Пӗтӗм тӗнчери потребительсен правине хӳтӗлемелли кун

Потребительсен прависен кунне (Пӗтӗм тӗнчери потребительсен прависене хӳтӗлемелли куна, Пӗтӗм тӗнчери потребитель прависен кунне) (акăл. World Consumer Rights Day) пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Пӗрремӗш хут ӑна 1983 ҫулта палӑртнӑ.

Потребительсен прависен кунӗ тӗнчере

undefined

Потребительсен прависен кунне 1961 ҫулта АПШ конгресӗнче Джон Кеннеди тухса калаҫнӑ вӑхӑтпа ҫыхӑнтарнӑ[1][2].

Ҫӳлти шайра потребитель ӑнлава кӗртнӗ. Джон Кеннеди потребительсен тӑватӑ принциплӑ правине уйӑрнӑ:

  • Информаципе тивӗҫтересси;
  • Хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси;
  • Суйлама ирӗк пуласси;
  • Итлеме пултарасси.

Каярах вӗсене нумай ҫӗршыври потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккун никӗсӗ пулса тӑнӑ, ҫав шутра Раҫҫей Федерацийӗн саккунӗнче те.

1960 ҫулта[3] Consumers International (CI) коммерциллӗ мар компание — Пӗтӗм тӗнчери потребительсен организацине никӗсленӗ. Организаци 50 ҫул ытла ӗҫлет. Вӑл ҫитмӗл ытла аталаннӑ демократиллӗ патшалӑхри потребительсен прависене хӳтӗлекен икҫӗре яхӑн обществӑпа патшалӑх организацийӗсене пӗрлештерет.

Consumers International принципӗсем:

  • Информаципе тивӗҫтересси;
  • Хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтересси;
  • Суйлама ирӗк пуласси;
  • Итлеме пултарасси;
  • Сиене саплаштарма ирӗк пурри;
  • Сывӑ тавралӑхпа усӑ курма ирӗк пурри;
  • Потребитель пек вӗренме ирӗк пурри;
  • Никӗсре тӑракан кирлӗ япаласемпе тивӗҫтересси.

Consumers International потребительсен прависене ЮНЕСКО-ра тата ПНО-ра хӳтӗлет, право тата пӗлӳ тӗлӗшӗнче пулӑшать.

Потребительсен прависен кунне 1983-мӗш ҫулта ПНО йӗркеленӗ[4].

1985 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче ПНО Тӗп Ассамблейи потребительсен прависене хӳтӗлемелли тӗп принципсене ҫирӗплетнӗ. Ҫакӑнтан пуҫласа вара потребительсен прависене юридици тӗлӗшӗнчен йӗркеленӗ шутланать.

Потребительсен прависен кунӗ Раҫҫейре

1989 ҫулта СССРта Пӗтӗм Союзри потребительсен обществисен федерацине туса хунӑ, унта Госстандарт, Санэпиднадзор, Монополипе кӗрешекен комитет (халӗ Монополипе кӗрешекен федераллӑ служба (ФАС), вӑл вӑхӑталла туса хума ӗлкӗрнӗ регионсенчи тата республикӑсенчи потребительсен обществисем, кредит пӗрлӗхӗсем тата ытти ҫавнашкал профиллӗ организацисем кӗнӗ. Федерацине йӗркеленине пула сахал совет гражданӗ хӑйӗн интересӗсене хирӗҫӳллӗ самантсенче, суту-илӳ сентрин икӗ енӗнче тата йӑлари пулӑшу ӗҫӗсен сферинче хӳтӗлеме пултарнӑ.

1992 ҫулта РСФСР Аслӑ Канашӗ РФ гражданӗсене пӗр-пӗр япала туянас е саккаслас, пӗ-рпӗр пулӑшупа усӑ курас шухӑшлӑ чухне хӳтӗлеме палӑртакан Раҫҫей историйӗнчи пӗрремӗш саккуна йышӑннӑ. Документа «Потребительсен прависене хӳтӗлесси ҫинчен калакан саккун» ят панӑ. Потребитель Кодексӗн никӗсӗнче тӑракан принципсене ҫак самантран пуҫласа саккун йӗркипе ҫирӗплетнӗ. Анчах та, ун чухне те, Пӗтӗм тӗнчери потребитель прависен кунне Раҫҫейре ҫурма официаллӑ майпа кӑна палӑртнӑ. Ҫӗршыв Пӗтӗм тӗнчери потребительсен пӗрлӗхӗн организацине кӗнӗ хыҫҫӑн ҫеҫ ҫак куна тивӗҫлӗ статус панӑ. РФ Потребительсен пӗрлӗхӗн председателӗ — Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думин тӑватӑ пухӑвӗн депутачӗ (1993—2007), 2008—2010 ҫҫ. РФ Общество палатин пайташӗ пулнӑ Пётр Шелищ.

Раҫҫейри Пӗтӗм тӗнчери потребительсен правине хӳтӗлемелли кунӑн уйрӑмлӑхӗ — кашни ҫул вӑл пӗр-пӗр палӑртнӑ девизпа иртни. Тӗслӗхрен, 2009 ҫулхи девиз: «Потребитель! Хӑвӑн правасене пӗл!» . Ҫавнашкал практика РФ право сыхлав организацийӗсене потребитель прависене хӳтӗлемелли сферӑри чи ҫивӗч вырӑнсенче пӗтӗм вӑйпа ӗҫлеме май парать. Тата, ахӑртнех, ку ӑнсӑртран пулса тухман, тӗслӗхрен, 2008 ҫулхи девиз ҫапла пулнӑ: «Сывӑ мар апатланакансен ӑрӑвӗ — ачасем хушшинче сывӑ мар апата сарассипе кӗрешекен кампани». Ача-пӑча апатланӑвӗн йывӑрлӑхӗсемпе ӗҫлекен право хӳтӗлевҫисем тӑрӑшнипе 2008 ҫулхи раштав уйӑхӗнче «сӗт регламентне» йышӑннӑ, унпа килӗшӳллӗн

«ӗҫмелли сӗт» пек чӗрӗ сӗтрен тунине, пӑслантарса хатӗрлеменнине ҫеҫ калама пулать. Енчен ун ӑшӗнче типӗ порошокӑн калӑпӑшӗ 1 % та пулин иртет пулсан, ун пек япалана «сӗтрен тунӑ ӗҫме» е «сӗте улӑштаракан япала» тесе кӑна калама ирӗк пур»

Потребительсен прависене хӳтӗлекен «Общественный контроль» обществӑн статистики тӑрӑх, граждансен ытларах та ытларах пайӗ хӑйӗн потребитель прависене хӳтӗлеме шутлать, ҫав шутра суд йӗркипе те: тӗслӗхрен, 1998 ҫулта пурӗ 27,1 пин ҫакӑн пек иск панӑ пулсан, 2007 ҫулта — 95 пин, 2010 ҫулта — 315 пин[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Текст выступления Дж. Ф. Кеннеди на английском языке. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи авӑнӑн 14-мӗшӗ.
  2. ^ Перевод текста выступления Дж. Ф. Кеннеди на сайте Качество.ru. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 2-мӗшӗ.
  3. ^ Consumers International consumersinternational.org. Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи чӳкӗн 25-мӗшӗ. Архивланӑ 2011 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗ.
  4. ^ Secretaría de Economía. 15 de marzo: Día Mundial de los Derechos del Consumidor (исп.). gob.mx. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 19-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ.
  5. ^ Твой праздник, потребитель — КАЧЕСТВО.ру. Пӑхнӑ кун: 2012 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫӑвӑн 11-мӗшӗ.