Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери ача кунӗ (акăл. Universal Children's Day, исп. Día Universal del Niño , фр. Journée mondiale de l'enfance) — 1954 ҫулта ПНО Тӗп Ассамблейи (836 (IX) №-лӗ резолюци) 1956 ҫултан пуҫласа пӗтӗм ҫӗршывсене палӑртма сӗннӗ уяв. Резолюципе килӗшӳллӗн, уява ачасен ырлӑхне лайӑхлатма, пӗтӗм тӗнчери ачасен интересӗсемшӗн ирттерекен ПНО ӗҫне ҫирӗплетме йӗркеленӗ.
ПНО Тӗп Ассамблейи патшалӑхсене ҫак уява хӑйсемшӗн меллӗ кунта тата формӑра паллӑ тума сӗннӗ. Апла пулин те Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн официаллӑ хучӗсем тӑрӑх Пӗтӗм тӗнчери ача кунне чӳкӗн 20-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак кун 1959 ҫулта «Ача прависен декларацине» йышӑннӑ, 1989 ҫулта — «Ача прависен конвенцине».
Тӗрлӗ фирмӑсемпе организацисем Ача кунӗнче ыр кӑмӑллӑх акцийӗсем, шествисемпе флешмобсем ирттереҫҫӗ.
Ытти ҫӗршывсенче
- Парагвайра Ача кунне ҫурлан 16-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. 1869 ҫулта ҫак кун Парагвай вӑрҫин юлашки ҫапӑҫӑвӗсенчен пӗринче, Акоста-Нью патӗнчи ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче, 9 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ӳсӗмри 3500–4000 ача хӑйсен тӑван ҫӗршывне Бразилипе Аргентина тапӑннинчен хӳтӗлеме тӑнӑ. Ҫак ҫапӑҫура пур ача та вилнӗ.
- Панамӑра — утӑ уйӑхӗн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗ[1].
Ӑнлантарусем
- ^ день ребёнка в Панаме (выр.). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи утӑн 18-мӗшӗ.