Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. World Post Day, арап. اليوم العالمي للبريد,исп. Día mundial del correo, китай 世界郵政日, фр. Journée mondiale de la poste) — ҫулсерен иртекен тӗнче шайӗнчи уявсенчен пӗри, 1969 ҫулта ӑна Пӗтӗм тӗнчери почта пӗрлӗхӗ (ВПС) йӗркеленӗ.
Ҫыру эрни пынӑ вӑхӑтра юпан 9-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Пӗтӗм тӗнчери почта кунне Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗн (ПНО) пӗтӗм тӗнчери кунӗсен йышне кӗртнӗ.
Уява йӗркеленин тата ирттерессин историйӗ
1939 ҫулта Буэнос-Айресра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери XI почта конгресӗ вӑхӑтӗнче юпан 9-мӗшӗнче ҫулсерен «Пӗтӗм тӗнчери почта пӗрлешӗвӗн кунне» уявлама сӗннӗ, мӗншӗн тесен шӑп ҫак кун 1874 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери почта пӗрлешӗвне никӗсленӗ пулнӑ, апла пулин те та ку йышӑну вӑя кӗмен. Ҫакнашкал йышӑнӑвах 1969 ҫулта Токио (Япони) хулинче иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери XVI почта конгресӗ вӑхӑтӗнче йышӑннӑ. Пӗтӗм тӗнчери уяв пек Пӗтӗм тӗнчери почта пӗрлешӗвӗн кунне пӗрремӗш хут 1970 ҫулта паллӑ тунӑ. 1984 ҫулта Гамбургра иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери XIX почта конгресӗ вӑхӑтӗнче «Пӗтӗм тӗнчери почта пӗрлешӗвӗн кунӗ» ята «Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗ» ҫине улӑштарнӑ.
Маларах, 1957 ҫулта Оттавӑра (Канада) иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери XIV почта конгресӗ кашни ҫул Ҫыру эрнине йӗркелеме йышӑннӑ, вӑл юпан 9-мӗшне, урӑхла каласан, Пӗтӗм тӗнчери почта кунне, лекет.
Уяв ҫавӑн пекех пӗтӗм тӗнчери тата ПНО палӑртакан пӗтӗм тӗнчери кунсен тытӑмне кӗрет, унӑн тӗллевӗ — тӗнчери почта пулӑшӑвне халӑх хушшинче сарасси тата аталантарма пулӑшасси.
1994 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн Хушӑвӗпе Раҫҫейре тепӗр уяв йӗркеленӗ — Раҫҫей почтин кунне, ӑна утӑ уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Пӗтӗм тӗнчери почта кунне халалласа тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2005 ҫулта Камерунта почта ӗҫченӗсемпе CAMTEL телекоммуникаци компанийӗн ӗҫченӗсем хушшинче футбол ӑмӑртӑвне ирттернӗ[1]. Филателиллӗ мероприятисене тӑтӑшах ирттереҫҫӗ, вӗсене ытларах чухне Ҫыру эрнипе ҫыхӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ: куравсем йӗркелеҫҫӗ, Пӗтӗм тӗнчери почта кунне халалласа почта маркисемпе пӗрремӗш кунхи конвертсем кӑлараҫҫӗ, пӗрремӗш кунӑн гашенине йӗркелеҫҫӗ, тата ытти те. Тӗслӗхрен, 2006 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери почта кунне халалласа Архангельск почтамтӗнче «Сорочка письма» ятлӑ почта конверчӗсен куравне уҫнӑ[2], Днестрҫумра корреспонденци тӗлӗшпе ятарлӑ гашени ирттернӗ[3], Украинӑн Донецк облаҫӗнче вара филателистика куравне, баллонлӑ тата парашют почтин рейсӗсене йӗркеленӗ (вӗсен вӑхӑтӗнче кашни ӑсатнӑ конверта ятарлӑ штемпельсемпе илемлетнӗ)[4].
2007 ҫулта ҫак кун Раҫҫей Почтин вырӑнти уйрӑмӗсенче «Эпӗ алфавит ӳкеретӗп» ятлӑ Пӗтӗм Раҫҫейри почта маркин ӳкерчӗк конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисемпе лауреачӗсене чысланӑ[5]. Конкурса Раҫҫейри пӗрремӗш почта маркине кӑларнӑранпа 150 ҫул ҫитнӗ ятпа, ҫавӑн пекех Вырӑс чӗлхин ҫулталӑкне тата Раҫҫей почтин аталанӑвӗн историне халалланӑ пулнӑ. Конкурса «Раҫҫей почти» ФГУП, «Марка» издательствӑпа суту-илӳ центрӗ тата Раҫҫей филателистсен пӗрлӗхӗ йӗркеленӗ.
Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗн ҫулсеренхи темисем
Пӗтӗм тӗнчери почта кунне кашни ҫулах пӗр-пӗр темӑна халалласа ирттереҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2004 ҫулта уяв теми «Почта пулӑшӑвне мӗнпур анлӑхра сарасси» ятлӑ пулнӑ, 2006 ҫулта вара — «Пӗтӗм тӗнчери почта тытӑмӗ: пурин валли те, кашни хулара та».
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Deutschmann J. 9 October celebrated the world over , Wayback Machine çинчи 2007 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнчи копийӗ // Union Postale. — 2005. — Vol. 130. — No. 4. — P. 32—34.(фр.)(акăлч.) [Статья о праздновании Всемирного дня почты 9 октября 2005 года.](2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ «В Архангельской области отметят Всемирный день почты» , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ — заметка от 9 октября 2006 года на сайте Информационного агентства «Двина-Информ». , Wayback Machine çинчи 2008 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗнчи копийӗ(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ См. описание спецгашения Приднестровья на сайте Информационного агентства «Ольвия-пресс» Wayback Machine (24 ҫӑвӑн 2008) çинчи 2008-05-24:
- «„Почта Приднестровья“ проводит сегодня специальное гашение корреспонденции, приуроченное к всемирному дню почты» , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнчи копийӗ — заметка от 9 октября 2006 года. (2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Сердечная О. Вам аэрописьмо! , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 21-мӗшӗнчи копийӗ // Жизнь. — Донецк, 2006. — № 3126 (148). — 11 октября.(2008 çулхи ҫӑвӑн 30-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- ^ Кун пирки информацие «Бел. Ру» информаци агентствин сайтӗнче , Wayback Machine çинчи 2007 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчи копийӗ тата Хакаси Республикин УФПС сайтӗнче , Wayback Machine çинчи 2008 ҫулхи ҫӑвӑн 16-мӗшӗнчи копийӗ пӑхӑр:
- «Сегодня — Всемирный день почты» , Wayback Machine çинчи 2012 ҫулхи кӑрлачӑн 7-мӗшӗнчи копийӗ — заметка Светланы Мегедь от 9 октября 2007 года.(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- «Хакасский филиал Почты России во Всемирный день почты подготовил подарок для любителей филателии» , Wayback Machine çинчи 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗнчи копийӗ — заметка от 12 октября 2007 года.(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
Каҫӑсем
- upu.int/en.html — Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗ официаллӑ сайчӗ(акăлч.)
- Пӗтӗм тӗнчери почта кунне халалланӑ веб-страница.(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Пӗтӗм тӗнчери почта союзӗн тӗп директорӗн 2008 ҫулхи авӑнӑн 5-мӗшӗнче хатӗрленӗ почта кунӗ пирки сӑмахӗ.(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗ ООН сайтӗнчи пӗтӗм тӗнчери пулӑмсен календарӗнче (акăлч.)(2007 çулхи авӑнӑн 22-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗ «Раҫҫей почти» сайтӗнче(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- «24-й Всемирный почтовый конгресс» на сайте «Негус Экспо»(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.) 2009 ҫулхи раштавӑн 31-мӗшӗнче архивланӑ.
- Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗ — «РИА Новости» сайтри справка.(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- [www.calend.ru/holidays/0/0/85/ «Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗ»].(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.)
- «Раҫҫей почтин кунне» йӗркеленӗ РФ Президенчӗн Хушӑвӗ.(2008 çулхи чӳкӗн 6-мĕшĕнче тĕрĕсленĕ.) 2007 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- @Mail.Ru: Пӗтӗм тӗнчери почта кунӗWayback Machine (12 юпан 2009) çинчи 2009-10-12