Пӗтӗм тӗнчери студентсен кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери студентсен кунӗ — 1939 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ — пӗтӗм тӗнчери студентсен пӗрлӗхӗн кунӗ.
1939 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче нацистсем оккупациленӗ Прагӑра Чехословаки патшалӑхне йӗркеленӗренпе ҫулталӑк ҫитнине паллӑ тума вырӑнти студенчӗсемпе вӗсен преподавателӗсем демонстрацие тухнӑ. Оккупантсен ҫарӗсем демонстрацие салатса янӑ, ҫав вӑхӑтра медицина факультетӗнче вӗренекен Ян Оплетал студента пульӑпа амантнӑ. Арнольд Ирасек тухтӑр ӑна ҫийӗнчех Карл лапамӗнчи пульницӑра операци тунӑ. Апла пулин те, чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗнче вӑл перитонита пула пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Чӳкӗн 15-мӗшӗнче студента пытарнӑ, ку ӗҫ-пуҫ пӑлхава ҫаврӑннӑ. Вуншар демонстранта арестленӗ. Чӳкӗн 17-мӗшӗн ирхине нимӗҫсем студентсен общежитийӗсене хупӑрласа илнӗ. 1200 ытла студента арестленӗ те вӗсене концлагере ӑсатнӑ[1]. Студентсен юхӑмӗн тӑхӑр студенчӗпе хастарне тӗрмере вӗлернӗ.
Икӗ ҫул иртсен, 1941 ҫулта, Лондонра нацизма хирӗҫ кӗрешнӗ студентсен Пӗтӗм тӗнчери пухӑвӗ иртнӗ[2]. Чехословаки коммунисчӗ Отто Шлинг сӗннипе ҫак датӑна ҫулсерен студент кунӗ тесе паллӑ тума йышӑннӑ.