Пушкӑрт чӗлхин кунӗ

Пушкӑрт чӗлхи кунӗпушкӑрт чӗлхине упраса хӑварма, хӳтӗлеме тата аталантарма халалланӑ кун. Пушкӑрт чӗлхи вырӑс чӗлхипе пӗрле Пушкӑрт Республикин патшалӑх чӗлхисенчен пӗри шутланать. Вӑл алтай чӗлхе ҫемйин тӗрӗк ушкӑнне кӗрет, истори тӗлӗшӗнчен те культура енчен те пуян.

Пушкӑртстан Республикин Пуҫлӑхӗн Радий Фаритович Хабировӑн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн 2019 ҫултан пуҫласа Пушкӑрт чӗлхин кунне раштавӑн 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[1][2].

Историйӗ

Пушкӑрт чӗлхи кунне йӗркелес шухӑш наци чӗлхине сыхласа хӑварасси тата аталантарасси тӗлӗшпе, ҫавӑн пекех ҫамрӑксем хушшинче унпа кӑсӑкланассине ӳстересси ҫивӗч ыйту пулса тӑнӑран сиксе тухнӑ. ПушкӑртсемПушкӑртстанӑн тӗп халӑхӗ ‚ вӗсен чӗлхи наци тӗлӗшӗнчен идентификациленмешкӗн тата культура еткерлӗхне упраса хӑварас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнать.

Раштавӑн 14-мӗшне пушкӑрт чӗлхи кунне уявлама суйлани ӑнсӑртран килмен: ҫак кун пушкӑртсен паллӑ поэчӗ тата ҫутта кӑлараканӗ Мифтахетдин Акмулла ҫуралнӑ.

Пӗтӗм тӗнчери курултай (конгресс) пуҫарнипе, Пушкӑртстан Республикин Халӑхсен Ассамблейи тата Пушкӑртстан Республикин Вӗрентӳпе ӑслӑлӑх министерстви пулӑшнипе ҫак куна 2015 ҫулта паллӑ тума тытӑннӑ. 2019 ҫултанпа вӑл официаллӑ статуса йышӑннӑ. Тӑван чӗлхене вӗренни, хӑйӗн йӑх тымарӗсене пӗлни, ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшне тата мӑн аслашшӗсене хисеплени кашни цивилизациллӗ ҫыншӑн пӗлтерӗшлӗ. Пӗрремӗшӗнчен, ҫакӑ ҫыннӑн шалти тӗнчине пуянлатать, иккӗмӗшӗнчен, ытти чӗлхесене вӗренме пулӑшу кӳрет[3].

Уяв йӑлисем

Пушкӑрт чӗлхи кунӗнче чӗлхене популяризацилекен тата аталантаракан тӗрлӗ мероприяти иртет. Шкулсемпе вузсенче пушкӑрт чӗлхипе литературине халалланӑ уроксем иртеҫҫӗ, вулакансен конкурсӗсем, викторинӑсемпе олимпиадӑсем йӗркелеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех пушкӑрт чӗлхиллӗ юрӑсемпе сӑвӑсене итлеме май пур концертсем, куравсем тата ытти культура пулӑмӗсем хатӗрлеҫҫӗ.

Ҫак кун Пушкӑртстанра тата унӑн тулашӗнче онлайн-форматпа та‚ офлайн мелпе те тӗрлӗ мероприяти иртет.

Пушкӑрт ҫыравҫисемпе поэчӗсен литература еткерлӗхне упраса хӑварассипе аталантарасси ҫине уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫак кун час-часах Мифтахетдин Акмулла, Шайхзада Бабич, Мажит Гафури тата ытти паллӑ литература ӗҫченӗсене аса илеҫҫӗ.

Ҫак кун ҫулталӑк хушшинче тунӑ ӗҫсене пӗтӗмлетеҫҫӗ, маларах ирттернӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫисене пӗлтереҫҫӗ.

Мӗнпур мероприятие те республикӑри культурӑпа вӗрентӳ учрежденийӗсем хутшӑнаҫҫӗ[4][2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ День башкирского языка. Башкирский институт социальных технологий (филиал) Образовательного учреждения профсоюзов высшего образования «Академия труда и социальных отношений». 14 декабр 2022.
  2. ^ 1, 2 Как в республике отметят День башкирского языка. Башинформ. 7.12.2022.
  3. ^ «Мелодичный башкирский язык». Culture.ru.
  4. ^ Сегодня в Башкортостане отмечается День башкирского языка. Министерство культуры Республики Башкортостан. 14 декабря 2022 года.