Проклова Елена Игоревна

Про́клова Еле́на И́горевна (ҫур. 1953 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗ, Мускав[3]) — совет тата Раҫҫей актриси; РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ (1984), Ленинла комсомол парнин лауреачӗ (1977).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1953 ҫулхи авӑнӑн 2-мӗшӗнче Мускавра ҫуралнӑ. Ашшӗ — В. И. Ленин ячӗллӗ Ҫарпа политика академийӗн вӗрентекенӗ Игорь Викторович Проклов (13.08.1929), амӑшӗ Инесса Александровна Проклова шкул вӗрентекенӗ[4].

Пултарулӑх хутлӑхӗнче ӳснӗ: унӑн мӑн асламӑшӗпе аслашшӗ актёрсем пулнӑ[5], чылай культура ӗҫченӗсем тата актёрсем унӑн ашшӗ-амӑшӗсен тусӗсем пулнӑ. Вӗсем пурӑнакан дача посёлокӗ ученӑйсемпе художниксен тата артистсен шутланнӑ. Ҫывӑх ҫыннисем Елена актриса пуласси пирки шухӑшламан, вӑл спортсменка пуласшӑн пулнӑ, тӑватӑ ҫултанпах спорт гимнастикипе аппаланнӑ, вун пӗрте спорт мастерӗ пулса тӑнӑ[6][4].

«Шӑнкӑравлаҫҫӗ, алӑка уҫӑр» (1965, режиссёр Александр Митта) картина кинори дебют пулса тӑнӑ[4]. Ҫак фильмӑн иккӗмӗш режиссёрӗ Еленӑн аслашшӗ Виктор Тимофеевич Проклов пулнӑ, вӑл актёрсене суйлассишӗн яваплӑ пулнӑ. Тӗп роле ҫамрӑк актриса шыранӑ, вара ҫемье тусӗ, вӑл та кинематографист, аслашшӗне хӑйӗн мӑнукне кӑтартма сӗннӗ. Аслашшӗ килӗшмен, вара ҫемье тусӗ хӗрачана хӑех режиссёр патне илсе пынӑ[6]. Ун хыҫҫӑн паллӑ совет фильмӗсенчи — «Снежная королева» (1966), «Переходный возраст» (1968), «Гори, гори, моя звезда» (1969) — тӗп рольсем пулнӑ.

1973 ҫулта МХАТ шкул-студинче(выр.)чăв. (В. П. Марков курсӗ[7]) вӗренсе тухнӑ та МХАТӑн(выр.)чăв. актриси пулса тӑнӑ (1991-мӗш ҫулччен)[4].

1976 ҫулта Пӗтӗм Союзри кинофестиваль(выр.)чăв. лауреачӗ пулса тӑнӑ[6][4].

1980 ҫулта Александр Митта Еленӑна каллех хӑйӗн проектне йыхравланӑ. Проклова театрта нумай ӗҫ пулнипе килӗшмен, ун чухне «Экипаж» фильм тӑван ҫӗршывӑн кино легенди пулса тӑрасси пирки шухӑшламан та. Фильмра актрисӑна ҫамрӑк Александра Яковлева улӑштарнӑ.

1975 ҫулта «Единственная…» картина тухнӑ хыҫҫӑн пӗтӗм Союзӗпе паллӑ пулса тӑнӑ, унта унӑн партнёрӗсем Валерий Золотухинпа Владимир Высоцкий пулнӑ[4].

Харпӑр пурнӑҫ

  • Пӗрремӗш упӑшки — Виталий Мелик-Карамов, режиссёр-документалист (мӑшӑрлану тӑватӑ ҫула тӑсӑлнӑ, 1971 ҫултан пуҫласа 1975 ҫулччен)[8].
    • Хӗрӗ — Арина (1972, ҫурла, 29)[4][8], дизайнер пулса ӗҫлет.
      • Мӑнукӗ — Алиса (1995)[8].
  • Иккӗмӗш упӑшки (1977—1981 ҫулсенче) — Александр Дерябин, врач[8].
  • Виҫҫӗмӗш упӑшки — Андрей Тришин (1961), бизнесмен[8][9]. 1984 ҫултанпа мӑшӑрланнӑ. 30 ҫул мӑшӑрлӑ пурӑнса 2015 ҫулта уйрӑлнӑ[10]. 2025 ҫулхи юпа уйӑхӗнче Елена Проклова хӑйӗн упӑшки пулнӑ Андрей Тришин ӑна тепӗр хут качча тухма сӗннине пӗлтернӗ[11].
    • Хӗрӗ — Полина (1994)[4][8].

Обществӑпа политика ӗҫӗ-хӗлӗ

Пултарулӑх

Театр

МХАТ[6][4]

  • «Кремлёвские куранты» Н. Ф. Погодин — Маша
  • «Валентин и Валентина» М. М. Рощин — Валентина
  • «Синяя птица» М. Метерлинк — Митиль
  • «Тартюф» Мольер — Эльвира
  • «Вишнёвый сад» А. П. Чехов — Варя
  • «Чайка» А. П. Чехов — Нина Заречная
  • «Ревизор» Н. В. Гоголь
  • «Три сестры» А. П. Чехов
  • «Утиная охота» А. В. Вампилов
  • «Тамада» А. М. Галин — Галина[13]
Антреприза[4]
  • «Всё проходит» О. Д. Данилов пьесипе; режиссёр: Д. Х. Астрахан[14]
  • «Семейная идиллия» О. Д. Данилов пьесипе
  • «Наши друзья человеки» Б. Вербер романӗпе («Современный Театр Антрепризы»)[5]
  • «Всё сначала» А. Ро хайлавӗсемпе[15]
  • «День палтуса» Д. Чепменпа Д. Фримен камичӗпе
  • «Иные» — (МДПТ Бемби, 2015)[16]
  • «Омут любви» А. Куприн повеҫӗпе («Русская песня» театр, Мускав, 2017)
  • «Невеста на прокат» (Мускав камит театрӗ)[17]

Фильмографи

Ҫул Ят Сӑнар
1965 ф «Звонят, откройте дверь» Таня Нечаева
1966 ф «Снежная королева» Герда
1967 с «Встречи» / Begegnungen (ГДР)

(серия № 2 «Другая Наташа»)

Наташа, хӗрача'
1968 ф «Переходный возраст» Оля Алексеева, шкул ачи
1969 ф «Гори, гори, моя звезда» Кристина Котляренко (Крыся)
1975 ф «Единственная…» Татьяна Фешева, Николай Касаткинӑн арӑмӗ
1976 ф «Ключ без права передачи» Марина Максимовна, 10 «Б класс ертӳҫи, литература учителӗ
1976 ф «Сентиментальный роман» пысӑк Зоя
1977 ф «Как Иванушка-дурачок за чудом ходил» Настенька (Анастасия Марковна), Марко Петрович Богатый купса хӗрӗ
1977 ф «Мимино» Лариса Ивановна Комарова, стюардесса
1977 ф «Смятение чувств» Надя, студентка
1977 тф «Собака на сене» Марсела
1977 ф «Собственное мнение» Татьяна Ёлкина, завод ӗҫченӗ
1978 ф «Голубка» Женя Голубева («Голубка»)
1978 ф «Капитанская дочка» Маша (Марья Ивановна Миронова), Иван Кузьмич Миронов капитанӑн хӗрӗ
1979 ф «Верой и правдой» Клавдия
1979 тф «Инспектор Гулл» Шейла, Артур Берлинг мультимиллионерӑн хӗрӗ
1979 ф «Ищи ветра…» Наташа, харпӑр лаша завочӗн хуҫин Сергей Сергеевичӑн хӗрӗ
1980 ф «Какие наши годы!» Майя, парти ӗҫченӗн Михаил Михайлович Осташенко хӗрӗ
1981 ф «Будьте моим мужем» Наталья Сергеевна Костикова, инженер, Ильян амӑшӗ
1982 ф «Вот опять окно…» Таня
1982 ф «Молодость» Сӑнар ятне кӑтартман
1982 ф «Мы жили по соседству» Валя, Тоня Летован юлташӗ
1982 ф «Несколько капель» Муза
1983 ф «Будь счастлива, Юлия!» Юлия, медсестра, Раду арӑмӗ
1983 ф «Из жизни начальника уголовного розыска» Наталья Петровна Слепнёва, сутуҫӑ
1983 тф «Поздняя любовь» Варвара Харитоновна Лебёдкина, тӑлӑх арӑм
1984 ф «Первая конная» Варя
1985 тф «Грядущему веку» Лена Назарова, Антон Соболевӑн арӑмӗ
1987 тф «Запомните меня такой» Маша, Андрейпа Лидиян хӗрӗ, Мария Ивановна Кирееван мӑнукӗ
1987 ф «Так победим!» Володичева, . И. Ленинӑн секретарӗ
1989 тф «Женщины, которым повезло» Зина Скворцова
1989 ф «Идеальное преступление» Одри Ламонт, Ламонт профессорӑн хӗрӗ
1992 ф «А спать с чужой женой хорошо!?» Вера
1998 ф «Чехов и Ко»

(сери № 8 «Длинный язык»)

Наталья Михайловна, Васечка арӑмӗ
1999 с «Д. Д. Д. Досье детектива Дубровского» Надежда, Роман Дубровскийӗн арӑмӗ пулнӑскер
2001 ф «Жёлтый карлик» Лида Жаровская, Владимирӑн арӑмӗ
2006 ф «Счастье по рецепту» Людмила, Элла Якушеван хӗрӗ
2010 ф «А мама лучше!» Светлана, Лизан амӑшӗ
2019 ф «Призраки Замоскворечья» Ираида Самсоновна Раух, Надеждан амӑшӗ, «Надежда Раух» автор ательен арт-директорӗ тата хуҫи, паллӑ манекенщица пулнӑскер
2020 с «Андреевский флаг» Валентина Фёдоровна Чернобаевская, Григорий Сергеевич Чернобаевский вице-адмирал арӑмӗ

Сасӑлани

  • 1957 — Снежная королева (1982 ҫ.)

Телекураври ӗҫ, телекӑларӑмсемпе телепроектсене хутшӑнни

  • 2002 ҫулта «Юлашки герой 3: Чӗрӗ юлмалла» реалити-шоуна хутшӑннӑ[4].
  • 2006 ҫулхи ҫӑвӑн 22-мӗшӗнчен пуҫласа 2010 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗччен — Г. П. Малаховпа пӗрле «Пӗрремӗш каналпа» «Малахов+» телекӑларӑма ертсе пынӑ[4].
  • 2007 ҫулта «Пӗрремӗш каналри» «Большие гонки» телепроекта хутшӑннӑ[4].
  • 2010 ҫулхи юпан 25-мӗшӗнчен пуҫласа 2012 ҫулхи юпан 12-мӗшӗччен — «Пӗрремӗш каналри» «ЖКХ» телекӑларӑма ертсе пынӑ[4].
  • 2020 ҫулта тепӗр хут «Юлашки герой» реалити-шоуна хутшӑннӑ.

Библиографи

  • Проклова Е. И. В роли себя самой. — М.: Алгоритм, 1999. ISBN 5-8878-025-1[4].

Хисепӗсем

  • 1976 — Фрунзе хулинче иртнӗ Пӗтӗм Союзри кинофестивалӗн иккӗмӗш парни, «Единственная …» фильмра Татьяна Фешева рольне вылянӑшӑн (1975)[4][6][18];
  • 1977 — Панамӑри XV Пӗтӗм тӗнчери кинофестиваль в Панаме — «Единственная …» (1975) фильмри «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗшен» тӗп парне[4][6];
  • 1977 — Ленинла комсомол парни — «Ключ без права передачи» фильмра Марина Максимовна рольне вылянӑшӑн (1976)[4];
  • 1984 — РСФСР тава тивӗҫлӗ артисчӗ[4].

Документлӑ фильмсемпе телекӑларӑмсем

  • «Все трофеи Елены Прокловой» («Пӗрремӗш канал», 2013)[19]
  • «Елена Проклова и Андрей Тришин. „Свадебный переполох“» («Пӗрремӗш канал», 2013)[20][21]
  • «Елена Проклова. „Когда уходит любовь“» («ТВ Центр», 2017)[22]
  • «Елена Проклова. „Раскрывая тайны звёзд“» («Мускав 24», 2018)[23]
  • «Елена Проклова. „До слёз бывает одиноко…“» («Пӗрремӗш канал», 2018)[24][25]
  • «Мужчины Елены Прокловой» («ТВ Центр», 2019)[26]
  • «Елена Проклова и Алексей Баталов. „Звёзды советского экрана“» («Мускав 24», 2021)[27]

Ӑнлантарусем

  1. ^ Internet Movie Database (англ.) — 1990.
  2. ^ Jelena Proklova // Česko-Slovenská filmová databáze (чеш.) — 2001.
  3. ^ Путин поздравил артистку Елену Проклову с днём рождения (выр.). ria.ru. РИА Новости (2 авӑнӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ.
  4. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, 22, 23, 24, 25 Проклова Елена Игоревна (ТАСС).
  5. ^ 1, 2, 3 Биография Елены Прокловой (выр.). ria.ru. РИА Новости (2 авӑнӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 1-мӗшӗ.
  6. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Проклова Елена Игоревна (Кругосвет).
  7. ^ Персоналии. Выпускники 1970—1979 (выр.). mhatschool.theatre.ru. Школа-студия МХАТ. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ.
  8. ^ 1, 2, 3, 4, 5, 6 Персоны. Елена Проклова (выр.). www.vokrug.tv. Вокруг ТВ. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ.
  9. ^ Бойкова Марина; Иванов Антон. Елена Проклова: «Я не хочу всё время летать» (выр.). www.vokrug.tv. Вокруг ТВ (21 пушӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 27-мӗшӗ.
  10. ^ Зимняя Татьяна. Елена Проклова: «О разводе мы думали с первого дня, как решили жить вместе» (выр.). www.kp.ru. Комсомольская правда (14 утӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи чӳкӗн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗ.
  11. ^ Анна Холодкова. «Ну а что делать вид?»: актриса Елена Проклова готовится к свадьбе с бывшим мужем (выр.). kp.ru (1 чӳкӗн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  12. ^ Академики Российской академии кинематографических искусств (список) (выр.). kino-nika.com. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӑвӑн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи акан 14-мӗшӗ.
  13. ^ Юлий Смелков. «Горько!» (выр.). Московский Комсомолец (28 раштавӑн 1986). Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи чӳкӗн 26-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2013 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗ.
  14. ^ Александр Абдулов: Не «всё проходит»… (выр.). www.dv.kp.ru. Комсомольская правда (24 ҫурлан 2004). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
  15. ^ Елена Проклова с дочерью сыграли в спектакле «Всё сначала» о свободе (выр.). ria.ru. РИА Новости (13 акан 2011). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 3-мӗшӗ.
  16. ^ Воробьева Евгения. «Эти дети нас учат любви» (выр.). rusplt.ru. Русская планета (6 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи раштавӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 19-мӗшӗ.
  17. ^ Невеста на прокат (выр.). comedytheatre.ru. Московский театр комедии. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 21-мӗшӗ.
  18. ^ Всесоюзный кинофестиваль (выр.). istoriya-kino.ru. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  19. ^ «Все трофеи Елены Прокловой». Документальный фильм (выр.). www.1tv.com. Первый канал (7 авӑнӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
  20. ^ «Елена Проклова и Андрей Тришин. Свадебный переполох». Телепередача (выр.). www.1tv.ru. Первый канал (15 раштавӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
  21. ^ «Елена Проклова и Андрей Тришин. Свадебный переполох». Телепередача (выр.). www.1tv.com. Первый канал (15 раштавӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
  22. ^ «Елена Проклова. Когда уходит любовь». Документальный фильм (выр.). www.tvc.ru. ТВ Центр (2017). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
  23. ^ «Елена Проклова. Раскрывая тайны звёзд». Телепередача (выр.). www.m24.ru. Москва 24 (2 авӑнӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.
  24. ^ «Елена Проклова. До слёз бывает одиноко…». Документальный фильм (выр.). www.1tv.ru. Первый канал (8 авӑнӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
  25. ^ «Елена Проклова. До слёз бывает одиноко…». Документальный фильм (выр.). www.1tv.com. Первый канал (2018). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
  26. ^ «Мужчины Елены Прокловой». Телепередача (выр.). www.tvc.ru. ТВ Центр (2019). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 29-мӗшӗ.
  27. ^ «Елена Проклова и Алексей Баталов. Звёзды советского экрана». Телепередача (выр.). www.m24.ru. Москва 24 (24 ҫӑвӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи пушӑн 2-мӗшӗ.

Каҫӑсем