Пӗтӗм тӗнчери хутла пӗлӳ кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери хутла пӗлӳ кунӗ (ООНӑн официаллӑ чӗлхисенче: акăл. International Literacy Day, исп. Día Internacional de la Alfabetización, фр. la Journée internationale de l'alphabétisation, арап. اليوم العالمي للتحصيل, китай 国际扫盲日, выр. Междунаро́дный день грамотности) — авӑнӑн 8-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан уяв. Ҫулленхи Пӗтӗм тӗнчери хутла пӗлӳ кунне паллӑ тума ЮНЕСКО 1965 ҫулхи чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Тегеранра 1965 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче хутла пӗлменлӗхе пӗтерес енӗпе иртнӗ вӗренӳ министрӗсен пӗтӗм тӗнчери конференцийӗ сӗннипе пӗлтернӗ. Конференци авӑнӑн 8-мӗшӗнче уҫӑлнӑ.

Ҫак кун пӗтӗм тӗнчери общество халӑха вӗрентес енӗпе, ку ЮНЕСКО ӗҫӗ-хӗлӗн тӗп ӗҫӗсенчен пӗри шутланать, уйрӑмах тимлӗх уйӑрать, ӗҫе хастарлатма чӗнсе калать.

  • 2002 ҫулта ООН Генеральнӑй Ассамблейи (A/RES/56/116 № резолюци) Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ Хутла пӗлу вунҫуллӑхне ирттересси ҫинчен пӗлтернӗ.
  • 2003 ҫулта ООН Генеральнӑй Ассамблейи (A/RES/57/166 № резолюци) ООН Генеральнӑй секретарӗ тӑратнӑ «Хутла пӗлу вунҫуллӑхне ирттермелли ООНӑн ӗҫ йӗрки» плана ҫирӗплетнӗ, вунҫуллӑхри ӗҫ-хӗле тата патшалӑхсене хавхалантарма тата хастарлатма тӗнче шайӗнчи координатор ЮНЕСКО пулнине пӗлтернӗ. Ҫак кун ЮНЕСКО ятарлӑ парнисене (кашни 15 000 доллар чухлӗ) параҫҫӗ, вӗсене хут пӗлменлӗхпе кӗрешес енӗпе чи тухӑҫлӑ та пуҫаруллӑ ӗҫлекенсене параҫҫӗ. Чи малтан вӗсем Ҫурҫӗр Африкӑри, Кӑнтӑр-Тухӑҫ Азири, Латин Америкӑри, Араб Эмирачӗсемпе Китайри проектсемпе ҫыхӑннӑ[1].

2016 ҫулта нумай ҫӗршывра «Иртнине вуланӑ май пуласлӑха ҫыратпӑр» девизпа ҫак пӗтӗм тӗнчери куна ҫирӗплетнӗренпе аллӑ ҫул ҫитнине палӑртса уяв мероприятийӗсем ирттернӗ.

Статистика хыпарӗсем

  • 2005 ҫулта пуҫламӑш пӗлӳ илмелли майсемпе тивӗҫтернӗ ҫӗршывсен шучӗ 50-ран та сахалрах пулнӑ.
  • 2005 ҫулта тӗнчери ҫитӗннӗ халӑхӑн 20% яхӑн хутла пӗлмен.
  • 2022 ҫулта тӗнчере 771 млн ҫын вулама-ҫырма пӗлмен[2].

Пӗтӗм тӗнчери хутла пӗлӳ кунӗн ҫулленхи темисем

  • 2006 ҫул — «Хутла пӗлӳ ҫирӗп аталанма май парать»
  • 2007 ҫул — «Сывлӑх тата хутла пӗлӳ»
  • 2008 ҫул — «Хутла пӗлӳ тата сывлӑх»
  • 2009 ҫул — «Хутла пӗлӳ харпӑр майсене анлӑлатать»
  • 2010 ҫул — «Хӗрарӑмшӑн хутла пӗлни пӗлтерӗшӗ»
  • 2011 ҫул — «Хутла пӗлӳ тата тӗнче»[3][4].
  • 2013 ҫул — «Хутла пӗлӳллӗ 21-мӗш ӗмӗрӗн аталану ҫулӗ»[5].
  • 2014 ҫул — «Хутла пӗлӳ тата ҫирӗп аталану»[6].
  • 2015 ҫул — «Хутла пӗлӳ тата ҫирӗп обществӑсем»
  • 2016 ҫул — «Иртнине вуланӑ май малашлӑха ҫыратпӑр»
  • 2017 ҫул — «Цифра технологийӗсен тӗнчинчи хутла пӗлӳ»[7].
  • 2018 ҫул — «Хутла пӗлӳ тата ӗҫ пӗлӗвӗн аталанӑвӗ»[8].
  • 2019 ҫул — «Хутла пӗлӳ тата нумай чӗлхелӗх»[9].
  • 2020 ҫул — «COVID-19 пандеми условийӗсенче тата ун хыҫҫӑнхи тапхӑрта хут вӗрентесси тата пӗлӳ парасси»[10].
  • 2021 ҫул — «Хутла пӗлни этеме аталантарса цифра тӗнчине ҫул хывма пулӑшать»[11].
  • 2022 — «Хутла вӗрентес ӗҫре тавралӑха улӑштарни».
  • 2023 — «Экономика ылмашӑвӗллӗ ҫӗршывсенче хутла ӗлӳ ӗҫне аталантарни — ҫирӗп те тӑнӑҫ общество никӗсне хывни»[12].

Асӑрхаттарусем

  1. ^ Ликбез — грамотность — свобода/Справочно-информационный портал ГРАМОТА.РУ — русский язык для всех. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
  2. ^ 8 сентября — Международный день грамотности: история, мероприятия, интересные факты. Известия (7 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.
  3. ^ Послание Генерального секретаря ООН Пан Ги Муна по случаю Международного дня распространения грамотности. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗ.
  4. ^ Международный день грамотности-2012/Сайт ЮНЕСКО. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи раштавӑн 19-мӗшӗ.
  5. ^ Международный совет по открытому и дистанционному образованию (ICDE). Новости. 13 сентября 2013 года. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи авӑнӑн 24-мӗшӗ.
  6. ^ Пресс-коммюнике ЮНЕСКО/02.09.2014. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи авӑнӑн 3-мӗшӗ. Архивланӑ 2015 ҫулхи ҫӗртмен 11-мӗшӗ.
  7. ^ Международный день грамотности (выр.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
  8. ^ Международный день грамотности (выр.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
  9. ^ Международный день грамотности (выр.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
  10. ^ Международный день грамотности (выр.).
  11. ^ Международный день грамотности (выр.). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ.
  12. ^ С грамотностью по жизни. Культура Петербурга (6 авӑнӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫурлан 26-мӗшӗ.