Пӗтӗм тӗнчери куҫару кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери куҫару кунӗ (Journée mondiale de la traduction, акăл. International Translation Day) — калаҫӑва тата ҫырнине куҫаракансен професси уявӗ. Авӑнӑн 30-мӗшӗнче (419 е 420 ҫулта Стридонти Сӑваплӑ Иероним вилнӗ кун, вӑл Библие латинла куҫарнӑ (ҫакӑн хыҫҫӑн «Вульгата» ятлӑ куҫару хатӗрленнӗ), ҫавна пула вӑл тӑлмачсен сӑваплӑ хӳтӗлевҫи шутланать) палӑртаҫҫӗ. Уява Пӗтӗм тӗнчери куҫаруҫӑсен федерацийӗ (FIT) 1991 ҫулта официаллӑ йӗркепе йӗркеленӗ. Ҫак уява ирттересси ҫулсеренех ӳссе пырать.
2017 ҫулта ПНО Тӗп ассамблейин 71-мӗш сессийӗнче пӗр саслӑн пулса A/RES/71/288 № резолюцие йышӑннӑ[1], ҫак хутра профессиллӗ куҫарӑвӗн халӑхсене пӗрлештерес ӗҫре, тӑнӑҫлӑха аталантарма, ӑнланупа аталану ҫулне уҫма пулӑшас енӗпе пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртнӑ, авӑнӑн 30-мӗшӗнче вара ПНО шайӗнче палӑртакан Пӗтӗм тӗнчери куҫару кунне ирттерме йышӑннӑ[2].
Уяв девизӗсем
- 2004 — «Куҫару — тӗрлӗ чӗлхелӗхпе культурӑн нумай енлӗхӗн никӗсӗ» (МФП)
«Тӑлмачсем пӗрмаях халӑхпа хутшӑнас ӗҫе кӳленнӗ. Идейӑсемпе ӗҫсем валли ҫул кӑтартакан тулаш вӑй пулнӑран вӗсене пула эпир пурӑнакан тӗнче йӗркеленсе пырать. Ҫапла вара куҫару нумай чӗлхеллӗ хутшӑнӑва йӗркелекен фактор пулса тӑрать, ҫав вӑхӑтрах халӑха валли уҫҫӑн калаҫу йӗркелеме май туса парать, демократие аталанма пулӑшать» (FIT 2004 ҫулта кӑлартнӑ пресс-релизран).
- 2005 — «Тӑлмачсен професси тӗлӗшпе тата халӑх умӗнчи яваплӑхӗ» (МФП).
- 2006 — «Чӗлхе нумай — професси пӗрре».
- 2007 — «Хыпарҫӑна ан перӗр»
- 2008 — «Терминологи: сӑмахсен пӗлтерӗшӗ пур»
- 2009 — «Пӗрле ӗҫлетпӗр»
- 2010 — девиза Раҫҫей тӑлмачӗсен пӗрлӗхӗ сӗннӗ: «Нумай сасӑллӑ тӗнчери пахалӑх стандарчӗ» (акăл. Quality Standard for a Variety of Voices)[3].
- 2011 — «Культурӑсем хушшинче кӗпер хывасси» (акăл. Bridging Cultures)[4].
- 2012 — «Культурӑсене ҫыхӑнтаракан куҫару»[5].
- 2013 — «Пӗрлешнӗ тӗнче — чӗлхе йывӑрлӑхӗн тулашӗнче» (акăл. Beyond Linguistic Barriers — A United World)[6].
- 2014 — «Чӗлхе прави: мӗнпур этем прависен никӗсӗ» (акăл. Language Rights: Essential to All Human Rights)[7].
- 2015 — «Калаҫупа ҫыру куҫарӑвӗ улшӑнни» (акăл. The changing face of translation and interpretation)[8].
- 2016 — «Калаҫупа ҫуру куҫарӑвӗ: тӗнчесене ҫыхӑнтарни» (акăл. Translation and Interpreting: Connecting Worlds)[9].
- 2017 — «Куҫару тата тӗрлӗ енлӗх» (акăл. Translation and Diversity).
- 2018 — «Куҫару: улшӑну саманинче культура еткерлӗхне аталанма пулӑшни» (акăл. Translation: promoting cultural heritage in changing times)[2].
- 2019 — «Пӗтӗм тӗнчери кӑк халӑхсен ҫулталӑкӗнчи куҫару тата кӑк халӑхсен чӗлхисем» (акăл. Translation and Indigenous Languages during International Year of Indigenous Languages).
- 2020 — «Йывӑрлӑх вӑхӑтӗнче килӗшӳ валли сӑмах тупасси» (акăл. Finding the words for a world in crisis).
- 2021 — «Куҫару паракан пӗршухӑшлӑх» (акăл. United in translation).
Ӑнлантарусем
- ^ Резолюция ГА ООН № A/RES/71/288. Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 14-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 2018 International Translation Day | FIT. www.fit-ift.org. Пӑхнӑ кун: 2018 ҫулхи акан 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи ҫӑвӑн 15-мӗшӗ.
- ^ Стамбулта иртнӗ FIT канашӗн ларӑвӗ. , Wayback Machine çинчи 2015 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчи копийӗ (2010 çулхи акан 27-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Рябцева, Екатерина день переводчика Международный день переводчика. Энциклопедия перевода. Город Переводчиков (29 авӑнӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи нарӑсӑн 13-мӗшӗ.
- ^ Международный день переводчика. , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗнчи копийӗ РИА новости, 30 сентября 2012.
- ^ Международный день переводчика. ria.ru (29 авӑнӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Международный день переводчика. OTTIAQ. Пӑхнӑ кун: 2014 ҫулхи авӑнӑн 30-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи юпан 6-мӗшӗ.
- ^ International Translation Day 2015. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
- ^ International Translation Day 2016 | FIT. www.fit-ift.org. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 2-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Петербургские переводчики сегодня шествовали по улицам города (2009 çулхи авӑнӑн 30-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.) (выр.)
- В Санкт-Петербурге прошло шествие в честь празднования Всемирного Дня переводчика (2009 çулхи авӑнӑн 30-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.) (выр.)
- В Москве состоялась пресс-конференция «Международный день переводчика 2009» (2009 çулхи юпан 1-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.) (выр.)
- МФП пресс-релизӗ(акăлч.)(фр.)