Пӗтӗм тӗнчери канихвет кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери канихвет кунӗкондитер производствине аталантарма тата канихвет историне халӑх патне ҫитерме палӑртакан общество пуҫарӑвӗ[1]. Ӑна юпан 18-мӗшӗнче ирттереҫҫӗ[2]. Ҫулсерен палӑртаҫҫӗ.

Пӗтӗм тӗнчери канихвет кунӗ пирки Интернетӑн вырӑсла сегментӗнче кӑна пӗлеҫҫӗ.

Историйӗ

Уява пуҫарса яраканӗ Пӗтӗм тӗнчери канфет ассоциацийӗ пулнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ 2009 ҫулта пуҫланнӑ[3].

Ассоциаци тутлӑ та пылак апат-ҫимӗҫ туса кӑларакан индустри ҫинчен кӑна мар каласа парасшӑн пулнӑ, унӑн йывӑрлӑхӗсем ҫинчен те ҫынсене пӗлтерме кӑмӑл ҫуралнӑ.

Пӗр верси тӑрӑх ҫак куна Америкӑри Sweetest Day (Чи пылак кун) ҫыхӑнтараҫҫӗ, ӑна юпа уйӑхӗн тӗрлӗ кунӗсенче палӑртаҫҫӗ. АПШри уява пылак ҫимӗҫ туса кӑларакансем ыр кӑмӑллӑх акцисем валли шутласа кӑларнӑ — ҫак кун вӗсем хӑйсен продукцине тӑлӑхсене, чухӑнсене, ваттисен ҫурчӗсене парнелеҫҫӗ[4].

АПШпа Аслӑ Британире ҫавӑн пекех чӳкӗн 4-мӗшӗнче Наци канфет кунне (акăл. National Candy Day) паллӑ тӑваҫҫӗ[5].

Мероприятисем

Ҫак кун ытларах чухне планетӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче фестивальсем, флешмобсем, карнавалсем, тематикӑллӑ куравсем, юратнӑ ҫимӗҫе халалланӑ ӑсталӑх урокӗсем ирттереҫҫӗ. Канихвет пуххисем парнелеҫҫӗ.

Раҫҫейре

Уява Раҫҫейӗн тӗрлӗ тӑрӑхӗсенче паллӑ тӑваҫҫӗ. Шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗсенче «канфет уявӗ» вӑйӑ программисем ирттереҫҫӗ[6][7].

Мероприятисенче ачасем юратнӑ апатӑн историйӗпе паллашнисӗр пуҫне нумай ҫӗннине, кӑсӑклине пӗлнӗ, унсӑр пуҫне «Канихвете чӗрке», «Канихвет йӑтакан» кӑсӑклӑ вӑйӑсене те хутшӑннӑ.

Уяв вӑййисен шутне фантиксен тӗсӗпе канихветсене уйӑрасси, прищепкӑпа е кашӑкпа усӑ курса канихвете тепӗр ачана пани, канфетсене пластилинран ӑсталани кӗреҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 18 октября - Всемирный день конфет. 35медиа (18 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 0123 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  2. ^ Ирина Макеева. Всемирный день конфет празднуется 18 октября. Парламентская газета (18 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  3. ^ Екатерина Иванова. 18 октября сладкоежки отмечают самый вкусный праздник – Всемирный день конфет. Сетевое издание «Учительская газета» (18 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  4. ^ Всемирный день конфет, День женского счастья, День Харитины: Праздники и приметы 18 октября (18 юпан 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  5. ^ NATIONAL CANDY DAY - November 4. National Day (12 ҫӗртмен 2014). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  6. ^ Наталья Зайцева. В Большой Екатериновке в День конфет устроили праздник малышне (18 юпан 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.
  7. ^ Всемирный день конфет отметили в Биробиджане. РИА Биробиджан (23 юпан 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 18-мӗшӗ.