Пӗтӗм тӗнчери диабетпа кӗрешмелли кун
Пӗтӗм тӗнчери диабетпа кӗрешмелли кун (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Diabetes Day, арап. اليوم العالمي لمرضى السكري,исп. Día Mundial de la Diabetes, китай 世界糖尿病日, фр. Journée mondiale du diabète) — ҫак кун пӗтӗм этемлӗхе ҫак чирпе чирлекенсен шучӗ ҫулран ҫул ӳссе пыни ҫинчен аса илтерет.
Пӗтӗм тӗнчери диабет кунне пӗрремӗш хут Пӗтӗм тӗнчери диабет федерацийӗ тата ВОЗ (Пӗтӗм тӗнчери сывлӑх сыхлав организацийӗ) 1991 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗнче диабетпа кӗрешес ӗҫе пӗтӗм тӗнчен шайӗнче координацилеме ирттернӗ. IDF тӑрмашса ӗҫленине пула Пӗтӗм тӗнчери диабет кунӗ пӗтӗм тӗнчери миллионшар ҫынна ярса илет, вӑл сахӑр диабечӗ пирки тата ӑна пула сиксе тухакан йывӑрлӑхӗсем ҫинчен халӑх пӗлӗвне ӳстерме тӗллев лартнӑ 145 ҫӗршыври диабет обществисене пӗрлештерет. Ҫулсерен диабетпа чирлӗ ҫынсене тӳрремӗнех пырса тивекен темӑна палӑртса IDF мӗнпур акцисене пӗр кунта тимлӗх уйӑрма тӑрӑшмасть, вӑл темитикӑпа ҫулталӑк тӑршшӗпе ӗҫлет.
Ҫулсерен чӳкӗн 14-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ — ҫак кун 1891 ҫулта инсулина уҫакансенчен пӗри шутланакан Фредерик Бантинг ҫуралнӑ, унӑн ӗҫӗ пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине пула ку датӑна суйланӑ та. 2007 ҫултан пуҫласа Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ хӳттипе палӑртаҫҫӗ. Уява палӑртма 2006 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗнчи A/RES/61/225 № ятарлӑ резолюцире ПНО Тӗп Ассамблейи йышӑннӑ.
Тӗп Ассамблейӑн резолюцийӗнче ПНО пайташӗсене сахӑр диабечӗпе кӗрешес тата диабетпа чирлӗ ҫынсене пӑхас енӗпе наци программисем хатӗрлеме сӗннӗ. Ҫак программӑсенче Пинҫуллӑх декларацире палӑртса хӑварнӑ аталану тӗллевӗсене шута илме ыйтнӑ.
Мероприяти пӗлтерӗшӗ
Халӑх сусӑрсен йышне лекнин тата вилнин сӑлтавӗсене илес пулсан сахӑр диабечӗ виҫӗ чи сарӑлнӑ чир (атеросклероз, шыҫӑ тата сахӑр диабечӗ) шутне кӗрет.
ВОЗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сахӑр диабечӗ пурнӑҫ тӑршшӗне чакарать тата вилӗме 2—3 хут ҫывхартать.
Ку йывӑрлӑх хальхи вӑхӑтра актуаллӑ пулни сахӑр диабечӗпе чирлени анлӑ сарӑлнипе сӑлтавланнӑ. Паянхи кун тӗлне пӗтӗм тӗнче шайӗнче 200 млн яхӑн тӗслӗхе шута илнӗ, анчах та чирлекенсен шучӗ чӑннипе 2 хута яхӑн пысӑкрах (эмелсемпе сипленме тивмен ҫӑмӑл формӑллӑ ҫынсене шута илмен). Ҫав вӑхӑтрах чирлекенсен шучӗ кашни ҫул мӗнпур ҫӗршывра 5…7% чухлӗ ӳсет, кашни 12…15 ҫул хушшинче чирлекенсен йышӗ икӗ хут ӳсет. Эппин, чирлисен шучӗ хӑвӑрт ӳссе пынине инфекцилле мар эпидеми теме пулать.
Сахӑр диабечӗ юнри глюкоза шайӗ чакмасӑр ӳссе пынипе ҫыхӑннӑ, кирек хӑш ӳсӗмре те сиксе тухма пултарать, ҫакӑ вара пурнӑҫ тӑршшӗпех тӑсӑлать. Чирпе чирлесси ашшӗ-амӑшӗнчен куҫма пултарасси уҫҫӑн палӑрса тӑрать, апла пулин те чир аталанма пуҫласси тӗрлӗ фактортан килет, вӗсен хушшинче мӑнтӑрланни тата гиподинами малти вырӑнта тӑраҫҫӗ. 1-мӗш йышши сахӑр диабетне (е инсулина пӑхӑнулли) тата 2-мӗш йышши сахӑр диабетне (е инсулина пӑханманни) уйӑраҫҫӗ. Чирлекенсен йышӗ ӳсни 2-мӗш йышши сахӑр диабечӗпе чирлекенсемпе ҫыхӑннӑ, унӑн тӳпи пур тӗслӗхсен 85% ытла йышӑнать.
1922 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче Бантингпа Бест пӗрремӗш хут инсулин инъекцине сахӑр диабечӗпе аптӑракан Леонард Томпсон ҫамрӑк тунӑ, ҫапла май инсулинлӑ терапийӗн тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Инсулина уҫни XX ӗмӗрти медицинӑн пысӑк ҫитӗнӗвӗ пулнӑ, 1923 ҫулта вӑл ҫакӑншӑн Нобель премине тивӗҫнӗ.
1989 ҫулхи юпа уйӑхӗнче сахӑр диабечӗпе чирлекен ҫынсене лайӑхрах пулӑшас енӗпе Сент-Винсент декларацине йышӑннӑ, Европӑра ӑна пурнӑҫа кӗртмелли программӑна хатӗрленӗ. Ҫакӑн евӗр программӑсем чылай ҫӗршывра пур.
Пациентсен пурнӑҫӗ вӑрӑмланнӑ, вӗсем сахӑр диабетне пула вилме пӑрахнӑ. Юлашки вунӑҫуллӑхсенче диабетологинче тунӑ ҫитӗнӳсем диабета пула тухса таракан ҫивӗч ыйтусене татса парасси ҫине оптимистла пӑхма май параҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери кун темисем
Ӳкерчĕк:Всемирый день борьбы с диабетом 2007.jpg
2007 ҫулхи плакат
- 1991 ҫ. — «Диабет кӑтарса тӑратакан ыйту тӗнче шайне тухать»
- 1992 ҫ. — «Диабет: пур ӳсӗмри ҫынсен, мӗнпур патшалӑхсен йывӑрлӑхӗ»
- 1993 ҫ. — «Диабетпа пӗрле ҫитӗнсе пыни»
- 1994 ҫ. — «Диабет тата ватӑласси»
- 1995 ҫ. — «Пӗлӳ ҫуккин хакӗ»
- 1996 ҫ. — «Пурнӑҫа ҫӑлакан инсулин»
- 1997 ҫ. — «Тӗнче шайӗнче ӑнланса илни — лайӑх пурнӑҫӑн уҫҫи»
- 1998 ҫ. — «Диабет тата ҫын прависем»
- 1999 ҫ. — «Диабет хакӗ» (Диабет тӑкакӗсем)
- 2000 ҫ. — «Диабет тата ҫӗнӗ пинҫуллӑхри пурнӑҫ пахалӑхӗ»
- 2001 ҫ. — «Ҫӑмӑллатни: диабет тата чӗрепе юн тымарӗн чирӗсем»
- 2002 ҫ. — «Сирӗн куҫӑрсем тата диабет: хӑрушлӑх пирки ан манӑр»
- 2003 ҫ. — «Диабета пула пӳрене ҫухатма пулать. Халех ӗҫлӗр!»
- 2004 ҫ. — «Мӑнтӑрланнине кӗрешни диабетран сыхлать»
- 2005 ҫ. — «Малтан ура тупанне тимлӗх уйӑрӑр — ку ампутацирен сыхлать» (Диабет тата ура тупанне пӑхасси)[1]
- 2006 ҫ. — «Диабет: пулӑшу — кашнине!» (Халӑхӑн сусӑр тата чухӑн сийӗсен диабечӗ)[1]
- 2007–2008 ҫҫ. — «Ачасемпе ҫул ҫитмен ачасен сахӑр диабечӗ»[1]
- 2009 ҫ. — «Диабет, пӗлӳ пухни тата профилактика»[1]
- 2010 ҫ. — «Диабетпа кӗрешнине алла илер. Халех» (Let ’ s take control of diabetes. Now.)[2]
- 2011 ҫ. — «Диабет ҫине витӗм кӳрер. Халех» (Act on Diabetes. Now.)[3]
- 2012 ҫ. — «Диабет: хамӑр пуласлӑха сыхлар» (Diabetes: protect our future)[4]
- 2013 ҫ. — «Хамӑр пуласлӑхшӑн диабета пӗтерер» (Prevent diabetes to protect our future)[5]
- 2014 ҫ. — «Куна сывлӑхлӑ ирхи апатран пуҫлар» (Starting the day with a healthy breakfast)[6]
- 2015 ҫ. — «Сывлӑхлӑ апат ҫиессине норма туса хурар, вӑл привилеги ан пултӑр» (Let’s make healthy eating a right, not a privilege)[7]
- 2016 ҫ. — «Диабет чухнехи куҫсем» (Eyes on Diabetes)[8].
- 2017 ҫ. — «Хӗрарӑмсем тата диабет» (Women and diabetes)[9]
- 2018–2019 ҫҫ. — «Ҫемье тата диабет» (The Family and Diabetes)[10]
- 2020 ҫ. — «Медаппа тата диабет» (The Nurse and Diabetes)[11]
- 2021 ҫ. — «Диабета сиплеме май туса пар — халех мар пулсан, хӑҫан?» (Access to Diabetes Care – If Not Now, When?)[12]
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 Всемирный день борьбы с диабетом
- ^ Savitha C Muppala. World Diabetes Day 2010 - “Let’s Take Control of Diabetes Now” (англ.). Medindia (12 чӳкӗн 2010). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ G. Cornwell & S. Robin. Going Blue for World Diabetes Day 2011 (англ.). Региональный информационный центр ООН в Брюсселе (10 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ World Diabetes Day 2012 (англ.). Pakistan Nutrition and Dietetic Society (PNDS) (14 чӳкӗн 2012). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ Prevent diabetes to protect our future: World Diabetes Day 2013 (англ.). ВОЗ (14 чӳкӗн 2013). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ World Diabetes Day 2014 (англ.). ВОЗ (14 чӳкӗн 2014). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 21-мӗшӗ.
- ^ Let’s make healthy eating a right, not a privilege (англ.). Международная федерация диабета (14 чӳкӗн 2015). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
- ^ World Diabetes Day 2016 (англ.). ВОЗ (14 чӳкӗн 2016). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2019 ҫулхи акан 7-мӗшӗ.
- ^ World Diabetes Day 2017 (англ.). ВОЗ (14 чӳкӗн 2017). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 18-мӗшӗ.
- ^ World Diabetes Day 2018-19 (англ.). Международная федерация диабета (13 чӳкӗн 2018). Пӑхнӑ кун: 2019 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
- ^ Nurses and Diabetes (англ.). IDF (2020). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 14-мӗшӗ.
- ^ Commemorating World Diabetes Day 2021. Access to diabetes care: if not now, when? (англ.). ВОЗ (14 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ.