Пухов (Словаки)

Пу́хов (словак. Púchov, ним. Puchau, венг. Puhó) — Словакин çурçĕр-анăçĕнчи промăçлăх хули, Ваг çинче, Белые Карпаты тата Сулёвске Врхи тусем хушшинче вырнаçнă. Халăх йышĕ — 19 пин çын.

Хула символики

Герб

Герб çинче кăвак тĕс çинче вĕрçĕлен çийĕнче çӳлте тăракан таса Маргарита. Аллисенче ылтăн оливкă турачĕпе ылтăн хĕç.

Ялав

Хула ялавĕ 2 : 3 енлĕ, чĕкеç хӳрипе (виç кĕтеслĕ касăкпа) вĕçленет. Ялавăн тĕсĕ хула гербĕн тĕсĕпе пĕрех: (ылтăн) сарă, (кĕмĕл) шура, кăвак. Ялава Словак Республикин Геральди реестрĕнче йышăса çирĕплетнĕ (III-мĕш том, 136-мĕш стр., Словак Республикин Шалти Ӗçсен министерствинче тата Словак Матицинче (Этеплĕх-çутĕç словак йĕркеленӳлĕхĕ), 2003 çул

Хула кун-çулĕ

Пухова пĕрремĕш1243 çулта Бела IV патшан çырăвĕнче асăннă. Вăтам ĕмĕрсенче хула хăйĕн тĕртнĕ пир-авăрĕпе паллă пулнă. XX ӗмӗрĕн пуçламăшĕнче кунта çĕнĕ заводсем — «Макита» тата «Матадор» — тăваççĕ, вĕсем халĕ те хулара ертсе пыракан заводсем шутланаççĕ.

Паллă вырăнĕсем

  • Прихут костёлĕ

Категорисем