Пӗтӗм тӗнчери караванщик кунӗ
| Пӗтӗм тӗнчери караванщик кунӗ | |
|---|---|
| | |
| Тӗсӗ | Тӗнче шайӗнчи |
| Официаллӑ | International Day of Caravan |
| Урӑхла |
Пӗтӗм тӗнчери караванҫӑ кунӗ Караванщик кунӗ |
| Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
| Кун | авӑн, 24 |
| Ҫыхӑннӑ | тиев турттарни |
Пӗтӗм тӗнчери караванщик кунӗ (акăл. International Day of Caravan[1]) — караван ертсе пыракансен тата транспорт колоннисемпе карапсен караванӗсен, дальнобойщиксен, суту-илӳ карапӗсен командисен, эскорт карапӗсен экипажӗсен йышне кӗрекен ҫынсен официаллӑ мар професси уявӗ, ҫулсерен ӑна авӑнӑн 24-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[2][3].
Уяв епле йӗркеленнӗ
Пӗр версипе уява Адам Уильямс ҫуралнӑ кунӗпе (ҫут тӗнчене вӑл 1564 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗнче килнӗ) ҫыхӑнтарнӑ. Уильямс, ҫавӑн пекех вӑл Андзин Миура яппун ячӗпе паллӑ, европеецсенчен чи малтан Японие ҫитсе курнӑ, унта пурӑнма юлнӑ, самурай статусне илнӗ, Японин тинӗс ҫыхӑнӑвӗсене тулашри тӗнчепе аталантарнӑ, суту-илӳ тинӗс экспедицийӗсене хӑй ертсе пынӑ[4]. Тепӗр версипе, авӑнӑн 24-мӗшӗ — Хиджра вӗҫленнӗ кун, Мухаммед пророк ертсе пынипе мӑсӑльман общини Меккӑран Мединӑна куҫса пӗтнӗ кун[5], ҫак кун мӑсӑльман уйӑх календарӗн пуҫламӑшӗ шутланать[6]. Пӗтӗм тӗнчери караванщик кунне 1995 ҫултанпа Пӗтӗм тӗнчери транспортпа тиев операцийӗсене рационализацилес енӗпе ӗҫлекен ассоциаци (ICHCA) пуҫарнипе паллӑ тӑваҫҫӗ[1].
Уяв анлӑшӗ
Пӗтӗм тӗнчери караванщик кунне нумай ҫӗршывра, ҫав шутра Раҫҫейре, Украинӑра тата Беларуҫра паллӑ тӑваҫҫӗ[2], анчах ҫакна палӑртмалла: ҫак уява паллӑ тӑвакан професси ҫыннисем хӑйсен ӗҫне тӳрремӗн пурнӑҫланӑ май ҫак ҫӗршыв лаптӑкӗсенчен самай инҫетре пулма пултараҫҫӗ. Ахӑртнех, чи малтанах уяв пирки шӳт евӗр пӗлтернӗ, ара, каравансем халӑх ӑнлавӗнче чӗрчунсем ҫине ҫӑк тиенӗ ҫынсен ушкӑнӗ пек паллӑ, ҫакӑ хальхи йышши тавар турттарассипе япӑх ҫыхӑннӑ. Анчах та каярахпа уяв автомобильпе тинӗс транспортӗнчи ҫавнашкал мелсем ҫине те — инҫе турттаракан водительсемпе суту-илӳ карапӗн экипажӗсем ҫине — сарӑлнӑ. Паянхи кун ҫак уява хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗ тиевсемпе ҫынсене турттарассипе ҫыхӑннӑ ҫынсем пурте палӑртаҫҫӗ[2].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2 Международный день караванщика — 24 сентября. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников. Calend.ru.
- ^ 1, 2, 3 Международный день караванщика — Праздники России. www.rusevents.ru.
- ^ 24 сентября: Этот день в истории бизнеса | Forbes.ru. Forbes.ru. Архивланӑ 2012 ҫулхи авӑнӑн 26-мӗшӗ.
- ^ Письма с острова Зипангу: штурман Уильям Адамс о себе и о японцах. DrevLit.Ru - библиотека древних рукописей. www.drevlit.ru.
- ^ Али-заде А. А. Исламский энциклопедический словарь. — Ансар, 2007. — С. 822—830. — 920 с. — ISBN 5984430258, 9785984430258.
- ^ Исламский энциклопедический словарь/Хиджра — Викитека. ru.wikisource.org.