Пӗтӗм тӗнчери пусмӑрсӑрлӑх кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери пусмӑрсӑрлӑх кунӗ (ПНО-н ытти официаллӑ чӗлхисемпе: акăл. International Day of Non-Violence, арап. اليوم الدولي للاعنف,исп. Día Internacional de la No Violencia, китай 国际非暴力日, фр. Journée internationale de la non-violence) — ООН Тӗп Ассамблейи 2007 ҫулхи ҫӗртмен 27-мӗшӗнче йышӑннӑ уяв (A/RES/61/271 № ПНО резолюцийӗ)[1].
Пӗтӗм тӗнчери пусмӑрсӑрлӑх кунне 2007 ҫултан пуҫласа ҫулсерен юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Махатма Ганди ҫуралнӑ кунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Тӗнчери ҫак кунӑн тӗллевӗ, Тӗп Ассамблейӑн резолюцийӗнче каланӑ тӑрӑх, тӑнӑҫлӑх, чӑтӑмлӑх, ӑнланулӑх тата пусмӑрсӑрлӑх культурине ҫирӗплетесси. Резолюци мӗнпур ҫынсене ҫак кун ҫинчен пӗлтерме чӗнсе калать, ӑна паллӑ тума, уявлама йыхравлать.