Пӗтӗм тӗнчери пылак пӑр кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери пылак пӑр кунӗ (тепӗр ят: Пӗтӗм тӗнчери мороженӑй кунӗ; акăл. World Ice Cream Day) — тӗнче шайӗнчи уяв, ҫулсерен ҫӗртмен 10-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Уяв официаллӑ мар, унӑн тӗллевӗ — мороженӑя халӑх хушшинче сарасси тата унпа апатланас культурӑна ӳстересси.

Уяв ҫинчен

Историйӗ

undefined

Уява Берлингтонри (АПШ-ри Вермонт штат) Ben ' Jerry’s американ компанийӗ пуҫарса янӑ[1]. 1978 ҫулта икӗ тус, Бен Коэнпа Джерри Гринфилд, мороженӑй хатӗрлеме вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн харпӑр кафе-мороженӑй уҫнӑ. Чи малтанах вӗсем грузовик туянса водитель-дальнобойщик пулас тесе кирлӗ чухлӗ укҫа-тенкӗ пухасшӑн пулнӑ[2]. Анчах та кафе халӑх хушшинче питӗ хӑвӑрт палӑрма пуҫланӑ, ҫавна май туссем бизнеса малалла аталантарма шут тытнӑ.

1979 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче Бенпа Джерри кафе уҫӑлнӑранпа пӗр ҫул ҫитнине паллӑ тунӑ. Ҫак кун вӗсем пылак пӑра, унпа хӑналанма кӑмӑл пур пулсан, пурне те тӳлевсӗр валеҫсе панӑ. Ҫак шухӑш ҫав тери ӑнӑҫлӑ пулнӑ, уяв ҫӗршывӗпех сарӑлма пуҫланӑ, каярах вӑл пӗтӗм тӗнче шайне сарӑлса ҫитнӗ[3].

Ҫавӑн пекех уяв епле майпа йӗркеленни пирки тепӗр верси те пур. Унпа килӗшӳллӗн, шӑп та лӑп 1786 ҫулхи ҫӗртмен 10-мӗшӗнче АПШра пылак пӑра пысӑк калӑпӑшпа хатӗрлеме тата сутма тытӑннӑ. Анчах та ҫакна хутпа ҫирӗплетсе пама пултаракан фактсем ҫук.

Уявланӑ чухнехи йӑласем

Пылак пӑр кунне пӗтӗм тӗнчере паллӑ тӑваҫҫӗ пулин те, официаллӑ майпа ӑна йышӑнман. Ҫак кун тӗнчипех сивӗ тутлӑ апата тутанас тӗлӗшпе фестивальсем, дегустацисем тата ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех чылай хулара халӑх хавас кӑмӑлпа уҫӑлса ҫӳреме тухать, ытларах чухне ҫакӑн пек мероприятисем тӗп тӳремсенче е парксенче иртеҫҫӗ. Пылак пӑра пысӑк калӑпӑшпа туса кӑларакан производительсем ӑмартусемпе мероприятисене хутшӑнакансене час-часах асӑнмалӑх призсемпе тата пылак парнесемпе тивӗҫтереҫҫӗ.

Уявра ҫавӑн пекех час-часах мороженӑй хатӗрлес тӗлӗшпе эксклюзивлӑ шоусем тата ӑсталӑх лаҫҫисем йӗркелеҫҫӗ. Ӑна сутас енӗпе специализациленекен хӑш-пӗр лавккасем акцисем ирттереҫҫӗ, хӑйсен таварне йӳнӗрех хакпа сутаҫҫӗ.

Истори факчӗсем

  • 1813 ҫултанпа АПШ президентне инаугурацилемелли мероприятире яланах усӑ куракан апат пулса тӑнӑ.
  • Мороженӑй патакне 1905-мӗш ҫулта 11 ҫулхи Фрэнк Эпперсон шутласа кӑларнӑ.
  • 1939 ҫулта Мускаври ВДНХра А. Н. Бельский архитектор проекчӗпе «Мороженое» павильон туса лартнӑ.
  • АПШ-ра утӑ уйӑхӗ — мороженӑй валли палӑртнӑ наци уйӑхӗ, унӑн виҫҫӗмӗш вырсарникунӗ — мороженӑй наци кунӗ (акăл. National Ice Cream Month). Ҫак уява Рональд Рейган президент 1984 ҫулта ҫирӗплетнӗ[4].
  • Тӗрлӗ тутӑллӑ чи нумай тӗслӗ пылак пӑра Меридӑри (Венесуэла) Heladería Coromoto кафе-мороженӑй сӗнет — 860 тӗс. 1996 ҫулта ӑна Гиннессӑн рекордсен кӗнекине кӗртнӗ[5].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 10 июня – Всемирный день мороженого Подробнее: https://kamchatkamedia.ru/news/1302228/. KamchatkaMedia. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  2. ^ 10 июня — Всемирный день мороженого: все о празднике и о любимом лакомстве. «Академия КриоФрост». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  3. ^ Всемирный день мороженого 10 июня: традиции и история праздника. Интернет-издание «Апостроф» (10 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ Are You Ready For International Ice Cream Day? (англ.). Unilever Food Solutions.
  5. ^ Ульяна Светачева. Всемирный день мороженого в 2024 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 23-мӗшӗ.
WP-TranslationProject TwoFlags.svg Ку статьяна РУВИКИН Вырӑс уйрӑмӗнчи Всемирный день мороженого статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. '