Пӗтӗм тӗнчери веган кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери веган кунӗ (акăл. World Vegan Day), ҫулсерен чӳкӗн 1-мӗшӗнче вегансем палӑртакан уяв, ӑна 1994 ҫултанпа «Веган обществине» (акăл. The Vegan Society, 1944 ҫулта Аслӑ Британире никӗсленӗ) йӗркеленнӗ кунта уявлаҫҫӗ. Ҫак кун вегансем «веганлӑха» халалланӑ мероприятисем тата информаци акцийӗсем ирттереҫҫӗ.
2004 ҫулта юбилейлӑ вуннӑмӗш веган кунӗ «Веган обществине» йӗркеленӗренпе 60 ҫул ҫитнӗ юбилейпа пӗр кун килнӗ.