Пӗтӗм тӗнчери чупу кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери чупу кунӗ (акăл. Global Running Day) — ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш юнкунӗнче ҫулсерен паллӑ тӑвакан пӗтӗм тӗнчери уяв. Унӑн тӗллевӗ — чупасси ҫинчен спортпа туслашма шутлакан кашни ҫын унпа аппаланма пултарасси пирки информацие сарасси тата тӗнчери мӗнпур чупма юратакансене пӗрлештересси.
Уяв ҫинчен
Истори
Пӗтӗм тӗнчери чупу кунне палӑртас шухӑш 2009 ҫулта АПШ-ра ҫуралнӑ[1], ҫӑмӑл атлетикӑпа унта яланах вӑйлӑ кӑсӑкланнӑ. Чи малтанах уяв наци шайӗнче пулнӑ, анчах та тӗнчен ытти кӗтесӗсенчи халӑх та ӑна пит хӑвӑрт кӑмӑллама пуҫланӑ та вӑл ҫӗршыв тулашне сарӑлнӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнче уяв официаллӑ майпа пӗтӗм тӗнче шайӗнче палӑртакан статуса тивӗҫнӗ[2].
2017 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗ (IAAF) ҫак пуҫарӑва ырланӑ. Унтанпа Пӗтӗм тӗнчери чупу кунне нумай ҫӗршывра кашни ҫул ҫӗртме уйӑхӗн пӗрремӗш юнкунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв йӑлисем
Уява кирек кам та (е спорт пӗрлешӗвӗ) хутшӑнма пултарать. Пӗтӗм тӗнчери чупу кунне уявламалли чи ансат мелсенчен пӗри — чупӑва тухасси. Ҫак кун иртекен кирек мӗнле ҫӑмӑл атлетика мероприятине хутшӑнма е уйрӑммӑн та чупма тухма пулать.
Ҫак кун ҫавӑн пекех обществӑлла мероприятисем иртеҫҫӗ, вӗсене йӗркелеме пӗтӗм тӗнчипе ҫӗр-ҫӗр спорт организацийӗ пулӑшать. Е вӗсене пӗр-пӗр паллӑ ҫӑмӑл атлета асӑнса ирттереҫҫӗ. Хальхи паллӑ ҫынсем час-часах вӗсенче хутшӑнаҫҫӗ е хисеплӗ хӑнисем пулса тӑраҫҫӗ.
Чупма юратакансем Пӗтӗм тӗнчери чупу кунӗн официаллӑ порталӗнче хӑйсен спорт ҫитӗнӗвӗсене регистрацилеме пултараҫҫӗ[3]. Унта маршрута, унӑн вӑрӑмӑшне тата ӑҫта вырнаҫнине кӑтартма пулать. Ҫавӑн пекех порталта виртуаллӑ чупусем те ирттереҫҫӗ, унта кашниех хутшӑнма пултарать[4][5].
«Хӗвелтен иртсе» проект
Тӗп мероприятисем «Хӗвелтен иртсе» лозунгпа иртеҫҫӗ[6]. Проекта 2018 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери ҫӑмӑл атлетика федерацийӗсен ассоциацийӗн ертӳҫисем пулӑшнипе йӗркеленӗ. Пуҫарӑвӑн тӗп шухӑшӗ — планетӑн тӗрлӗ сехет тӑрӑхӗнчи хутшӑнакансем харӑсах пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна чупса эстафетӑна пӗр-пӗрне куҫарса парасси, чупу сехет тӑрӑхӗсемпе пӗр-пӗрин хыҫҫӑн йӗркеленет. Чупу Ҫӗнӗ Зеландире пуҫланать, кайран Австралине, Японие, Европӑна, Африкӑна, Кӑнтӑр тата Ҫурҫӗр Америкӑна куҫать.
Расписание чупусене кашни сехетре иртмелле йӗркеленӗ, ҫавӑнпа та «эстафета» шӑп та лӑп пӗр талӑка тӑсӑлать. 2018 ҫулта чупу Оклендра пуҫланнӑ, кайран эстафетӑна Мельбурн, Токио, Пекин, Бангкок, Дели, Минск, Рамалла, Аддис-Абеба, Йоханнесбург, Ницца, Берлин, Лондон, Рабат, Абиджан, Прая, Сан-Паулу, Буэнос-Айрес, Гавана, Торонто, Лима, Мехико тата Лос-Анджелес йышӑннӑ, вӗҫленессе вӑл Ванкуверта вӗҫленнӗ.
«Чупӑва кашни хутшӑнма пултарать — вӑл интереслӗ иртет тата ӑмӑртма май парать. Вӑл пӗр-пӗринпе хутшӑнасси пирки те е пӗччен пулни пирки те… Апла пулин те чи пӗлтерӗшли кунта вӑй-хӑвата, тӳсӗмлӗхе, ӳт-пӳ вӑйне тата сывлӑха аталантарни пулса тӑрать[7].»
Раҫҫейре
Чупу кунӗсӗр пуҫне Раҫҫейре ҫавӑн пекех «Наци кросӗ» спорт мероприятийӗ иртет. Ку ӑмӑртӑва профессионал спортсменсем те, спортпа туслӑ ытти ҫынсем те (вӗсем ӑсталӑх енпе тӗрлӗрен пулма пултараҫҫӗ, сывлӑх енчен те вӗсем расна) хутшӑнаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр паралимпҫӑсем ятарлӑ кӳмесем ҫинче (ӑмӑрту йӗркисем кунашкал ирӗк параҫҫӗ[8]) чупса тухаҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ Андрей Соколов. 5 июня отмечают День бега: История и особенности праздника. LIFE (7 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Забег-марафон "Всемирный день бега". Russia Running. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Join The Virtual Race (англ.). Global Running Day. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ СТРАНА СЮЖЕТ: ПРАЗДНИКИ И ВЫХОДНЫЕ В РОССИИ В 2024 ГОДУ Международный день бега в 2023 году — история праздника. «МИЦ «Известия» (6 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Всемирный день бега. ИС «Спортивный регион. Белгородская область». Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Владимир Криулин. В Парке Победы прошел забег «Обгоняя солнце». Комсомольская правда (6 ҫӗртмен 2018). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Ирина Кебо. Всемирный день бега: история, традиции, когда и как отмечается. Журнал "Марафонец" (7 ҫӗртмен 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.
- ^ Олег Баскаков. Всемирный день бега в 2024 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӑвӑн 21-мӗшӗ.