Раҫҫейӗн Тинӗс ҫар флочӗн кунӗ

Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунӗ (выр. День Военно-Морского Флота) — Раҫҫей Федерацийӗн Тинӗс-Ҫар Флочӗн астӑвӑм кунӗ, моряксемпе тинӗс офицерӗсен професси уявӗ[2]. Ҫулсерен утӑ уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче палӑртаҫҫӗ[1].

Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунӗнче хӑйсен професси уявне Раҫҫейӗн тинӗс чиккисен хуралӗнче тӑракансем, пурнӑҫпа хӗсмет ҫулӗсене карапсемпе ҫыхӑнтарнисем, тинӗс-ҫар ҫыннисен ҫемйисем, флот учрежденийӗсемпе предприятисен рабочийӗсемпе служащийӗсем, Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин тата Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйӗсен ветеранӗсем палӑртаҫҫӗ.

Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунӗнче тинӗс парачӗсене ирттересси йӑлана кӗнӗ, тӗп парад Санкт-Петербургра иртет[3].

Уяв историйӗ

Флота чысласа ҫулсерен чаплӑ уяв ирттерес шухӑш I Петӗрӗн ҫуралнӑ. 1714 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче (ҫӗнӗ стильпе ҫурлан 7-мӗшӗнче) Раҫҫей флочӗ(выр.)чăв. Гангут патӗнчи ҫапӑҫура ҫӗнтернӗ. I Петӗр ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Гангут ҫӗнтерӗвӗн кунне чаплӑн — чиркӳсенче кӗлӗсем ирттерсе, тинӗс парачӗсемпе тата фейерверксемпе — паллӑ тума хушнӑ. Ҫапла ҫак кун Раҫҫей ҫар флочӗн уявӗ пулса тӑнӑ. Каярах Гангут ҫӗнтерӗвӗн уявне чаплӑ молебен ирттернипе кӑна ҫырлахнӑ, анчах та XIX ӗмӗрӗн варринчен утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ялавсемпе капӑрлатнӑ карапсен парачӗсем ирттерме тата тупӑсен салючӗсем янӑрама пуҫланӑ. Ҫак йӑла 1917 ҫулхи Октябрь революцийӗ хыҫҫӑн татӑлнӑ.

undefined

1920 ҫултанпа Балти тинӗс ҫар вӑйӗсен штабӗ сӗннипе ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗ тӗлне ҫывӑх кану кунӗнче Петроградра Хӗрлӗ флот кунне паллӑ тума пуҫланӑ. Ҫак кун (кивӗ стильпе ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче) 1703 ҫулта Раҫҫей флочӗ Балтика тинӗсӗнче пӗрремӗш хут ҫӗнтернӗ(выр.)чăв.[4].

Совет Союзӗнче Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне СССР Тинӗс-Ҫар Флочӗн халӑх комиссарӗ Н. Г. Кузнецов(выр.)чăв. адмирал сӗннипе СССР Халӑх Комиссарӗсен Канашӗн(выр.)чăв. постановленийӗпе тата ВКП(б)(выр.)чăв. Тӗп Комитечӗн 1939 ҫулхи ҫӗртмен 22-мӗшӗнчи йышӑнӑвӗпе ҫирӗплетнӗ[5], унпа килӗшӳллӗн уява ҫулсерен утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче паллӑ тумалла пулнӑ. Постановленире ҫапла ҫырнӑ: «ССР Союзӗн Рабочисемпе Хресченсен Тинӗс-Ҫар Флотне тӑвас ыйтусем тавра ӗҫ ҫыннисене мобилизацилес тата ун умӗнче тӑракан задачӑсене татса парас тӗллевпе Совет Союзӗн Тинӗс Ҫар Флочӗн кунне палӑртас». Ҫапла вара, совет тапхӑрӗнче чылай вӑхӑт уявӑн ҫирӗплетнӗ кун — утӑн 24-мӗшӗ — пулнӑ. Уява йӗркелес шухӑша Кузнецов адмирал Тинӗс-Ҫар Флот хӗсметне анлӑ сарас тата ӑна тимлӗх уйӑрас тӗллевпе кӑларса тӑратнӑ[6][2].

Совет тапхӑрӗнче Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне уявламалли тӗп центрсем виҫӗ хула — Ленинград (Санкт-Петербург), Севастополь тата Владивосток — пулса тӑнӑ[7].

1960 ҫулта Ленинградри парад вӑхӑтӗнче программӑн хӑйне евӗрлӗ элементне кӑтартнӑ — парада хутшӑнма килнӗ шывай кимми шыв айне анса кайнӑ та Невара флагман карапӗ умне чӑмса тухса куракансене тӗлӗнтернӗ. Невара карап айӗнчен шыв айӗнчи кимӗ ҫакӑн пек иртсе кайни историре пӗрремӗш хут пулнӑ[7].

Уява утӑ уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑвассине СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн(выр.)чăв. 1980 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнчи 3018-мӗш хушӑвӗ куҫарнӑ. Кайран ҫак датӑна СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1988 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнчи 9724-мӗш хушӑвӗпе ҫирӗплетнӗ[1].

undefined

Раҫҫей Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне уявлани

Совет тапхӑрӗпе танлаштарсан, Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне уявламалли ҫирӗплетнӗ кун ҫук, Раҫҫейре ку уява утӑ уйӑхӗн юлашки вырсарникунӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Раҫҫей Президенчӗн В. В. Путинӑн 2006 ҫулхи ҫӑвӑн 31-мӗшӗнчи 549-мӗш хушӑвӗпе «Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне Раҫҫей Федерацийӗн Хӗҫпӑшаллӑ вӑйӗсен астӑвӑм кунӗ пек ҫирӗплетнӗ»[8][1].

undefined

2022 ҫулта Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне халалланӑ парада 40 ытла карап, катер тата шывай кимми, ҫавӑн пекех 42 сывлӑш карапӗ тата 3500 ытла морякпа офицер хутшӑннӑ[9].

2024 ҫулта уяв кунӗ утӑ уйӑхӗн 28-мӗшне килнӗ, ҫак кун Санкт-Петербургра тӗп парад тата флотсенче савӑнӑҫлӑ мероприятисем ирттернӗ.

Тӗп савӑнӑҫлӑ мероприятисем Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунӗнче пысӑк портлӑ хуласенче — Санкт-Петербургра, Севастопольте, Кронштадтра, Владивостокра, Аҫтӑрханра, Калининградра, Новороссийскра, Североморскра(выр.)чăв., Балтийскра, ҫавӑн пекех ыттисенче иртеҫҫӗ[2].

undefined

Севастопольте вӑл Украинӑна кӗнӗ тапхӑрта уявлани

Севастопольте, Раҫҫейӗн Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне халалланӑ уявсене ирттермелли тӗп хуласенчен пӗринче, уява Крым ҫурутравӗ Украинӑна кӗнӗ тапхӑрӗнче те ирттернӗ. Раҫҫейӗн Хура тинӗс флочӗн морякӗсем, вӗсем ҫак пӗтӗм тапхӑрта кунта тӑнӑ, ҫавӑн пекех вӗсен ҫемйисем паллӑ тунӑ[10].

Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунӗнчи парад Раҫҫей карапӗсем те, Украина карапӗсем те хутшӑннипе иртнӗ. Уяв Раҫҫей ҫар ҫыннисем яракан салютпа вӗҫленнӗ[11].

Уяв йӑлисем

Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне уявлас йӑла-йӗрке шутне ҫӗршывӗпех ирттерекен йышлӑ мероприятисем кӗреҫҫӗ. Тӗп пулӑмсенчен пӗри — Раҫҫейӗн тӗп тинӗс-ҫар базисенче, сӑмахран, Санкт-Петербург, Севастополь, Владивосток хулисенче тата ыттисенче иртекен тинӗс-ҫар парачӗ. Парада ҫар карапӗсем, шывай киммисем, авиаципе тинӗс пехоти хутшӑнаҫҫӗ[6].

undefined

Раҫҫей Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне уявласси ҫулсерен флот пайӗсен харпӑр йышне строя тӑратнинчен тата карапӗсем ҫинче Андреевски ялавӗпе(выр.)чăв. сигнал ялавӗсене(выр.)чăв. ҫӗкленӗ ритуала чаплӑн ирттернинчен пуҫлаҫҫӗ[2]. Ҫак кун Лӑпкӑ океан, Ҫурҫӗр, Балти тата Хура тинӗс флочӗсен, Каспи флотилийӗн территорийӗсенче ҫар парачӗсемпе спорт ӑмӑртӑвӗсем иртеҫҫӗ.

Уяв парачӗсене карапсем те, шывай киммисем те хутшӑнаҫҫӗ[12].

Граждан халӑхӗ валли хӑш-пӗр ҫар карапӗсем ҫинче «уҫӑ алӑксен кунне» ирттереҫҫӗ. Ҫӗршыв ертӳлӗхӗ тата РФ Тинӗс-Ҫар Флочӗн пуҫлӑхӗсем ҫак професси уявӗпе саламлаҫҫӗ, палӑрнӑ ҫар ҫыннисене патшалӑх наградисемпе, черетсӗр ҫар званийӗсемпе, асӑнмалӑх парнесемпе, правительство хучӗсемпе тата Раҫҫей флочӗн командованийӗн тав хучӗсемпе чыслаҫҫӗ.

Уявра тинӗс пехотинецӗсем, шыв айӗнчи спецназ, ҫӑлавҫӑсемпе ытти флот профессийӗсен представителӗсем кӑтартуллӑ куравсемпе ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсем йӗркелеҫҫӗ[13].

Уяв мероприятийӗсем яланхи пекех уяв концерчӗсемпе тата салютпа(выр.)чăв. вӗҫленеҫҫӗ. Тӗслӗхрен, Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунӗнче салют ярасси Санкт-Петербургра, ҫавӑн пекех Севастопольте йӑлана кӗнӗ. Ҫавӑн пекех ҫак хуласенче парад ытларах чухне авиаци хутшӑннипе иртет[11], а также Севастополе[10]. Также в этих городах парад обычно сопровождается воздушной частью[14].

Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунне уявлассин йӑлисенчен пӗри — ветеран-моряксемпе тӗлпулусем ирттерни[2].

Тӗп парад

2017 ҫултанпа Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн хушӑвӗпе ҫак кун Санкт-Петербургри Тӗп тинӗс ҫар парадне ирттересси йӑлана кӗнӗ. Парада Балти, Хура тинӗс, Ҫурҫӗр, Лӑпкӑ океан флочӗсен тата Каспи флотилин морякӗсем хутшӑнаҫҫӗ[15].

undefined

Тӗп парад Санкт-Петербургра (е Санкт-Петербургра тата Кронштадтра) иртет, ӑна Раҫҫей Президенчӗ хай тата патшалӑхӑн пӗрремӗш ҫыннисем пырса кураҫҫӗ[3].

Тӗп парадра йӑлана кӗнӗ тӑрӑх авиаци хутшӑнать, ҫав шутра «Стрижи»(выр.)чăв.[16], «Русские витязи»(выр.)чăв. пилотаж ушкӑнӗсем. Питӗрте ытларах «Стрижи» ушкӑн вӗҫет, «Русские витязи» — урӑх хуласенче[17][18]. Хула ҫийӗн ытти авиаци те вӗҫсе иртет[19].

2024 ҫулта, ҫавӑн пекех 2023 ҫулта парадӑн авиаци пайне пӑрахӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех парада кӗскетнӗ, ӑна Кронштадтра ирттермен[20].

2024 ҫулхи парад уйрӑмлӑхӗ — унта историллӗ карапсем, ҫавӑн пекех хӑшпӗр граждан карапӗсем хутшӑнни. Парада карапсем кӑна мар хутшӑннӑ — Невана «Можайск» электрдизель шывай кимми кӗнӗ[21].

Парадра пӗрремӗш хут халӑха 22800 «Каракурт» проектӑн «Одинцово» пӗчӗк ракета карапне кӑтартнӑ, вӑл — ятарлӑ сывлӑш-ҫар хӗҫпӑшалӗпе тата «Панцирь-М» зенит ракета-тупӑ комплексӗпе усӑ куракан ҫак йышшисенчен пӗрремӗш карапа[22].

2024 ҫулти парада ют ҫӗршыв карапӗсем — Инди фрегачӗ тата Китай эсминецӗ — хутшӑннӑ[23].

2025 ҫулта Питӗрти Тинӗс-Ҫар Флочӗн кунӗнчи тӗп тинӗс-ҫар парадне пӑрахӑҫланӑ, ҫак йышӑну хӑрушсӑрлӑх ыйтавӗсемпе ҫыхӑннӑ. Парада хатӗрленме утӑ уйӑхӗн малтанхи кунӗсенче чарнӑ. Ҫавӑн пекех авиаци пайне те пӑрахӑҫланӑ[24][25][26].

Ӑнлантарусем

  1. ^ 1, 2, 3, 4 Указ Президента Российской Федерации от 31.05.2006 г. № 549 «Об установлении профессиональных праздников и памятных дней в Вооружённых Силах Российской Федерации». Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  2. ^ 1, 2, 3, 4, 5 День ВМФ 2024: какого числа, история и традиции праздника. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  3. ^ 1, 2 Главный военно-морской парад. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  4. ^ Игорь Руссак. День Военно-морского флота РФ. РИА Новости (28 утӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 26-мӗшӗ.
  5. ^ Н. Г. Кузнецов. Крутые повороты : Из записок адмирала / Сост. Р. В. Кузнецова. — М. : Молодая гвардия, 1995. — 272 с. — ISBN 5-235-02250-5.
  6. ^ 1, 2 День ВМФ в 2025 году: история и традиции праздника. РИА Новости (28 утӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
  7. ^ 1, 2 Трюк: как подводная лодка всплыла на Неве. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  8. ^ Термины ∙ Справочник ∙ Президент России (выр.). Президент России. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 29-мӗшӗ.
  9. ^ Президент поздравил моряков Балтийского флота в Кронштадте с Днем ВМФ. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  10. ^ 1, 2 Елена Андреева. День военно-морского флота в Севастополе: парад и салют 2024. Foutravel.ru (26 ҫӑвӑн 2024). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  11. ^ 1, 2 День ВМФ-2024 в Санкт-Петербурге. Полная программа : парад, концерт, салют (выр.). mayaksbor.ru. Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  12. ^ Впервые в Главном военно-морском параде на Неве приняла участие новейшая серийная неатомная подлодка типа «Лада» - АО. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  13. ^ День Военно-Морского Флота России - ГБОУ ДПО МЦПС. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  14. ^ Андрей Абрамов, Дарья Ивашкина. День ВМФ в 2025 году: история и традиции праздника. Комсомольская правда. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
  15. ^ Главный военно-морской парад в Санкт-Петербурге. Администрация Президента России (30 утӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ. Архивланӑ 2018 ҫулхи утӑн 28-мӗшӗ.
  16. ^ В Кронштадте «Стрижи» показали высший пилотаж. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  17. ^ В честь Дня ВМФ «Русские витязи» показали фигуры высшего пилотажа во Владивостоке. Мир24 (26 утӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  18. ^ В Балтийске в День ВМФ выступили "Русские витязи" и прошел парад кораблей - ТАСС. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  19. ^ Самолеты в небе над Петербургом. Воздушная часть наступающего Дня ВМФ в объективе «Фонтанки». Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  20. ^ |, Александр ДЫБИН. Китайские эсминцы, деревянный ботик Петра Первого и знаменитая «Полтава»: Лучшие моменты генеральной репетиции парада ко Дню ВМФ (2024-07-25). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  21. ^ Подлодка «Можайск» примет участие в параде ко Дню Военно-морского флота в Санкт-Петербурге. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  22. ^ Петербург готовится к параду в День ВМФ. Рассказываем, что известно о кораблях-участниках. Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  23. ^ Парусники, корветы, тральщики, индийский фрегат и китайский эсминец (2024-07-24). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ.
  24. ^ «Фонтанка» сообщила об отмене военно-морского парада на День ВМФ. РБК (3 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
  25. ^ В целях безопасности в Петербурге отменён Главный военно-морской парад. Фонтанка.ру (3 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.
  26. ^ «Фонтанка»: Главный военно-морской парад в Санкт-Петербурге отменен. Коммерсантъ (3 утӑн 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи утӑн 3-мӗшӗ.

Вуламалли