Пӗтӗм тӗнчери нейтралитет кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери нейтралитет кунӗ (акăл. International Day of Neutrality) — тӗнчере шайӗнче ҫулсерен раштавӑн 12-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. ПНО Тӗп Ассамблейи ку куна 2017 ҫулта палӑртнӑ — ҫак кун 1995 ҫулта Туркменистан пӗр-пӗр ене йышӑнманни ҫинчен пӗлтернӗ[1].

Историйӗ

Ҫак куна йышӑнас пуҫару 2015 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Ашхабадра иртнӗ Туркменистан нейтралитечӗ 20 ҫул тултарнине халалланӑ тӗнче шайӗнчи конференцире ҫуралнӑ. Конференцире Ашхабадри пӗтӗмлетӳ документне йышӑннӑ пулнӑ, ҫак хутра ПНО йышне кӗрекен патшалӑхсем нейтралитет политикине йышӑнни тӗнчери тӑнӑҫлӑха тата ҫав тӑрӑхсенчи хӑрушсӑрлӑха ҫирӗплетме пулӑшнине, ҫавӑн пекех ҫӗршывсем хушшинчи мирлӗ, туслӑ тата пӗр-пӗринчен тупӑшлӑ хутшӑнусене аталантарас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ[2].

Ҫапла май 2017 ҫулхи нарӑсӑн 2-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи раштавӑн 12-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери нейтралитет кунӗ тесе пӗлтерекен резолюцие ырланӑ. Ҫак куна шӑпах 1995 ҫулта ПНО Тӗп Ассамблейи Туркменистан яланах нейтралитет тытни пирки (кун пирки ҫак ҫӗршыв хӑй ыйтнӑ) пӗлтерекен резолюцие йышӑннине пула суйласа илнӗ[3].

Нейтралитет

Нейтралитет патшалӑхӑн юридици тӗлӗшӗнчен ятарлӑ статусӗ шутланать, ун чухне вӑл тӗнчери вӑрҫӑ хирӗҫӗвӗсене хутшӑнтарма пултаракан активлӑ ӗҫсене тӑвассинчен пӑрӑнса тӑрать. Хальхи право шайӗнче нейтралитетӑн виҫӗ тӗсне уйӑраҫҫӗ: хӗҫпӑшал енчен нейтралитет, хӗҫпӑшаллӑ хирӗҫӳ вӑхӑтӗнчи нейтралитет тата яланхи нейтралитет[4].

Хӗҫпӑшал енчен нейтралитетлӑ статус чухне нейтраллӑ патшалӑх е нейтраллӑ патшалӑхсен ушкӑнӗ хӑйӗн хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсемпе хӑйӗн тинӗсри суту-илӗвне хӳтӗлемешкӗн усӑ курма пултарать. Хӗҫпӑшаллӑ нейтралитет принципне пӗрремӗш хут Раҫҫей империйӗ Ҫурҫӗр Америкӑри Аслӑ Британи колонийӗсем пӑхӑнманлӑхшӑн кӗрешнӗ чухне пӗлтернӗ. 1780 ҫулта Раҫҫей хӗҫпӑшал енчен нейтралитетлӑ пулни пирки Деклараци кӑларнӑ, унта вӑл ҫак вӑрҫӑра хӑйӗн сутӑ-илӳ ӗҫне Британи флочӗ ирӗксӗрлесрен хӳтӗлесси пирки пӗлтернӗ.

Хӗҫпӑшаллӑ хирӗҫӳ вӑхӑтӗнчи нейтралитет — патшалӑхӑн юридици тӗлӗшӗнчен ятарлӑ статусӗ шутланать, унпа килӗшӳллӗн вӑл вӑрҫа хутшӑнмасть, ҫапӑҫакансене те тӳрремӗн пулӑшмасть.

Типҫӗр ҫинчи вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче нейтраллӑ патшалӑхсен тата уйрӑм сӑпатсен прависемпе тивӗҫӗсем ҫинчен калакан конвенци (1907) нейтраллӑ патшалӑхсен территорине тӗкӗнме юраман ятарлӑ статуспа тивӗҫтерет. Ҫак конвенципе килӗшӳллӗн, ҫапӑҫакан енсене нейтраллӑ патшалӑх территорийӗпе ҫар е апат-ҫимӗҫ хӑйсен ҫарӗсене е конвойӗсене ирттерме чараҫҫӗ. Ҫавӑн пекех нейтраллӑ патшалӑх территорийӗнче вӗсем пралуксӑр телеграф станцийӗсене е урӑх тӗрлӗ ҫыхӑну хатӗрӗсене вырнаҫтарма, ҫар сооруженийӗсемпе усӑ курма тата унӑн лаптӑкӗ ҫинче ҫар отрячӗсем валли ҫынсене йыхравлама пултараймаҫҫӗ[5].

Тинӗс вӑрҫи вӑхӑтӗнче нейтраллӑ ҫӗршывсен прависемпе тивӗҫӗсем ҫинчен калакан конвенци (1907) хирӗҫекен енсенчен нейтралитетлӑ патшалӑхсен нейтралитетне хисеплеме, вӗсен территорийӗнче е вӗсен шыв лаптӑкӗсенче ҫак нейтралитета пӑсакан кирек мӗнле ӗҫрен те тытӑнса тӑма хушать. Ҫак конвенци ыйтнӑ тӑрӑх ҫапӑҫакан патшалӑхсен ҫар карапӗсене хирӗҫтерсе яма пултаракан ӗҫсене, ҫав шутра гражданла карапсене ярса илессине е пӗр-пӗр тӗрӗслев ирттерессине, тума чарать. Ҫапӑҫакансене ҫавӑн пекех хӑйсен тӑшманӗсене хирӗҫ тинӗсре ҫапӑҫмашкӑн базӑсем йӗркелеме нейтраллӑ портсемпе тата шывсемпе усӑ курма чараҫҫӗ. Нейтраллӑ патшалӑх хӑйӗн ҫӗрӗ тӑрӑх ҫапӑҫакан ҫарсен шутне кӗрекен аманнисемпе чирлисене турттарма ирӗк пама пултарать, анчах вӗсене турттаракан пуйӑссенче ҫар ҫыннисем е ҫар хатӗрӗсем пулмалла мар. Кун пек чухне нейтраллӑ патшалӑхӑн тӗрӗслев енчен тата вӑл е ку ӗҫе тӑвасран тивӗҫлӗ мерӑсем йышӑнмалла[6].

Яланхи нейтралитет — патшалӑхӑн тӗнче шайӗнчи право статусӗ, унпа килӗшӳллӗн вӑл хирӗҫекен пӗр-пӗр патшалӑх майлӑ вӑрҫа хутшӑнманни тата хирӗҫекенсене тӳрремӗнех ҫар тӗлӗшпе пулӑшупа тивӗҫтермесси пирки сӑмах парать. Яланхи нейтралитетлӑ патшалӑхсем ҫар е политика тӗлӗшӗнчен нимӗнле союзсем те йӗркелемеҫҫӗ, хӑйсен лаптӑкӗсем ҫинче ют ҫӗршыв ҫар базисене вырнаҫтарма ирӗк памаҫҫӗ, массӑллӑ аркату кӳрекен хӗҫпӑшала хирӗҫ тӑраҫҫӗ, ытти патшалӑхсен шалти ӗҫӗсене хутшӑнассинчен тытӑнса тӑраҫҫӗ, хӑйсен ӗҫӗ-хӗлне ытти енлӗн ҫавнашкалтарах пурнӑҫлаҫҫӗ. Ҫав вӑхӑтрах, яланхи нейтралитет статусӗ патшалӑха хӑйне хӳтӗлеме ирӗк парать.

Яланхи нейтралитет статусӗ Австрин, Камбоджӑн, Швейцарин тата Туркменистанӑн пур[7].

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Ӑнлантарусем

  1. ^ 12 декабря - Международный день нейтралитета. ООН (12 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.
  2. ^ Письмо Постоянного представителя Туркменистана при Организации Объединенных Наций от 6 января 2016 года на имя Генерального секретаря. Генеральная Ассамблея Совет Безопасности (11 кӑрлачӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  3. ^ Туркмения празднует 20-летие своего нейтралитета. РИА (12 раштавӑн 2015). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  4. ^ Международный день нейтралитета. РИА (12 раштавӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  5. ^ V Гаагская конвенция о правах и обязанностях нейтральных держав и лиц в случае сухопутной войны 1907 года. Министерство обороны Российской Федерации (Минобороны России) (12 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  6. ^ XIII Гаагская конвенция о правах и обязанностях нейтральных держав в случае морской войны 1907 года. Министерство обороны Российской Федерации (Минобороны России) (12 кӑрлачӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 17-мӗшӗ.
  7. ^ ВСЕ НОВОСТИСтраны, придерживающиеся политики нейтралитета, выступают в качестве партнеров России в решении актуальных проблем — К. Косачев. Совет Федерации (18 раштавӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи раштавӑн 15-мӗшӗ.