Пӗтӗм тӗнчери пневмонипе кӗрешмелли кун

Пӗтӗм тӗнчери пневмонипе кӗрешмелли кун (акăл. World Pneumonia Day; фр. Journée mondiale de la pneumonie; исп. Día Mundial contra la Neumonía) — пӗтӗм тӗнчери ачасен вилӗмӗн тӗп сӑлтавӗ пулса тӑракан пневмони сиенӗ ҫинчен пӗлӗве ӳстерме, ҫавӑн пекех пневмоние хӳтӗлес тата сирсе ярас енӗпе глобальлӗ ӗҫсене пропагандӑлама кашни ҫулах чӳкӗн 12-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ.

Ҫак кун медиксемпе доброволецсем халӑха чиртен сыхланмалли профилактика мелӗсем пирки, пневмони ҫинчен каласа параҫҫӗ, сывлӑх сыхлав учрежденийӗсенче медицина тӗрӗслевӗсем ирттереҫҫӗ.

Пӗтӗм тӗнчери пневмонипе кӗрешмелли кунӑн тӗллевӗ

2009 ҫулта пӗтӗм тӗнчери 100 ытла организаци Пӗтӗм тӗнчери ача-пӑча пневмонипе кӗрешекен коалицине (акăл. Global coalition Against Child Pneumonia) пӗрлешнӗ.

Пӗтӗм тӗнчери пневмонипе кӗрешмелли кун, пневмонипе кӗрешессин пӗлтерӗшӗ пысӑк пулнине палӑртса, пневмонипе кӗрешме хӑйсен тӳпине хывма тӑрӑшакан гражданла обществӑн институчӗсене пӗрлештерме тата ҫак чирпе кӗрешмелли ҫул-йӗрсене пӗрле шырама ҫакӑн пек тӗллев лартнӑ[1]:

  • Пневмони пирки пӗлӗве ӳстересси, уйрӑмах, вӑл пилӗк ҫула ҫитмен ачасен вилӗмӗ пулса тӑракан тӗп чир пек пӗлтересси;
  • Пневмонипе чирлессинчен хӳтӗлемелли тата сиплемелли мерӑсене сарасси;
  • Пневмонипе кӗрешмелли мерӑсем хатӗрлесси.

Пневмони пӗтӗм тӗнчери ачасем инфекцине пула вилнин чи пысӑк сӑлтавӗ шутланать. 2019 ҫулта пневмонирен 5 ҫула ҫитмен 740 180 ача вилнӗ, ку вӑл 5 ҫула ҫитмен ачасен мӗнпур вилӗмӗн 14% тата 1 ҫултан пуҫласа 5 ҫулчченхи ачасен мӗнпур вилӗмӗн 22% танлашать[2].

Ҫулсерен пневмонипе 450 миллион ҫын чирлет, вӗсенчен 7 миллиона яхӑнӑшӗ вилет[3].

Раҫҫейре

Пневмонипе пульмонолог-тухтӑрсем кӗрешеҫҫӗ, хӑйсен професси уявне вӗсем ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫейре ҫулсерен пневмонипе чирленин 1 миллиона яхӑн тӗслӗхне палӑртаҫҫӗ. Пульница вырттарнӑ мӗнпур пациентсен 60% ытларахӑшӗ бронх тата ӳпке шыҫнипе аптӑраҫҫӗ. COVID-19 сарӑлассипе кӗрешес енӗпе пульмонолог-тухтӑрсем авангардра тӑраҫҫӗ.

Мероприятисем

Раҫҫей Федерацийӗнче пневмонипе чирлессинчен епле хӳтӗленмелли пирки лекцисем иртеҫҫӗ. Культура ҫурчӗсене, вулавӑшсене тӗрлӗ калаҫу тата лекци ирттерме СВА тухтӑрӗсемпе фельдшерӗсене чӗнсе илеҫҫӗ. Лекцисем вӑхӑтӗнче медицина енӗпе пӗлӳ илнӗ докладчиксем пневмонипе мӗнле чирлесе кайнин сӑлтавӗсене уҫса параҫҫӗ, вӑл ытти чирсенчен мӗнпе уйрӑлса тӑни ҫинчен, профилактика мелӗсем пирки тӗплӗн каласа кӑтартаҫҫӗ.

Ӑнлантарусем

  1. ^ Komal Jain. World Pneumonia Day 2023: Date, History, Significance And All You Need to Know About Pneumonia (англ.). BQ Prime (11 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 13-мӗшӗ.
  2. ^ Pneumonia in children (англ.). ВОЗ (11 чӳкӗн 2022). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗ.
  3. ^ Всемирный день борьбы с пневмонией отмечается 12 ноября. Парламентская Газета (12 чӳкӗн 2023). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи чӳкӗн 12-мӗшӗ.