Пӗтӗм тӗнчери шахмат кунӗ
Пӗтӗм тӗнчери шахмат кунӗ (акăл. International Chess Day) — шахмата халалланӑ тӗнче шайӗнчи уяв. 1966 ҫултанпа ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ.
Уяв историйӗ
Пӗтӗм тӗнчери шахмат кунне 1966 ҫултанпа паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫак уява пуҫарса ярас шухӑш Пӗтӗм тӗнчери шахмат федерацине (ФИДЕ) пырса кӗнӗ. Уяв кунӗ федерацине никӗсленӗ кунпа ҫыхӑннӑ, ӑна шӑп та лӑп 1924 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Парижра никӗсленӗ.
2004 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тӗнче чемпионӗ Анатолий Карпов Кремльте пӗр вӑхӑтра темиҫе ҫынпа вылянӑ. Ун чухне вӑл ҫавӑн пекех Владимир Жириновский депутатпа та вылянӑ, вӗсен вӑййи никам ҫӗнтермесӗр вӗҫленнӗ. Вылянӑ чухне вӗсем бриллиантран тунӑ илемлӗ фигурӑсемпе усӑ курнӑ, унӑн хакӗ АПШ долларӗпе виҫсен 150 пин долларлӑх пулнӑ.
2019 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче шахмат вӑййине популяризацилессин пӗлтерӗшне Пӗрлешнӗ Нацисен Организацийӗ те палӑртнӑ. Уяв шайне ӳстермелли шухӑша Армени сӗннӗ. Пурӑна киле ытти ҫӗршывсем ҫак шухӑша ырланӑ, ҫапла май вара 2020 ҫултанпа уяв ПНО пулӑшнипе иртет.
Уявлани
Уява 178 ҫӗршывра паллӑ тӑваҫҫӗ. Утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче кашни ҫул тӗнче шайӗнчи шахмат турнирӗсем, тематикӑллӑ куравсем иртеҫҫӗ, шкулсенче шахмат пирки каласа параҫҫӗ, паллӑ спортсменсемпе тӗлпулусем йӗркелеҫҫӗ. Уявлас йӗркене ЮНЕСКО йӗркеленӗ. Ҫак кун ФИДЕ ячӗпе тӗрлӗ тематикӑллӑ мероприятисем, ӑмӑртусем иртеҫҫӗ. Харӑсах темиҫе ҫынпа шахтам вӑййине ирттерессине тӗрмесенче те йӗркелеҫҫӗ.
Ӑнлантарусем
Каҫӑсем
- International Chess Day (англ.). internationalchessday.com. Пӑхнӑ кун: 2015 ҫулхи утӑн 6-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2015 ҫулхи утӑн 8-мӗшӗ.
- Пӗтӗм тӗнчери шахмат кунӗ 2009 (видео)
- Пӗтӗм тӗнчери шахмат кунӗ 2023 ҫулта Брянскра