем кӗнине халӑха пӗлтермен. 2026 ҫултан пуҫласа патшалӑх кирек мӗнле тӳлев валли те ҫӗнӗ форматпа усӑ курма пултарӗ, ҫав шутра бюджетниксен ӗҫ укҫине тата пенсисене тӳлеме те[2].
Контекст
Раҫҫей Банкӗ цифра тенкин пилотлӑ проектне 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче хута янӑ. Ҫак вӑхӑтран пуҫласа уйрӑм ҫынсем, банксемпе компанисем цифра тенкисемпе операцисем туса тӗрӗслеҫҫӗ[3].
2025 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче Раҫҫей Федерацийӗн финанс министрӗ Антон Силуанов цифра тенкине 2026 ҫулта масштаблӑ кӗртессе кӗтни ҫинчен пӗлтернӗ[4]. Ҫак вӑхӑт тӗлне кирлӗ финанс инфраструктурине хута ямалла, тестламалла.
Цифра тенкипе виртуаллӑ уҫлӑхра усӑ курӗҫ: Раҫҫей банкӗ цифрӑллӑ код евӗр цифра тенки кӑларӗ, ҫӗнӗ валюта счёчӗ Тӗп банкӑн платформи ҫинче пулӗ[1].
Укҫан ҫӗнӗ форми уйрӑм ҫынсен тата юридици организацисен цифра енчӗкӗсенче упранӗ. Енчӗксене конкретлӑ банк ҫумне кӑкараймӗҫ, анчах цифра тенкипе йӑлана кӗнӗ мелсемпе усӑ курма май пулӗ: банк приложенийӗсемпе усӑ курса. Енчӗке кирек мӗнле банк урлӑ та, клиент хӑш банкпа ӗҫлеме хӑнӑхнӑ, лекме май пулӗ. Малашлӑхра цифра тенкипе интернета кӗмесӗр усӑ курма май пулӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ[5].
Цифра тенкипе тӳлевсемпе куҫарусем валли усӑ курма май пулӗ, вӗсене ҫавӑн пекех наличкӑсӑр формата куҫарма, кирлӗ пулсан наличнӑй илме те май пулӗ. Уйрӑм ҫынсемшӗн цифра тенкисен транзакцийӗсем банк комиссийӗсемсӗр пулӗҫ. Вӗсене кредит организацийӗсен лимичӗсем пырса тивмӗҫ. Юридици организацийӗсенчен пӗчӗк комиссисем илме палӑртнӑ[6].
Влаҫсем валютӑн ҫӗнӗ формин пахалӑхӗсене палӑртса тӗрлӗ патшалӑхсем хушшинчи куҫарӑвӗсен ансатлӑхне тата транзакцисене тӗрӗслесе тӑма пуррине асӑнаҫҫӗ[1].
Цифра тенкине ӗҫе кӗртмелли график
2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Патшалӑх Думи цифра тенкине тапхӑрӑн-тапхӑрӑн массӑллӑ кӗртесси ҫинчен калакан саккуна йышӑннӑ[7], 2025 ҫулхи ута уйӑхӗн 23-мӗшӗнче ӑна Раҫҫей Президенчӗ алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ саккунпа килӗшӳллӗн, цифра тенкине массӑллӑ ӗҫе кӗртесси 2026 ҫулхи авӑнӑн 1-мӗшӗнчен пуҫланать. Ку малтан 120 млн тенкӗ ытла тупӑш илекен суту-илӳ сечӗсене тата чи пысӑк банксене пырса тивӗ, 2028 ҫул тӗлне мӗнпур сутуҫӑсемпе банксем усӑ курма пуҫламалла.
2025 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен цифра тенкипе федераци тӑкакӗсен тата уйрӑм социаллӑ пособисен пайӗ валли усӑ курма тытӑнӗҫ. Мӗнлисем — 2025 ҫулхи утӑ уйӑхӗн вӗҫӗ тӗлне паллӑ пулман.
2026 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен цифра тенкипе патшалӑх федераци бюджетӗнчен(выр.)чăв. пыракан кирек мӗнле тӳлев валли те ҫӗнӗ форматпа усӑ курма пултарӗ, ҫав шутра пенсисене, пособисене, стипендисене тата бюджетниксен ӗҫ укҫине тӳлеме те.
2027 ҫулта цифра тенки регионсен тӳлевӗсенче, ҫавӑн пекех бюджет тулашӗнчи фондсен тытӑмӗнче пулӗ[2].
Ирӗклӗх принципӗ
Тӗп банкра цифра тенкине ӗҫе кӗртсен сӑмах мӗнле те пулин ирӗксӗрлени ҫинчен пымасть тесе палӑртаҫҫӗ:
Граждансем, хальхи пекех, тенкӗн мӗнле формипе усӑ курмаллине — наличнӑй, наличкӑсӑр е цифра — хӑйсем тӗллӗн суйлама пултараҫҫӗ. Пӗтӗмпех ҫынран килет[8].
Раҫҫей ҫынни цифра тенкипе усӑ курас темесен цифра енчӗкне уҫмасан та пултарать[1]. Ҫакӑ пособисемпе пенси илекенсене пырса тивет: вӗсем тӳлев илмелли формата (наличнӑй укҫан, наличкӑсӑр е цифра тенкипе) хӑйсем тӗллӗн палӑртаҫҫӗ[2].
Пособисем тӳлесси
2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче «Интерфакс» агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей Банкӗ Федераллӑ казначействӑпа(выр.)чăв. пӗрле социаллӑ пособисемпе капиталлӑ строительство тӑкакӗсене тӳлеме цифра тенкипе усӑ курас енӗпе эксперимент пуҫарма палӑртнӑ. Агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, ку 2025 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫланмалла. «Интерфакс» бюджет процесӗнче цифра тенкипе усӑ курассине пурнӑҫламалли «ҫул карттине» тӗпе хурать. Эксперимент авӑн уйӑхӗн вӗҫӗччен тӑсӑлмалла. Ҫав вӑхӑтрах документра мӗнле йышши тӳлевсене тестлассине каламан[9].
Йышӑннӑ саккунпа килӗшӳллӗн, 2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа цифра формачӗпе пособисен пӗр пайне тӳлӗҫ[2]. Ҫав вӑхӑтрах, каллех Тӗп банк пӗлтернӗ тӑрӑх, цифра енчӗкне каламасӑр никама та уҫмӗҫ[8].
Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, цифра тенкипе тӳлесси влаҫсемшӗн меллӗ, мӗншӗн тесен патшалӑха укҫа-тенке тӗллевлӗ тӑкакланине тӗрӗслесе тӑма май парӗ. Финанс пӗлӗвӗн аталанӑвӗн ассоциацийӗн (АРФГ) тӗп директорӗ Вениамин Каганов ку тӗлӗшпе ҫапла ӑнлантарать:
… Бюджетшӑн хысна укҫине ҫирӗп тӗллевлӗ тӑкаклани пӗлтерӗшлӗ. Сӑмахран, ача-пӑча пособийӗсемпе аслисем хӑйсем валли эрех-сӑра, сигарет ан туянайччӑр. Цифра тенкипе ҫакна пурнӑҫлама пулӗ[6].
Пенсисем тӳлесси
Рунетра влаҫрисен мӗнпур пенсие цифра форматне куҫармалли плансем пирки хыпарсем тупӑнсах тӑрать. Раҫҫей Банкӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ун пек плансем ҫук[10].
2025 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин харпӑрлӑх, ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗн председателӗ Сергей Гаврилов социаллӑ тетелсенче «Раҫҫей ҫыннисем малашне пенсие цифра тенкипе илсе тӑрӗҫ, килӗшмесен регулятора е пенсионер усӑ куракан банка заявлени ҫырмалла» тесе ҫырнӑ. Депутат палӑртнӑ тӑрӑх, патшалӑх пенси илмелли пӗртен-пӗр меслет палӑртмасть, сӑмах йӑлана кӗнӗ банк куҫарӑвӗсем пирки те пырать, цифра тенки пек ҫӗнӗ хатӗр пирки каламасӑрах паллӑ[11].
Енчен те пенсионер хӑй цифра тенкипе пенси илесшӗн пулсан (2026 ҫултан пуҫласа) ун валли (цифра формипе пособи илмешкӗн те ҫавнашкалах) цифра енчӗкне уҫмалла пулӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн цифра енчӗкне тӳлев илме кӑмӑл пурри ҫинчен пӗлтерсе Социаллӑ фонда заявлени ҫырмалла тата унӑн номерне кӑтартмалла. Раҫҫей Социаллӑ фончӗ(выр.)чăв. пенсионертан кунашкал заявлени иличчен пенсие цифра тенкипе тӳлемест. Каярах патшалӑх тӳлевӗсене илмелли йӑлана кӗнӗ майсем патне таврӑнас тесен ҫавӑн пекех заявлени ҫырса цифра тенкипе пенси илессине пӑрахӑҫлама пулать[12].
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4 Будут ли платить пенсии в цифровых рублях?. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 С 1 октября 2025 года пособия и пенсии будут выплачивать в цифровых рублях. Что это значит для получателей. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Цифровой рубль | Банк России. cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Силуанов ждет масштабного внедрения цифрового рубля в 2026 году (2025-04-28). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Цифровой рубль | Банк России. cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Социальные выплаты в цифровых рублях. Насколько это реально? Мнения экспертов - Российская газета (2025-02-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Госдума определила сроки массового внедрения цифрового рубля (20250715T1513). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Что такое цифровой рубль, зачем он и как работает, нужно ли заявление на отказ от цифрового рубля. | Банк России. www.cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ ЦБ и Казначейство РФ намерены осенью протестировать выплату пособий в цифровых рублях (2025-02-05). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ Миф 4. Все зарплаты бюджетников и выплаты для пенсионеров переведут на цифровые рубли, как когда-то заставили всех перейти на «Мир». | Банк России. www.cbr.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ В Госдуме назвали фейком сообщения о переводе пенсий в цифровые рубли. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.
- ^ sberbank.ru (выр.). www.sberbank.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 30-мӗшӗ.