Раҫҫейри культура ӗҫченӗн кунӗ

Культура ӗҫченӗн кунӗРаҫҫейри професси уявӗ, культурӑпа ӳнер ӗҫченӗсем ӑна ҫулсерен пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ[1].

Историйӗ

Уяв хӑйӗн кун-ҫулне 1990-мӗш ҫулсенче пуҫлать. 1996 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче Культура ӗҫченӗн кунне журналист, композитор тата сӑвӑҫ Игорь Герасимов тата режиссёр Оксана Акацкова пуҫарнипе Наро-Фоминскра (Мускав облаҫӗ) ирттерни паллӑ[2]. Уява ирттерме район администрацийӗ пулӑшнӑ, апла пулин те вӑл официаллӑ мар иртнӗ[3]. РФ ытти регионӗсенче те культура ӗҫченӗсене чысланӑ, уявсен кунӗсем ытларах енӗпе пуш уйӑхне лекнӗ[4].

2006 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Раҫҫейӗн культурӑпа массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Александр Соколов Раҫҫейри чылай регионтан ыйтнине тата Культура енӗпе ӗҫлекен координаци канашӗн сӗннине тӗпе хурса Патшалӑх Канашӗн ларӑвӗнче культура ӗҫченӗсем валли професси уявне йӗркелеме сӗнӳпе тухса калаҫнӑ[1].

2007 ҫулхи ҫурлан 27-мӗшӗнче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 1111 №-лӗ «Культура ӗҫченӗн кунӗ ҫинчен» хушӑва алӑ пуснӑ. Унпа килӗшӳллӗн професси уявӗн кунӗ тесе пуш уйӑхӗн 25-мӗшне палӑртнӑ[5]. Культура ӗҫченӗсен кунӗ канмалли кун мар.

2008 ҫулта професси уявне пӗрремӗш хут официаллӑ майпа палӑртнӑ[6].

2009 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Дмитрий Медведев культура ӗҫченӗсене саламланӑ май Раҫҫейри тата унӑн мӗнпур халӑхӗсен культура еткерлӗхне упраса хӑварасси тата аталантарасси «патшалӑхӑн чи пӗлтерӗшлӗ задача» пулнине палӑртнӑ[7].

Йӑласем

Кам палӑртать

«Культура ӗҫченӗ» ӑнлав ытла та пысӑк анлӑша ҫавӑрса илет[8].

Вӗсен шутне пултарулӑх ушкӑнӗсенчи ҫынсем, театрта, вулавӑшра, музейра, культура керменӗнче, ял клубӗнче ӗҫлекенсем, культура еткерлӗхӗн управҫисемпе вӗсене популяризацилекенсем, ҫавӑн пекех ҫыравҫӑсем, сӑвӑҫсем, кинематографсем, экскурсоводсем, тата вӗренӳ ӗҫне пурнӑҫлакансем пурте кӗреҫҫӗ.

Ҫӗршывра Пӗтӗм Раҫҫейри Культура ӗҫченӗсен профсоюзӗ пур. 2024 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне унта профсоюз пайташӗ пек 330 пин ытла ҫын шутланнӑ[9].

undefined

Мероприятисем

Культура ӗҫченӗн кунӗнче ҫак отрасльте тӑрмашакансене официаллӑ наградӑсемпе чысласси йӑлана кӗнӗ.

Тӗрлӗ савӑнӑҫлӑ мероприятисем иртеҫҫӗ: концертсем, фестивальсем, пултарулӑх тӗлпулӑвӗсем.

Культура учрежденийӗсенче уҫӑ алӑксен кунӗсем, семинарсем, лекцисем тата ӑслӑлӑх конференцийӗсем йӗркелесе ирттереҫҫӗ[10].

undefined

Чыславсем

2005 ҫултан пуҫласа РФ Правительстви йӗркеленӗ культура енӗпе премисемпе чыслаҫҫӗ[11], 2022 ҫултанпа РФ Правительстви йӗркеленӗ культура енӗпе ҫичӗ премипе тивӗҫтереҫҫӗ — кашни 3 млн тенкӗпе танлашать[12].

2011 ҫултанпа Культура ӗҫченӗн кунӗ умӗн ҫулсерен Мускаври Кремлте ҫамрӑк культура ӗҫченӗсене РФ президенчӗн премийӗпе, 2013 ҫултанпа ҫавӑн пекех ача-пӑчапа ҫамрӑксем валли ҫырнӑ хайлавсемшӗн литература тата ӳнер енӗпе паракан РФ президенчӗн премийӗпе чысласси иртет[13].

Ҫулсерен культура ӗҫченӗсене патшалӑх наградисемпе РФ культура министрӗ чыслать[14].

Культура ӗҫченӗн кунӗнче ҫавӑн пекех грамотӑсемпе, дипломсемпе, укҫаллӑ премисемпе, парнесемпе тата ытти хаклӑхсемпе чыслаҫҫӗ.

Ҫыхӑннӑ кунсем

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2 День работника культуры. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  2. ^ День работника культуры в 2025 году: дата, история и традиции, поздравления (2025-01-10). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  3. ^ 25 марта — День работника культуры: история, традиции, как поздравить (2024-03-24). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  4. ^ День работника культуры 2025: история и традиции праздника. КП. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  5. ^ Указ Президента Российской Федерации от 27.08.2007 г. № 1111. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  6. ^ Глава Минкульта предлагает объединять все творческие силы страны (2008-03-25). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  7. ^ Поздравление Президента Российской Федерации Дмитрия Медведева деятелям культуры с профессиональным праздником –. culture.gov.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  8. ^ Что такое День работника культуры и кто его отмечает? Что такое День работника культуры и кто его отмечает? (2013-03-25). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  9. ^ ОПРК - О профсоюзе. www.rprk.ru. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  10. ^ Культуру – в массы! В России отмечается День работника культуры (2022-03-25). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  11. ^ Мишустин вручил премии правительства Яхиной, Михалкову и Машкову (2020-09-09). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  12. ^ Постановление Правительства Российской Федерации от 01.02.2022 г. № 79. Правительство РФ. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  13. ^ Путин 26 марта вручит премии молодым деятелям культуры (2024-03-21). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.
  14. ^ Министр культуры вручила госнаграды Бабкиной, Запашному и Гладкову (2024-02-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗ.