Пӗтӗм тӗнчери компьютерщик кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери компьютерщик кунӗIT сферӑри технологисемпе тата цифра инновацийӗсене аталантарассипе ҫыхӑннӑ специалистсен официаллӑ мар професси уявӗ. Уяв АПШра пӗрремӗш ENIAC электронлӑ компьютера туса кӑларнипе ҫыхӑннӑ, хальхи машинӑсем вӑл усӑ курнӑ иккӗллӗ шутлав системипе ӗҫлеҫҫӗ.

Раҫҫейре тата тӗнчере нарӑсӑн 14-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.

Историйӗ

1946 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче АПШ-ра халӑха ENIAC I кӑтартнӑ, вӑл практикӑра усӑ курмалли чӑн задачӑсене пурнӑҫлакан пӗрремӗш электронлӑ компьютер пулнӑ. Унпа усӑ курса тӗрӗс хурав ыйтакан ҫарти расчётсен баллистика таблицисене шутласа кӑларас ӗҫе пурнӑҫланӑ. Сӑмахран, унпа ҫанталӑка прогнозне хатӗрлеме усӑ курнӑ, ҫакӑ авиацишӗн питӗ кирлӗ пулнӑ. ENIAC-ӑн оперативлӑ астӑвӑмӗ 4 ГБ танлашнӑ, унӑн хальхи йышши компьютерсенни пек монитор та, клавиатура та пулман, ун вырӑнне вӑл питӗ калӑпӑшлӑ пулнӑ — пӗтӗмпе 135 м² яхӑн лаптӑк йышӑннӑ, 27 тонна тайнӑ[1]. ENIAC I 1955 ҫулхи юпан 2-мӗшӗччен ӗҫленӗ, кайран ӑна сӳтсе пӑрахнӑ.

Уявлани

Компьютерщик кунне компьютер инженерӗсем, программистсем, разработчиксем, система администраторӗсем тата текст ҫыракансем, веб-дизайнерсемпе профильлӗ вӗренӳ заведенийӗсен преподавателӗсем паллӑ тӑваҫҫӗ[2].

Раҫҫейре ҫавӑн пекех тепӗр уява, Программист кунне, палӑртаҫҫӗ. 256 хисеп программӑламалли тӗнчере уйрӑмах пӗлтерӗшлӗ пулнӑран (вӑл иккӗн степенӗ, тата пӗр байтӑн чи пысӑк виҫи шутланать) ӑна ҫулталӑкӑн 256-мӗш кунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫулталӑкра миҫе кун пулнине кура ӑна авӑнӑн 12-мӗшӗнче е 13-мӗшӗнче уявлаҫҫӗ[3].

Утӑ уйӑхӗн юлашки эрнекунӗнче тӗнче шайӗнче система администраторӗн кунне те паллӑ тӑваҫҫӗ. Уява пуҫарса яраканӗ Чикагӑри сисадмин Тед Кекатос пулнӑ. Пӗрремӗш хут ӑна 2000 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28-мӗшӗнче паллӑ тунӑ. Ҫав ҫулах Рим паппи II Иоанн Павел Севилинчи Таса Исидора компьютерсемпе тата интернетпа усӑ куракансен хӳтӗлевҫи тесе пӗлтернӗ[4].

Унсӑр пуҫне Пӗтӗм тӗнчери электроҫыхӑнупа информаци пӗрлӗхӗн кунӗ те пур[5].

Ҫирӗпленнӗ йӑласем

Профильлӗ компанисенче тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ: лекцисем, семинарсем, куравсем. Уявланӑ май тата корпоративлӑ каҫ ирттернӗ чухне профессире чи палӑрнӑ ҫынсене дипломсемпе тата премисемпе чыслаҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ 14 февраля — Всемирный день компьютерщика: о празднике и его традициях (2024-02-13). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  2. ^ Когда Всемирный день компьютерщика 2022 и как его отмечают (2022-02-14). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  3. ^ Кравченко, Анастасия. День компьютерщика в 2025 году: влюбленные в технологии (2025-01-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  4. ^ Александра Киселёва. Производственный календарь айтишника — 2025: праздники компьютерщиков, программистов и других IT-специалистов (2024-12-26). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.
  5. ^ День компьютерщика 2025: какого числа, история и традиции всемирного праздника. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 3-мӗшӗ.