Пӗтӗм тӗнчери демократи кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери демократи кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: исп. Día Internacional de la Democracia, китай 国际民主日, фр. la Journée internationale de la démocratie) — ПНО Тӗп Ассамблейи 2007 ҫулхи раштавӑн 13-мӗшӗнче демократисене аталантарас тата ҫирӗплетес енӗпе ӗҫлекен правительствӑсене пулӑшакан резолюципе (A/RES/62/7 № резолюци) килӗшӳллӗн пӗлтернӗ. 2008 ҫултан пуҫласа кашни ҫул авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери демократи кунне 1997 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Парламентрисем хушшинче Демократи пирки калакан пӗтӗмӗшле декларацие йышӑннӑ май йӗркеленӗ.

Резолюцире ПНО пайташӗсене, правительство ҫумӗнчи тата правительствӑсем йӗркелемен организацисене, уйрӑм ҫынсене общественноҫе информаципе тивӗҫтерес тӗллевпе ҫак куна паллӑ тума сӗнеҫҫӗ. Резолюци ПНО Тӗп секретарьне Пӗтӗм тӗнчери демократи кунне паллӑ тумашкӑн пулӑшу кӳме чӗнсе калать.

2009 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗнче ООН тӗп секретарӗ Пан Ги Мун хӑйӗн тухса каланӑ сӑмахӗнче ҫапла палӑртнӑ[1]:

Демократи хӑй тӗллӗн кӑна мар паха — вӑл социаллӑ пурнӑҫпа экономика прогресне хавхалантаракан, тӗнче шайӗнче тӑнӑҫлӑхпа хӑрушсӑрлӑха хӳтӗлекен тата тӗп правасемпе ирӗксене хисеплеме пулӑшакан хӑватлӑ фактор та.

Кунӑн ҫулсеренхи темисем

  • 2009 ҫул — «Демократи вӑл …»
  • 2010 ҫул — «Демократи тата пинҫулӑх аталанӑвӗн тӗллевӗсем»
  • 2011 ҫул — «Тӗнче тата демократи: сирӗн сасса илтмелле тӑвӑр»
  • 2012 ҫул — «Демократишӗн вӗрентни»
  • 2013 ҫул — «Демократи сассине ӳстерӗр»
  • 2014 ҫул — «Ҫамрӑксем демократие хутшӑнни»
  • 2015 ҫул — «Гражданла обществӑн анлӑшӗ»
  • 2016 ҫул — «2030 ҫулчченхи тапхӑрта ҫирӗп аталану валли хатӗрленӗ кун йӗрки»
  • 2017 ҫул — «Демократи тата хирӗҫӳсене пӑчлантарасси»
  • 2018 ҫул — «Демократи стресс вӑхӑтӗнче: улшӑнакан тӗнче валли решенисем»
  • 2019 ҫул — «Хутшӑнни»
  • 2020 ҫул — «COVID-19 пандеми вӑхӑтӗнче демократишӗн ӗҫлени»
  • 2021 ҫул — «Малашлӑхри йывӑрлӑхсем умӗнче демократи ҫирӗплӗхне ӳстерни»