Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ
Уяв | |
Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ | |
![]() | |
Тӗсӗ | Пӗтӗм тӗнче шайӗнчи |
---|---|
Официаллӑ | International Day of Older Persons |
Урӑхла | Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ |
Ҫирӗплетнӗ | 1990, раштавӑн 14-мӗшӗ |
Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
Кун | юпа, 1 |
Ҫыхӑннӑ | ватӑласси |
![]() |

Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ (пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ) (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Day of Older Persons, арап. اليوم الدولي للمسنين,исп. Día Internacional de las Personas de Edad, китай 国际老年人日, фр. Journée internationale pour les personnes âgées) — 1991 ҫултан пуҫласа юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче палӑртакан кун. ООН Тӗп Ассамблейин 45-мӗш сессийӗнче (1990 ҫулхи раштавӑн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ A/RES/45/1990/106 №-лӗ резолюци) Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ятпа ирттерме йышӑннӑ. Каярахпа ПНО вырӑсла хучӗсенче Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗ ятпа усӑ курма пуҫланӑ.
Резолюцире ПНО ватӑлнин ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗллевлӗ фонда укҫа-тенкӗ уйӑрасси чакнине палӑртнӑ, тӗнчери халӑх ватӑлса пыни хӑвартланнине йышӑннӑ, ватӑ ҫынсем аталану процесне пысӑк тӳпе хывма пултарнине палӑртнӑ.
Тӗп Ассамблея правительствӑсемпе правительствӑна пӑхӑнман организацисене Ватӑлнин ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен тӗллевлӗ фонда взноссем тума чӗнсе каланӑ.
Юпан 1-мӗшӗнче ватӑ ҫынсен прависене хӳтӗлесе ассоциацисем йӗркелекен тӗрлӗ фестивальсем, обществӑри вӗсен вырӑнне тата прависене халалланӑ конференцисемпе конгрессем иртеҫҫӗ. Общество организацийӗсемпе фондсем ҫак кун тӗрлӗ ыркӑмӑллӑх акцийӗсем йӗркелеҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери ватӑ ҫынсен кунӗн ҫулленхи темисем
- 2021 — «Пур ӳсӗмри ҫынсем валли цифра пӗртанлӑхне йӗркелесси»
- 2020 — «Пандеми ҫынсен ӳсӗмӗпе ватлӑх ҫине эпир мӗнле пӑхнине улӑштарчӗ-и?»
- 2019 — «Ҫулсен пӗртанлӑхӗ патнелле ҫулҫӳреве тухни»
- 2018 — «Этем прависене хӳтӗлекен чи паллӑ ҫынсене аса илер»
- 2017 — «Пуласлӑха кӗни: ватӑ ҫынсен пултарулӑхӗпе, вӗсем хывнӑ тӳпепе тата ӗҫе хутшӑннипе тухӑҫлӑ усӑ курасси»
- 2016 — «Ватӑ ҫынсем тӗлӗшпе дискриминаци ирттерни ҫинчен ӑнлантарасси»
- 2015 — «Хуласен ҫирӗп аталанӑвне тата уҫӑлӑхне ватӑ ҫынсем валли юрӑхлӑ тӑвасси»
- 2014 — «Никама та хыҫра хӑвармалла мар»
- 2013 — «Эпир кӗтекен пуласлӑх: ватӑ ҫынсем мӗн ҫинчен калаҫҫӗ»
- 2012 — «Вӑрӑм ӗмӗр: пуласлӑха йӗркелесси»
- 2011 — «Мадрид +10: тӗнче шайӗнче ватӑлассипе ҫыхӑннӑ майсемпе йывӑрлӑхсене анлӑлатасси»
- 2010 — «Ватӑ ҫынсем тата пин ҫуллӑх аталанӑвӗн тӗллевӗсене пурнӑҫласси»
- 2009 — «Мӗнпур ӳсӗмри ҫынсем валли йӗркеленӗ общество»
- 2008 — «Ватӑ ҫынсен прависем»
- 2007 — «Ватӑлассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене татса парасси тата майсене пурнӑҫа кӗртесси»
- 2006 — «Ватӑ ҫынсен пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатасси: Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн тӗнче шайӗнчи стратегине пурнӑҫлассине пулӑшасси»
- 2005 — «Ҫӗнӗ пинҫуллӑхри ватӑлассин йывӑрлӑхсем: чухӑнлӑх, ватӑ хӗрарӑмсем тата аталану ҫине тимлӗх уйӑрасси»
- 2004 — «Тӗрлӗ ӑрусем килӗштерсе ӗҫлени ҫине таянакан обществӑри ватӑ ҫынсен вырӑнӗ»
- 2003 — «Ватӑлнин йывӑрлӑхӗсем пирки информацие сарасси: Мадридра йышӑннӑ ватӑлассине хирӗҫ кӗрешмелли тӗнче шайӗнчи ӗҫ планӗпе Пин ҫуллӑх декларацийӗ палӑртнӑ аталану тӗллевӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва ҫирӗплетесси»
- 2002 — «Ватлӑх проблемисене татса пани: паянхи кун мӗнле мерӑсем йышӑнма пулать?»
Раҫҫейре
1992-мӗш ҫулта Раҫҫейре Аслӑ Канаш президиумӗ «Ватӑ ҫынсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен» ятарлӑ постановлени йышӑннӑ, ПНО сӗнӗвне тӗпе хурса юпан 1-мӗшне Ватӑ ҫынсен кунӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫак постановленире правительствӑна Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ тӗлне унпа ҫыхӑннӑ ятарлӑ мероприятисем ирттерме сӗннӗ, вӗсене координацилеме ятарлӑ комисси йӗркелеме йышӑннӑ.
Хаклав
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче медицина проблеми пек йӗркеленнӗ май нумай пурӑнни ҫине тимлӗх уйӑрас тӗллевпе Пӗтӗм тӗнчери вӑрӑм ӗмӗр кунӗ тесе палӑртма ыйтакан пуҫару пур, ҫапла май чи малтан ку йывӑрлӑха биомедицина меслечӗсемпе татса парасшӑн[1][2][3][4][5][6].
Ӑнлантарусем
- ^ October 1st is International Longevity Day . Fight Aging! (1 Юпа уйӑхӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 16 Ҫу уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 16 Ҫу уйӑхӗн 2021 ҫул.
- ^ Ilia Stambler. Celebrations of the International Longevity Day around the World . IEET (29 Юпа уйӑхӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 16 Ҫу уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 12 Ҫу уйӑхӗн 2021 ҫул.
- ^ International Longevity Day . Huntington University (17 Авӑн уйӑхӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 16 Ҫу уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 16 Ҫу уйӑхӗн 2021 ҫул.
- ^ (2019-05-08) «Longevity Activism». Encyclopedia of Gerontology and Population Aging. DOI:10.1007/978-3-319-69892-2_395-1.
- ^ ILA announces the call for the Longevity Activism Prize . LongeCity (3 Ҫурла уйӑхӗн 2020). Пӑхнӑ кун: 16 Ҫу уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 12 Ҫу уйӑхӗн 2021 ҫул.
- ^ José Luis Cordeiro. Día Internacional de la Longevidad (исп.). El Universal (3 Юпа уйӑхӗн 2020). — [Международный день долголетия]. Пӑхнӑ кун: 16 Ҫу уйӑхӗн 2021. Архивланӑ 12 Ҫу уйӑхӗн 2021 ҫул.
Каҫӑсем
- ООН сайтӗнче
- A/RES/45/106 № Резолюци
- 2006 ҫулхи ООН Тӗп секретарӗн ҫырӑвӗ
- Пӗтӗм тӗнчери ваттисен кунӗ ячӗпе ПНО Тӗп секретарӗн 2014 ҫулта янӑ ҫырӑвӗ
- РФ Аслӑ Канаш Президиумӗн йышӑнӑвӗ , Wayback Machine çинчи 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи копийӗ