Пӗтӗм тӗнчери вӑрӑмтуна кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери вӑрӑмтуна кунӗ (акăл. World Mosquito Day) — ҫулсерен ҫурлан 20-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан тӗнче шайӗнчи уяв. Ӑна 1897 ҫулта акӑлчан тухтӑрӗ Рональд Росс сэр анофелин вӑрӑмтуна амисем ҫынсем хушшинче маляри чирне ертнине тупса палӑртнӑ ятпа ирттереҫҫӗ[1].
Истори
Хинин япалине тупса палӑртни маляри чирӗпе кӗрешме пулӑшнӑ пулин те чире ертекен организма тупса палӑртиччен чир сарӑлассине тытса чармалли майсем сахал пулнӑ. Пӗр тӗпчев тӑрӑх, XIX ӗмӗрте тӗнчере пурӑнакан халӑхӑн ҫуррине яхӑн пайӗ умӗнче маляри чирӗ ерес хӑрушлӑх тухса тӑнӑ, унсӑр пуҫне чирлесе ӳкнисен хушшинче вилекенсен йышӗ те пысӑк пулнӑ — 10% ҫитнӗ[2]. Росс 1894 ҫултах Protesoma relictum (халӗ Plasmodium relictum ятлӑ) кайӑк малярийӗпе чирленӗ вӗҫен кайӑксенчи Culex-па (тен, C. fatigans) экспериментсем туса пӑхнӑ пулнӑ, пӗтӗмлетӳсем тунӑ тӑрӑх вӗсем вӑрӑмтуна пыршинче аталаннӑ, ҫавна май малярипе те ҫыхӑну пулма пултарать тесе шутланӑ[3]. Открытине тухтӑр Секундерабадпа юнашар вырнаҫнӑ Хайдарабад хулинчи Бегампет районӗнчи пӗчӗк лабораторире тунӑ. Паянхи кун лаборатори Рональд Росс сэр ячӗллӗ паразитологи институчӗ пек паллӑ, унта Росса тата унӑн маляри тӗпчевӗсене халалланӑ пӗчӗк музей пур[1]. Секундерабадра открыти тунӑ куна Росс ҫапла палӑртнӑ (1895 ҫулта тенӗ пулин те унӑн ҫырӑвӗсем тӑрӑх ку ӗҫ-пуҫ тӗрӗссипе 1897 ҫулта пулнӑ теме пулать)[4]:
1895 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ [sic] — эпӗ ӑна яланах Вӑрӑмтуна кунӗ тетӗп — ӑмӑр та салхуллӑ, шӑрӑх кун пулчӗ пулӗ тетӗп. Эпӗ ирхи 7 сехетре пульницӑна кайрӑм, хамӑн пациентсене тӗрӗслерӗм, официаллӑ ҫыру ҫӳретме тытӑнтӑм; анчах манӑн ҫынсем ҫунатлӑ чӑпӑр вӑрӑмтунасен хурчӗсене урӑх илсе килменнишӗн эпӗ питӗ хытӑ тарӑхрӑм, тата ытларах манӑн юлнӑ виҫӗ Anopheles-ран пӗри ҫӗрле вилнӗ те ҫӗрсе кайнӑ. Столовӑйра васкаса ирхи апатланнӑ хыҫҫӑн эпӗ вилене (Вӑрӑмтуна 36) касса пӑхас ӗҫ патне таврӑнтӑм, анчах ун ӑшӗнче ҫӗннине нимӗн те тупаймарӑм. Унтан эпӗ пӗчӗк Stegomyia тӗрӗслерӗм, ӑна ҫав кунах (16-мӗшӗнче) Хусейн Хана ҫитернӗччӗ — 87-мӗш вӑрӑмтуна — кунти тӗрӗслев те, паллах, нимӗн те памарӗ. 13:00 сехет тӗлнелле эпӗ 16-мӗшӗнче ҫитернӗ ушкӑнри ҫиччӗмӗш Anopheles-а (A. Stephensi) та — 38-мӗш вӑрӑмтунапа — тӗпчеве яма шутларӑм, анчах манӑн куҫсем вӑл вӑхӑт тӗлне ывӑннӑччӗ ӗнтӗ. Партирен тата пӗри кӑна юлнӑччӗ.
Уявлани
Лондонри гигиенӑпа тропик медицини шкулӗ кашни ҫулах вӑрӑмтунасен кунне палӑртать, ҫав шутра 1930-мӗш ҫулсенчех йӑлана кӗнӗ каҫхи уявсемпе куравсем ирттерет[5] .
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 How Ronald Ross linked the mosquito bite to malaria parasites, The Telegraph (20 August 2023). Тӗрӗсленӗ: 2023 ҫулхи ҫурлан 21-мӗшӗ.
- ^ (2002) «Evolutionary and Historical Aspects of the Burden of Malaria» (en). Clinical Microbiology Reviews 15 (4): 564–594. DOI:10.1128/CMR.15.4.564-594.2002. ISSN 0893-8512. PMID 12364370.
- ^ Cox, Francis EG (2010). «History of the discovery of the malaria parasites and their vectors» (en). Parasites & Vectors 3 (1): 5. DOI:10.1186/1756-3305-3-5. ISSN 1756-3305. PMID 20205846.
- ^ . — John Murray.
- ^ Health and Science - Abuzz over malaria on World Mosquito Day. AlertNet. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Пӗтӗм тӗнчери вӑрӑмтунасен кунӗ (акăлч.)
- Пӗтӗм тӗнчери вӑрӑмтуна кунӗн хыпарӗсем (акăлч.)
- Пӗтӗм тĕнчери вӑрӑмтуна кунӗ — 2017 (акăлч.)