Пӗтӗм тӗнчери ҫӗлен кунӗ

Пӗтӗм тӗнчери ҫӗлен кунӗ (акăл. World Snake Day) — ҫӗленсене халалланӑ ҫулсерен ирттерекен официаллӑ мар уяв. Утӑн 16-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Ӑна зоохӳтӗлевҫӗсем пуҫарса янӑ.

Тӗллевӗ — общественноҫа ҫӗленсен нумай тӗсӗ пӗтес хӑрушлӑх ҫине тимлӗх уйӑрасси, ҫутҫанталӑкри тата вӗсен тыткаларӑшӗнчи рольсем ҫинчен пӗлеслӗхе ӳстересси, ҫавӑн пекех ҫынсене вӗсемпе тӗл пулсан хӑйсене тӗрӗс тытма вӗрентесси[1][2][3][4].

Уяв историйӗ

Ҫӗлен — тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗсенче авалтанпах хисепленекен мифологи сӑнарӗсенчен пӗри[5]. Авалхи чылай культурӑра ҫӗлен сӑнарне сума сунӑ, ӑна ҫурт-йӗрпе храм стенисем ҫине ӳкернӗ, ҫи-пуҫ ҫине тӗрленӗ, капӑрлӑх пек усӑ курнӑ. Христиансен тӗнчинче ҫӗлен сӑнарӗ вӑрттӑн та ырӑ мар шухӑшсене пӗлтерет, вӑл ҫылӑха кӗнипе тата сутӑнчӑклӑхпа сӑнарланать, ҫав вӑхӑтрах Тухӑҫра ҫӗлен пысӑк пӗлӗве кӑтартса парать.

Ҫӗленсем ҫутҫанталӑка упраса хӑварас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ, вӗсем тӗрлӗ биогеоценозсен апатлану ҫыхӑнӑвӗнче питӗ кирлӗ элемент шутланаҫҫӗ. Час-часах вӗсене тытса ҫӑткӑн калтасем, сӗтпе ӳстерекен чӗрчунсемпе вӗҫен кайӑксем апатланаҫҫӗ, хӑйсем вара ҫав вӑхӑтрах ҫурӑм шӑммисӗррисене (моллюсксем, хуртсем, хурт-кӑпшанкӑсем) тата ҫурӑм шӑммиллӗ вӗтӗ чӗрчунсене (пулӑсем, амфибисем, калтасем, вӗҫен кайӑксем тата сӗтпе ӳстерекенсем) тытса ҫиеҫҫӗ. Ҫӗленсем ҫӗр ҫинчи тата шыври биогеоценозсен ҫутҫанталӑк санитарӗсен функцине пурнӑҫлаҫҫӗ, вӗсем эпидемиологи енчен хӑрушлӑх кӑларса тӑратакан кӑшлакан чӗрчунсене, ҫавӑн пекех чирлӗ тата вӑйсӑрланнӑ чӗрчунсене тӗп тӑваҫҫӗ[6][7][8].

Азире, Латинла Америкӑра тата Африкӑра ҫынсем ҫак шуса ҫӳрекен чӗрчунсен ашӗпе апатра усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗлен тирне тӗрлӗ япала ӑсталама усӑ кураҫҫӗ, сӑмахран, атӑ-пушмакпа сумкӑсем тума. Серпентолог-ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Европа медицининче ҫӗлен наркӑмӑшӗпе ыратнине чакаракан тата шыҫӑпа кӗрешекен эмелсенче те усӑ кураҫҫӗ. Ҫӗленсен чылай тӗсне сыхласа хӑварас тӗллевпе тӗнче шайӗнчи тата вырӑнти Хӗрлӗ кӗнекесене кӗртнӗ[9][10][11].

Интереслӗ фактсем

  • Тӗнчери чи наркӑмӑшлӑ ҫӗлен Маккоя тайпанӗ шутланать — пӗр ҫӗлентен сӑрӑхтарса илнӗ наркӑмӑш 100 ҫынна вӗлерме ҫитет. Унӑн наркӑмӑшӗ кобра наркӑмӑшӗнчен 180 хут вӑйлӑрах.
undefined
  • Ҫӗленсен тулти тата вӑтам хӑлхи, ҫавӑн пекех параппан ҫурхахӗсем ҫук. Ун вырӑнне вӗсем тӗрлӗ чӗтренӳсене питӗ аван туяҫҫӗ, ҫавӑнпа тӑпра урлӑ сарӑлакан сасӑ хумӗсене лайӑх асӑрхаҫҫӗ.
  • Гиннесс рекорчӗсен кӗнеки палӑртнӑ тӑрӑх, хура мамба — тӗнчери чи хӑвӑрт шӑвакан ҫӗлен, вӑл сехетре 16 километра ҫити хӑвӑртлӑх аталантарма пултарать.
  • Габон ҫӗленӗн ытти ҫӗленсем хушшинче чи вӑрӑм наркӑмӑшлӑ асав шӑлӗсем пур, вӗсен тӑршшӗ 40 миллиметртан та иртме пултарать.
  • Анаконда хӑйӗн апатне пӑвнӑ чухне кӑкӑр кӑшкарӗ ҫине 360 кг ытла тивекен вӑйпа пӑвать.
    Анаконда пуҫӗ

Ӑнлантарусем

  1. ^ Международный день змей. Помощь зоопарку (16 утӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  2. ^ Всемирный день змей. rus.team. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  3. ^ 16 июля – Всемирный день змей. rgbs.ru. Российская государственная библиотека для слепых, ссылка на источник обязательна (16 утӑн 2023). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  4. ^ 16 июля отмечается Международный день змеи. Культура Миасса (25 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  5. ^ 16 июля – Всемирный день змей. ГБУ РО "Ростовская городская СББЖ". Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  6. ^ Всемирный день змеи. Какой сегодня праздник. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  7. ^ Международный день змеи: Когда отмечается. Новая Сибирь (24 ҫӗртмен 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  8. ^ Всемирный день змеи (англ.). Days of the year. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  9. ^ Сегодня всемирный день борьбы с аллергией. Липецкое время (16 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  10. ^ 16 июля — Международный день змеи. Культура.ру. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.
  11. ^ Празднуйте всемирный день змей (англ.). snakes.ngo. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗ.