Пчелов Геннадий Алексеевич
Пчело́в Генна́дий Алексе́евич (ҫур. 1937 ҫулхи ҫӑвӑн 17-мӗшӗ, Кĕтеснер, Вӑрмар районӗ, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики, Раççей Федерациллĕ Социализмлă Совет Республики, СССР) — совет тата раççей патшалăх ĕçченĕ, ял хуçалăх йĕркеçи. Мари АССР Аслă Канашĕн X чĕнĕвĕн депутачĕ (1980—1985). Агробизнес кадрĕсене çĕнĕрен хатĕрлекен Мари институчĕн пĕрремĕш ректорĕ (1991—2000). Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1993).
Биографи
1937 çулхи çу уйăхĕн 17-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрмар районĕнчи Кĕтеснер ялĕнче çуралнă[1].
Пĕлӳ илни тата ĕçе пуçлани
1959 çулта Хусан ял хуçалăх институтне вĕренсе пĕтернĕ[2].
Хăйĕн ĕç çулне Мари АССРĕн Юлсер районĕнче пуçланă. 1960—1961 çулсенче ВЛКСМ Юлсер райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ пулса ĕçленĕ. 1961 çулта «Победа» колхозăн председателĕ пулса тăнă, унта вăл 1964 çулччен ертсе пынă[1].
Парти тата патшалăх ĕçĕ
1965 çултанпа Çĕнĕ Торъял районĕн ял хуçалăх управленийĕн тĕп агрономĕ пулса тăрăшнă.
1971 çулта ССКП органĕсене ĕçлеме куçнă. Унăн ĕç вырăнĕсем çапла улшăнса пынă:
- ССКП Мари обкомĕн инструкторĕ;
- ССКП Çернур райкомĕн иккĕмĕш секретарĕ;
- ССКП Оршанка райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ (1978—1980)[2].
1980 çулта Куженер суйлав округĕнчен Мари АССР Аслă Канашĕн X чĕнĕвĕн депутатне суйланă[3].
Çав çулах Мари АССР ял хуçалăх министрĕн çумĕ — министерствăн кадрсен пайĕн пуçлăхĕ пулса тăнă. Ку вырăнта 1991 çулччен ĕçленĕ.
Ăслăхпа педагогика ĕçĕ
1991 çулта Агробизнес кадрĕсене çĕнĕрен хатĕрлекен Мари институчĕн (халĕ — «Агробизнес кадрĕсене çĕнĕрен хатĕрлекен Мари институчĕ» ХУП хушма професси пĕлĕвĕн вĕренӳ тытăмĕ) йĕркеçи тата пĕрремĕш ректорĕ пулса тăнă. Вĕренӳ заведенине 2000 çулччен ертсе пынă[4].
Хисепĕсемпе ячĕсем
- «Хисеп Палли» орден (1973, 1977)[2]
- «Раççей Федерацийĕн ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят (1993) — ял хуçалăхĕнчи тивĕçсемшĕн тата нумай çул тӳрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн[5]
Асăрхавсем
- ^ 1, 2 Календарь знаменательных и памятных дат «Марий Эл: время, события, люди». Национальная библиотека имени С. Г. Чавайна Республики Марий Эл. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3 Пчелов Геннадий Алексеевич — Биография. Марийская история в лицах. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Высший законодательный орган государственной власти Марийской АССР — Республики Марий Эл. К 75-летию законодательной власти (PDF). Государственное Собрание Республики Марий Эл (2013). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Руководство. Педагогический (научно-педагогический) состав. ФГБОУ ДПО «Марийский институт переподготовки кадров агробизнеса». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Указ Президента Российской Федерации от 14.06.1993 г. № 902 «О присвоении почетного звания „Заслуженный работник сельского хозяйства Российской Федерации“». Президент России (14 ҫӗртмен 1993). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗ.
Литература
- Марий Эл Республикин энциклопедийӗ / Отв. ред. Н. И. Сараева. — 2009. — С. 662. — 872 с. — 3505 экз. — ISBN 978-5-94950-049-1.
- Вязьмин Ю. П., Мочаев В. А. Марийская биографическая энциклопедия / Авт.-сост. В. А. Мочаев. — 2-е изд. — Марийский биографический центр, 2017. — С. 359. — 606 с. — 1500 экз. — ISBN 978-5-905314-35-3.