Потанина Александра Викторовна

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал

Потанина Александра Викторовна, — çулçӳревçĕ, Чулхула кĕперниĕнчи (халĕ Горбатов хулинче çуралнă. 1893 çулхи юпа уйăхĕн 1 вилнĕ. Кяхта хулинче çĕре кĕртнĕ.

Г. Н. Потанин арăмĕ.

Пурнăçĕ

В. Лавровскийĕн, Чулхулари ăс-тăн семинариĕн вĕрентекенĕн интелегент çемьинче çуралнă. Хĕрсен училищинче вĕреннĕ, воспитательница пулса ĕçлене. Г. Н. Потанинпа паллашнă. Кăштахран Григорий Потанинпа пĕрлешнĕ.

Ачаранах ӳкернипе тата естество ăслăлăхĕсемпе кăсăкланнă. Мăшăрĕ Тĕп Азине çулçӳреве кайнă чухне унпа пĕрле пынă. Мăшăрĕпе пĕрле 1876-1877, 1879-1880 çулсенче Монголин çурçĕр-хĕвеланăç енне, 1884-1886, 1892-1893 çулсенче çурçĕр енчи Китая, Тибетăн хĕвелтухăç енне тата Монголин тĕп районĕсене çитсе килнĕ. Юлашки çулçӳревĕнче Янцзы юханшывĕ çинче чирлесе вилнĕ.

Ӗçĕсем

  • «Бурятсем» (Буряты, 1891);
  • «Хĕвелтухăç Çĕпĕре, Монголине, Тибета тата Китая кайса килни çинчен» (Из путешествий по Восточной Сибири, Монголии, Тибету и Китаю, 1895);
  • Статьясен пуххи (1895).