Раҫҫейри донор наци кунӗ
Раҫҫейри донор наци кунӗ — ҫулсерен ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Раҫҫей уявӗ. Ӗҫ кодексӗпе кану кунӗ шутланмасть. Раҫҫей империйӗнче пӗрремӗш ӑнӑҫлӑ гемотрансфузи(выр.)чăв. ирттернӗ ятпа ҫирӗплетнӗ, процедурӑна 1832 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттернӗ.
Уяв кун-ҫулӗ
1832 ҫулхи ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Петербург акушерӗ Андрей Вольф(выр.)чăв. пӗрремӗш хут ача ҫуратнӑ чух юн кайнӑ ҫуратакана юн янӑ. Вӑл Джеймс Бланделл аппарачӗпе тата методикипе усӑ курнӑ, вӑл унччен (1818 ҫулхи авӑнӑн 25-мӗшӗнче) Лондонра трансфузи процедурине ӑнӑҫлӑ пурнӑҫланӑ[1]. Малалла Вольф тата ултӑ хутчен юн янӑ, унтан ҫак процедурӑна вырӑс врачӗ тата хирурги профессорӗ Сергей Коломнин(выр.)чăв. пӗрре мар пурнӑҫланӑ.
2007 ҫулхи нарӑсӑн 20-мӗшӗнче Донор наци кунне Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх Думи донорлӑх тата юн службин ҫивӗч ыйтӑвӗсемпе ирттернӗ ларура ҫирӗплетнӗ[2]. 2008 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн Сывлӑх сыхлав министерствипе(выр.)чăв. Раҫҫейӗн Федераллӑ медицинӑпа биологи агентстви(выр.)чăв. юн тата унӑн компоненчӗсен массӑллӑ ирӗклӗ донорлӑхне аталантармалли анлӑ программӑна пурнӑҫлаҫҫӗ. 2024 ҫулта пӗлтернӗ тӑрӑх, Юн службин йышне 487 организаци кӗрет, пысӑк квалификациллӗ 100 пин медицина ӗҫченӗ вӑй хурать[3]. ФМБА пӗлтернӗ тӑрӑх, 2025 ҫул тӗлне юн тата ун компоненчӗсене паракан донорсен шучӗ 1,5 млн ҫын таран пулнӑ[4].
Донор пулма 18 ҫултан аслӑрах Раҫҫей Федерацийӗн гражданӗсем тата Раҫҫейре пӗр ҫулталӑкран кая мар пурӑнакан ют ҫӗршыв ҫыннисем пулма пултараҫҫӗ, вӗсен юн пусӑмӗ, чӗре таппи тата кӗлетке температури нормӑра пулмалла, медицина енчен нимле кӑлтӑк та пулмалла мар, йывӑрӑш — 50 килограммран сахал мар[5].
Уяв йӑли-йӗрки
Уяв кунӗччен ака уйӑхӗн 13—19-мӗшӗсенче донор эрни ирттересси йӑлана кӗнӗ[5][4]. Акан 20-мӗшӗнче медицина ӗҫченӗсемпе пресс-конференцисем, тематика куравӗсем, конференцисем иртеҫҫӗ. Медицина центрӗсемпе станцисем юн парассипе хушма акцисем ирттереҫҫӗ[6]. Ҫак кун юн е унӑн компоненчӗсене панӑ граждансене чыслаҫҫӗ[7].
Пирӗн ҫӗршывра 2012 ҫулта «Юн тата ун компоненчӗсен донорлӑхӗ» федераци саккунӗ йышӑннӑ[8]. Раҫҫейӗн хисеплӗ донорӗсем шутне юн тата унӑн компоненчӗсене 40 хутчен тӳлевсӗр панӑ е плазма 60 хутчен панӑ ҫынсем кӗреҫҫӗ. Кӑкӑр паллисӗр пуҫне Раҫҫей ҫыннисем хушма ҫӑмӑллӑхсем илме пултараҫҫӗ (отпуск вӑхӑтне суйласа илме, санаторисене канма-сипленме кайма путёвка илме пултараҫҫӗ, патшалӑх медицина учрежденийӗсенче черетсӗр пулӑшу, ҫулсерен пӗр хутчен тӳлев[9]), ҫавӑн пекех общество транспортӗнче тӳлевсӗр ҫӳреме ирӗк илеҫҫӗ[10]. Саккун тӑрӑх юн паракана ҫав кун тӳлевсӗр апат ҫитермелле (е ун хакне укҫан памалла) тата икӗ тӳлевлӗ канмалли кунпа тивӗҫтермелле[8].
Хушма информаци
- 2005 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери донор кунне(выр.)чăв. ҫирӗплетнӗ. Ӑна ҫӗртмен 14-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ, уява ҫын юнӗн ушкӑнӗсене уҫнӑшӑн Нобель премине тивӗҫнӗ Карл Ландштейнер(выр.)чăв. ҫуралнӑ кунне тӗпе хурса ҫирӗплетнӗ[11].
- ФМБА пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫейре 2024 ҫулта юн хатӗрлесси 2023 ҫулхипе танлаштарсан 6% ӳссе 2,6 миллион литрпа танлашнӑ, 458 пин ытла донора федераци регистрне кӗртнӗ[6].
- Донорсен шучӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче 5,5 млн ҫынна ҫитнӗ, Хӗрлӗ ҫар 1,7 млн литр ытла консервланӑ юн илнӗ, ӑна 7 миллион хут юн яма валли усӑ курнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче «СССР хисеплӗ донорӗ»(выр.)чăв. кӑкӑр ҫинчи паллӑпа 15 000 ҫынна чысланӑ[12].
Паллӑ ҫынсем хушшинчи донорсем
- Джеки Чан(выр.)чăв. — тӑтӑшах юн парать, 2002 ҫулта «Смокинг» фильм ӳкернӗ чухне Канадӑн Юн хӗсмечӗн донорӗ пулса тӑнӑ.
- Криштиану Роналду — 2008 ҫулта «Хӗрлӗ хӗрес шучӗ» компани сӑнӗ пулнӑ, шӑмӑ мимин(выр.)чăв. донорӗ шутланать.
- Джессика Альба(выр.)чăв. — ача-пӑча госпиталӗ валли юн парать.
- Екатерина Стриженова(выр.)чăв. — студент чухнех юн пама тытӑннӑ.
- Татьяна Навка(выр.)чăв. — 2011 ҫулта донорлӑха аталантарас енӗпе LG компанин элчи пулнӑ[13].
Ӑнлантарусем
- ^ Есть повод гордиться | www.mgzt.ru (выр.). mgzt.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ Национальный День донора крови в России (20250411T1207). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ Вероника Скворцова: В России донорство является не только почетной и благородной миссией, но и важнейшей государственной задачей | Новости | Центр крови Федерального медико-биологического агентства (выр.). www.bloodfmba.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 20 апреля 2026 года: какой сегодня праздник, церковные и светские даты в России и мире. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Неделя популяризации донорства крови и костного мозга (в честь Дня донора в России 20 апреля) — ФГБУ «НМИЦ ТПМ» Минздрава России(паллӑ мар). gnicpm.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 «Единая Россия» организует по всей стране мероприятия к Национальному дню донора крови. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ 14 июня — Всемирный день донора крови: тема и мероприятия 2025 года, как стать донором (2025-06-05). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Не просто кровь: День донора напоминает, как донация спасает жизни. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ 20 апреля 2026 года: какой сегодня праздник, церковные и светские даты в России и мире. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ Национальный день донора в России. Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ Всемирный день донора крови (20240614T0029). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ Факты о донорстве |. yadonor.ru. Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.
- ^ Татьяна Навка стала послом донорства (2011-04-20). Тӗрӗсленӗ: 2026 ҫулхи акан 20-мӗшӗ.