Раҫҫейри банк ӗҫченӗн кунӗ

Раҫҫейри банк ӗҫченӗн кунӗРаҫҫей Федерацийӗн банк тытӑмӗнче ӗҫлекен мӗнпур ҫынсен официаллӑ мар професси уявӗ.

Раҫҫейри банк ӗҫченӗн кунӗн историйӗ тата ӑна уявлани

1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче пӗлтерӗшлӗ пулӑм пулса иртнӗ: РСФСР-та «Раҫҫей Федерацийӗн Тӗп Банкӗ ҫинчен» саккуна йышӑннӑ[1]. Ҫавӑн пекех 1990 ҫулхи раштавӑн 2-мӗшӗнче Федераци шайӗнчи «Банксемпе банксен ӗҫ-хӗлӗ ҫинчен» 395-1 №-лӗ тепӗр саккуна йышӑннӑ пулнӑ.

«Раҫҫейри банк ӗҫченӗн кунне» патшалӑх шайӗнче ҫирӗплетмен пулин те пысӑк вырӑн йышӑнакан Раҫҫейри хӑш-пӗр официаллӑ ҫынсем банк секторӗнче ӗҫлекенсене саламлама манмаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2008 ҫулта, Курган облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Олег Алексеевич Богомолов пӗрлешсе хатӗрленӗ ҫакнашкал хут айӗнче алӑ пуснӑ:

Професси уявӗ ҫӗршывӑмӑрӑн пурнӑҫӗнче банк тытӑмӗ пысӑк вырӑн йышӑннине ҫирӗплетсе парать. Аталаннӑ банк системи ҫӗршыври бизнеса ҫирӗпрех туйма тата ҫынсен укҫи-тенкине перекетлеме пулӑшать, экономикӑри мӗнпур сферӑпа отрасльсенчи тавар туса кӑларакансен ӗҫ-хӗлӗн пахалӑхне ӳстерет, патшалӑха финанс тӗлӗшӗнчен ҫирӗп пулассине тивӗҫтерет[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ httpы://www.calend.ru/holidays/0/0/890/ День банковского работника России — 2 декабря. История и особенности праздника в проекте Календарь Праздников 2010]
  2. ^ День банковского работника — 2 декабря — Правительство Курганской области , Wayback Machine çинчи 2009 ҫулхи чӳкӗн 23-мӗшӗнчи копийӗ