Çĕнĕ Торъял районĕ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Çĕнĕ Торъял районĕ
У Торъял кундем Shukshan pond.JPG
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх Flag of Russia.svg РФ
Гимн: Çĕнĕ Торъял пирки юрă
Статус муниципаллă район
Кĕрет Мари ЭлFlag of Mari El.svg Мари Эл Мари Эл
Тытăмĕ 5 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Çĕнĕ Торъял хеп
Йĕркеленĕ вăхăт 1924
Администраци пуçлăхĕ Блинов Василий Васильевич[3]
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Небогатиков Евгений Викторович[4]
Официаллă чĕлхе мари
Пурăнан халăх (2010)
14 274
(2,1 %)
Йышлăх 15,51 çын/çм²
Наци йышĕ марисем — 69,96 %, вырăссем — 28,74 %
Конфесси йышĕ православсем
Лаптăк 920,09çм² (10-мĕш вырăн)
Çĕнĕ Торъял районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

Телефон кочĕ +7 83636
Сайчĕ
Мари Эл республики

Çĕнĕ Торъя́л райо́нĕ (улăхри мари У Торъял район) — Мари Элĕн çурçĕр-тухăç пайĕнче вырнаçнă районĕ.

Тавралăхĕ

Çурçĕр енче — Пишă тата Совет районĕсемпе, тухăç енче — Мари Элĕн Сернур, кăнтăрпа кăнтăр-тухăç енче — Совет тата Куçенер, анăç енче — Орша районĕсемпе юнашар пулать.

Административлă тĕпĕ — Çĕнĕ Торъял.

Районăн çĕр-шыв лаптăке 920 çм² е 92 009 га.

Ял хуçалăх ĕçлĕхĕнчи çĕр лаптăкĕ — 73 497 га, вăрман çĕрĕсем — 12 230 га.

Район çĕр-шывĕнче шывлăх 1043 га, шурлăх — 117 га йышăнать. Район тăрăх Немда, Толмань тата Шукшан шывĕсем юхаççĕ.

Район тытăмĕ, халăх йышĕ

пурăн вырăнра 181 пин çын пурăннă.

Кун-çулĕ

1920 çулччен Çĕнĕ Торъял район территорийĕ Вятка кĕпернин Уржум тата Яран уесĕсен шутĕнче пулнă. Мари автономи облаçне туса хунипе хальхи Çĕнĕ Торъял районĕн пурăну выранĕсене Çернур кантонĕ шутне кĕртнĕ.

1924 çулта Çĕнĕ Торъял кантонне йĕркеленĕ.

1959 çулхи от пушăн 11-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хушăвĕпе Пектупай районе пĕтернĕ, унăн чылай ялне Çĕнĕ Торъял районне кĕртнĕ.

Мари АССРĕнче 7 ял хуçалах районне туса хунă. Çенĕ Торъял районне пăсса хунă, унăн территорине Совет районĕ çумне хушнă.

1964 çулхи пушăн 4-мĕшĕнче РСФСР Аслă Канашĕн Президиумĕн Хушăвĕпе каллех Çĕнĕ Торъял районне йĕркелеççĕ.

Ял хуçалăхĕ

Районра 17 ялхуçалăх йĕркелĕх ушкăнĕ, 2 пин çын ĕçлет. Чи пысăккисем:

  • «Первое Мая»
  • «Прогресс"

Çутĕç

  • 18 шкул
  • 11 шкул çулне çитмен ача-пăча çурчĕсем
  • Ача-пăча хевтелĕх çурчĕ
  • Çамрăк ачасен спорт шкулĕ
  • Э. Сапаев ячĕллĕ ӳнер шкулĕ.

Сывлăха сиплев çурчĕсем

  • Çĕнĕ Торъял тĕп пульници, 200 выртмалăх вырăн
  • Пектупай врач амбулатори
  • Масканур врач амбулатори
  • 29 медицина вырăнĕ.

Асăрхавсем

Вуламалли

Каçăсем