Пьер де Кубертен

Пьер де Кубертен (Pierre de Coubertin)- педагог, хальхи Олимп вăййисене никĕслекен ĕçчен.

Паспортри ячĕ - Пьер де Фреди, барон де Кубертен. Пьер аристократ çемьинче виççĕмĕш ача пулнă.

Биографи

undefined
  • 1880 ç. Сарбонна университечĕн философи факультетĕнче вĕренме тытăнать;
  • 1882 ç. тусĕсемпе спорт клубне никĕсленĕ;
  • 1887 ç. Францире Чупу спорт ушкăнĕсен Пĕрлĕшĕвне никĕсленĕ;
  • 1892 ç. Сарбонна университетĕнче "Олимп вăййисене чĕрĕлтерес ĕç" доклала вуланă;
  • 1894 ç. Парижра Тĕнчери Атлетсен Конгрессне вуннă патшалăхран (Франци,Аслӑ Британи,Раççей империйĕ т.ыт.) 2 пин делегат пухăннă. Тĕнчери олимп комитетне (ТОК) никĕсленĕ;
  • 1895 ç. авланнă. Арăмĕ - Мари Ротан;
  • 1896-1916 çç. ТОК ертӳçи-Президенчĕ;
  • 1916-1919 çç. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçинче нимĕçсене хирĕç çапăçнă;
  • 1919-1925 çç. ТОК ертӳçи-Президенчĕ;
  • 1937 ç. авăн, 2 вилнĕ. Лозанна хулинче пытарнă.

Астăвăм

Ӳкерчĕк:Büste Pierre de Coubertin Baden-Baden.JPG
Пьер де Кубертен палăкĕ. Баден-Баден
  1. ^ Свидетельство о рождении