Пӗтӗм тӗнчери апат-ҫимӗҫ кунӗ

«РУВИКИ» ирӗклӗ энциклопединчи материал
Уяв
Пӗтӗм тӗнчери апат-ҫимӗҫ кунӗ
Ҫак куна халалласа кӑларнӑ Инди марки.
Ҫак куна халалласа кӑларнӑ Инди марки.
Тӗсӗ Тӗнче шайӗнчи
Официаллӑ ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Food Day, арап. يوم الأغذية العالمي,исп. Día Mundial de la Alimentación, китай 世界粮食日, фр. la Journée mondiale de l'alimentation
Пӗлтерӗшӗ Апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацине (FAO) никӗсленӗ кун
Ҫирӗплетнӗ 1979 ҫул
Йӗркеленӗ ПНО Тӗп Ассамблейи
Палӑртаҫҫӗ кашни ҫул
Кун юпа, 16
Логотип РУВИКИ.Медиа РУВИКИ.Медиа ҫинчи материалсем

Пӗтӗм тӗнчери апат-ҫимӗҫ кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Food Day, арап. يوم الأغذية العالمي,исп. Día Mundial de la Alimentación, китай 世界粮食日, фр. la Journée mondiale de l'alimentation) — ПНО ҫулсерен юпан 16-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан пӗтӗм тӗнчери кун.

Палӑртмалли кун вӑхӑтне 1979 ҫулта Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн Апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацийӗ (FAO) ирттернӗ конференцийӗнче пӗлтернӗ. Паллӑ тумалли кунӑн тӗллевӗ — тӗнчери апат-ҫимӗҫ тӗлӗшпе тухса тӑракан йывӑрлӑх ҫинчен халӑха пӗлтерсе тӑрасси тата выҫлӑхпа, тӑраниччен ҫиейменнипе тата чухӑнлӑхпа кӗрешес ӗҫре пӗршухӑшлӑха ҫирӗплетесси. Куна ирттермелли вӑхӑт валли 1945 ҫулта Апат-ҫимӗҫ тата ял хуҫалӑх организацине никӗсленӗ куна суйланӑ.

1980 ҫулта ПНО Тӗн Ассамблейи ятарлӑ резолюцире (A/RES/3570 №) ҫулсерен апат-ҫимӗҫ кунне ирттернине ырланӑ.

ПНО Тӗн секретарӗ 2005 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери апат-ҫимӗҫ кунӗ ячӗпе тухса каланӑ чухне, сӑмахран, апат-ҫимӗҫ ҫителӗклӗ пулин те, тӗнчери 850 000 000 ытла ҫын апат ҫителӗклӗ ҫиейменнипе аптӑрани ҫинчен асӑннӑ. Вӑл Пинҫуллӑх декларацийӗнче палӑртнӑ пӗрремӗш тӗллеве пурнӑҫлама — выҫӑпа чухӑнлӑха пула асапланакан халӑхӑн тӳпине икӗ хут чакарассине — вӑя икӗ хут ӳстерме чӗнсе каланӑ.

Тӗнче шайӗнчи кунӑн ҫулленхи тематики

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1999 — «Ҫамрӑксем выҫлӑха хирӗҫ»
  • 2000 — «Выҫлӑхран хӑтаракан пинҫуллӑх»
  • 2001 — «Выҫлӑхпа кӗрешни чухӑнлӑха чакарать»
  • 2002 — «Шыв: апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен хӑрушлӑхран сыхлакан ҫӑлкуҫ»
  • 2003 — «Выҫлӑха хирӗҫ йӗркеленӗ тӗнче шайӗнчи пӗрлӗх»
  • 2004 — «Апат-ҫимӗҫпе тивӗҫтерессине йӗркелекен биотӗрлӗлӗх»
  • 2005 — «Ял хуҫалӑхӗ тата культурӑсем хушшинчи ҫыхӑну»
  • 2006 — «Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерес тӗллевпе инвестицилени»
  • 2007 — «Апат-ҫимӗҫлӗ пулмалли тивӗҫ»
  • 2008 — «Пӗтӗм тӗнчери апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ: климат улшӑнӑвӗ тӑратакан йывӑрлӑхсем тата биоэнерги»
  • 2009 — «Кризис тапхӑрӗнчи апат-ҫимӗҫ тӗлӗшӗнчен хӑрушсӑрлӑха тивӗҫтерекен ҫитӗнӳсем»
  • 2010 — «Выҫлӑхпа пӗршухӑшлӑ пулса кӗрешни»
  • 2011 — «Апат-ҫимӗҫ хакӗ — кризисран ҫирӗплӗхпе тӗреклӗхе ҫити»
  • 2012 — «Ял хуҫалӑх кооперативӗсем тӗнчене тӑрантараҫҫӗ»
  • 2013 — «Ҫирӗп апат-ҫимӗҫ системисем апат-ҫимӗҫ хурӑшсӑрлӑхне тата апатланӑва тивӗҫтерекен хатӗрсем»
  • 2014 — «Ҫемье фермер хуҫалӑхӗсем: тӗнчене тӑрантарни — планетӑна ҫӑлни»
  • 2015 — «Социаллӑ хӳтӗлев тата ял хуҫалӑхӗ: ялти чухӑнлӑх тӗввине татса ярасси»
  • 2016 — «Климат улшӑнать, унпа пӗрле апат-ҫимӗҫ те, ял хуҫалӑхӗ те улшӑнать»
  • 2017 — «Миграци юхӑмӗсен пуласлӑхне улӑштарар. Апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тата ял хуҫалӑх аталанӑвне укҫа хывар»

Ӑнлантарусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]