Программист кунӗ

Программист кунӗ — ҫулталӑкӑн 256-мӗш кунӗнче паллӑ тӑвакан РФ професси уявӗ. 256 (28) хисепе сакӑр разрядлӑ байтпа усӑ курса унпа палӑртма май пур тӗрлӗ пӗлтерӗш шутне кӑтартма май пуртан суйланӑ. Ҫавӑн пекех ҫакӑ ҫулталӑкри кун шутӗнчен (365 е 366) пысӑк мар 2 хисепӗн чи пысӑк степенӗ.

Йӗкӗр мар ҫулта асӑннӑ уяв авӑнӑн 13-мӗшне, йӗкӗр ҫулта — авӑнӑн 12-мӗшне лекет.

Пӗрремӗш хут «Программист кунне» уявлас шухӑша «Компьютерра» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Мендрелюк 1996 ҫулхи утӑн 15-мӗшӗнче халӑха пӗлтернӗ пулнӑ. Программист кунӗ валли авӑн уйӑхӗн пӗрремӗш эрнекунне суйлама сӗннӗ, ӑна «Таса эрнекун» ятпа палӑртасшӑн пулнӑ[1]. 2002 ҫулта «Параллельные технологи» веб-студире ӗҫлекен Валентин Балтпа Михаил Червяков РФ правительствинчен ҫулталӑкӑн 256-мӗш кунне официаллӑ майпа программистсен уявӗ тесе йышӑнма алӑ пуснисене пухассине йӗркеленӗ[2].

2009 ҫулхи утӑн 24-мӗшӗнче РФ Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви Раҫҫей президенчӗн «Программист кунӗ ҫинчен» Хушӑвӗн проектне хатӗрленӗ, ӑна РФ правительствине пӑхса тухма кӗртнӗ[3][4].

2009 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Дмитрий Медведев Раҫҫей Федерацийӗн Ҫыхӑну тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хатӗрленӗ 1034 № Хушӑва алӑ пуснӑ[5], ҫапла май Раҫҫейре ҫӗнӗ официаллӑ уяв — «Программист кунӗ» — хушӑннӑ[6][7].

Ытти кунсем

  • Чӳк, 30 — Пӗтӗм тӗнчери информацие хӳтӗлемелли кун, 1988 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Шӑпах ҫак ҫул Моррис хурчӗн пӗрремӗш массӑллӑ эпидемийӗ иртнӗ, хурта ӑна ӑсталакан ятне панӑ.
  • Раштав, 10 — 1815 ҫулхи раштавӑн 10-мӗшӗнче пӗрремӗш программистка, Ада Августа Байрон Кинг Лавлейс графини ҫуралнӑ куна халалланӑ. Ада Бэббидж аналитика машини валли историре пӗрремӗш компьютер программине ҫырнӑ, чи малтан «ӗҫ ячейкисем», «цикл» тата ытти терминсене кӗртнӗ. Вӑл малтанах каласа хунӑ тӑрӑх компьютерсемпе шутлавсем кӑна мар ирттерӗҫ, вӗсемпе усӑ курса графикӑпа тата сасӑпа ӗҫлеме пултарӗҫ, вӑл хальхи нумай функциллӗ машинӑсене — компьютерсене шутласа кӑларасса пӗлтернӗ. Унӑн ячӗпе программӑламалли паллӑ чӗлхесенчен пӗрин ятне — Ада ятлине — панӑ.
  • Ака, 22 — Раҫҫейре 2204 специальноҫӗн (каярах 220400) кивелнӗ кодировкӑна халалласа (шутлав техникипе автоматизациленӗ системӑсене программӑпа тивӗҫтересси) йӗркеленӗ[8]. Ҫӗнӗ классификаципе Раҫҫейре «ПО ВТ тата АСТ» специальноҫӗн кочӗ 230105.65 — ҫапла май кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче «Программист кунне» уявлама май пур.
  • 1946 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗ — вӑрҫӑ вӗҫленсен халӑха тата журналистсене ЭНИАК-па паллаштарнӑ.
  • Палӑртма май пур кун (уйрӑмах web-программистсемшӗн) — ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ (404-мӗш йӑнӑш). Ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче мӗнпур католиксен тӗнчи компьютерсемпе Интернетпа усӑ куракансене хӳтӗлекен Сӑваплӑ Севильяри Исидор кунне паллӑ тӑвать.
  • Сисадмин кунӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ День программиста настанет? Компьютерра (27 ҫӑвӑн 2009). Пӑхнӑ кун: 2020 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  2. ^ «Праздник 256-го дня» , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ. CNews
  3. ^ «У программистов может появиться свой официальный праздник» , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнчи копийӗ Минкомсвязи
  4. ^ «Российские программисты получат профессиональный праздник». Коммерсантъ
  5. ^ Указ Президента РФ от 11.09.2009 № 1034 «О Дне программиста». Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи авӑнӑн 15-мӗшӗ.
  6. ^ «Президент России подписал указ об утверждении Дня программиста» , Wayback Machine çинчи 2020 ҫулхи раштавӑн 6-мӗшӗнчи копийӗ Минкомсвязи
  7. ^ «Медведев утвердил 13 сентября Днем программиста» , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗнчи копийӗ. CNews
  8. ^ «Был бы программист, а праздник найдётся» , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи авӑнӑн 13-мӗшӗнчи копийӗ. РИА Новости

Ҫавӑн пекех пӑхӑр