Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунӗ
| Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунӗ | |
|---|---|
| Раҫҫей ялавӗ | |
| Тӗсӗ | Патшалӑх уявӗ |
| Ҫирӗплетнӗ | 1994 ҫулхи ҫурлан 20-мӗшӗ |
| Палӑртаҫҫӗ | кашни ҫул |
| Кун | ҫурла, 22 |
| Уявлани |
|
| Ҫыхӑннӑ | 1991 ҫулта Раҫҫей ялавне ҫирӗплетнипе |
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунӗ — Раҫҫейӗн официаллӑ палӑртнӑ уявӗсенчен пӗри, ҫурлан 22-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ. Официаллӑ майпа 1994 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫирӗплетнӗ[1]. Ӗҫ кунӗ шутланать.
Раҫҫей Федерацийӗн ҫӗнӗрен ҫӗкленӗ ялавне — «наци триколорне» — халалланӑ.
Уяв кун-ҫулӗ
Раҫҫейӗн историллӗ патшалӑх ялавӗ 1668 ҫулта Алексей Михайлович патшана ларнӑ чухне пӗрремӗш хут вырӑс карапӗ ҫинче ҫӗкленӗ шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ пир тӑрӑхӗ шутланать.
1693 ҫулта триколор I Петӗр патшан харпӑр штандарчӗ пулса тӑна.
XVIII — XIX ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ ялавпа коммерци карапӗсем ҫинче тата вырӑс тинӗс экспедицисен карапӗсем ҫинче усӑ курнӑ[2].
1883 ҫулта II Александр император хушу кӑларнӑ, унта ҫапла ҫырнӑ: «Ҫурт-йӗре ялавсемпе илемлетме май пур чухне виҫӗ ярӑмран тӑракан вырӑс ялавӗпе ҫеҫ усӑ курмалла: ҫӳлти — шурӑ, вӑтамми — кӑвак, аялти — хӗрлӗ тӗслӗ пулмалла»[3].
1896 ҫулта, тинӗс ведомствине ертсе пынӑ аслӑ кнеҫ Алексей Александрович генерал-адмирал доклад тунӑ тӑрӑх, II Николай император «шурӑ-кӑвак хӗрлӗ ялава хуть те хӑҫан наци шайӗнчи ялав пек йышӑнма йышӑннӑ»[4].
Шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ ялав 1917 ҫулхи Октябрь революцийӗччен Раҫҫейӗн чӑн патшалӑх символӗ пулнӑ.
1918 ҫулта Совет Раҫҫейӗ триколора пӑрахӑҫланӑ та ун вырӑнне ҫӗнӗ хӗрлӗ ялавпа усӑ курма пуҫланӑ[4].
1991 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче Мускавра ҫурла уйӑхӗнчи путча путарнӑ вӑхӑтра Красная пресня ҫыранӗнчи правительство ҫурчӗ патӗнче пӗрремӗш хут хӗрлӗ совет ялавӗ вырӑнне историллӗ шурӑ-кӑвак-хӗрлӗ ялава ҫӗкленӗ[5]. Ҫакӑ СССР-та чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе ӗҫлекен патшалӑх комитечӗн пайташӗсем патшалӑх влаҫне ҫавӑрса пӑрахма йӗркеленӗ пӑтӑрмах путланнин символӗ пулса тӑнӑ[2].
1991 ҫулхи ҫурлан 22-мӗшӗнче РСФСР Аслӑ Канашӗ «РСФСРӑн Наци ялавне официаллӑ йышӑнни тата усӑ курни ҫинчен» постановлени йышӑннӑ.
1991 ҫулхи чӳкӗн 1-мӗшӗнче ялава РСФСР халӑх депутачӗсен съезчӗ ҫирӗплетнӗ. Конституцин 181-мӗш статйипе килӗшӳллӗн, РСФСР патшалӑх ялавне «тӳрӗ кӗтеслӗ пир тӑрӑхӗ» тесе палӑртнӑ[6]. Ялавӑн сарлакӑшӗ унӑн вӑрӑмӑшӗпе 1:2 танлашнӑ[3].
1993 ҫулхи раштавӑн 11-мӗшӗнче Раҫҫей президенчӗ Борис Ельцин «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗ ҫинчен» хушӑва алӑ пуснӑ, унпа килӗшӳллӗн лазорь тӗсе кӑвак тӗспе улӑштарнӑ, хӗп-хӗрлине — хӗрлипе. Ялав сарлакӑшӗпе унӑн тӑршшӗ 2:3 пек пайланнӑ[6]. Ҫав вӑхӑтрах маларах усӑ куракан пропорциллӗ ялавпа 1995 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗччен усӑ курма ирӗк панӑ[3].
1994 ҫулта Ельцин Раҫҫей Ялав кунне уявлассине официаллӑ майпа ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, ҫак кун патшалӑх уявӗ пулса тӑнӑ[2].
2000 ҫулхи раштавӑн 25-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн президенчӗ Владимир Путин «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗ ҫинчен» Федераллӑ конституци саккунне алӑ пуснӑ. Унта ҫапла каланӑ: «Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗ Раҫҫей Федерацийӗн официаллӑ патшалӑх символӗ шутланать тата вӑл тӳрӗ кӗтеслӗ пир тӑрӑхӗ пулса тӑрать: ҫӳлти — шурӑ, вӑтам — кӑвак тата аялти — хӗрлӗ тӗслӗ. Ялавӑн сарлакӑшӗ 2:3 тан»[7].
1999 ҫултанпа Раҫҫейре ялавсем хатӗрлеме патшалӑх стандарчӗ вӑйра тӑрать, унпа килӗшӳллӗн триколорӑн йӑрӑмӗсем Пӗтӗм Союзри ассортимент центрӗ тата ҫӑмӑл промышленноҫ моди хатӗрленӗ чечек атласӗпе е Америкӑри Pantone Inc компанийӗ йӗркеленӗ пӗр-пӗр тӗсе суйласа илмелли стандартизациленӗ системӑпа килӗшсе тӑмалла[3].
Уяв йӑлисем
Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунӗ — ҫӗршывӗпех паллӑ тӑвакан пӗрлехи уяв. Ҫак кун йӑлана кӗнӗ йӗркепе официаллӑ патшалӑх символӗн пӗлтерӗшне палӑртма тӗрлӗ мероприяти иртет. Вӗсен шутӗнче: президентпа депутатсем салам сӑмахӗсемпе тухса калаҫни, патшалӑх наградисене пани, концертсем, савӑнӑҫлӑ шествисем, спорт ӑмӑртӑвӗсем. Мероприятисене политика партийӗсемпе ҫамрӑксен патриотла пӗрлешӗвӗсен ҫыннисем хутшӑнаҫҫӗ[8]. Тӗп пулӑмсенчен пӗри — Раҫҫей гимнӗпе(выр.)чăв. патшалӑх ялавне чаплӑн ҫӗклени[5].
Чылай культура центрӗсенче, кану учрежденийӗсемпе библиотекӑсенче уяв мероприятийӗсем, лекцисем, онлайн-акцисемпе флешмобсем(выр.)чăв. иртеҫҫӗ. Библиотекарьсем триколор кун-ҫулне халалланӑ кӗнеке куравӗсене хатӗрлеҫҫӗ, тематикӑлла квестсемпе викторинӑсем йӗркелеҫҫӗ. Уява хутшӑнакансене асӑнмалӑх сувенирсем — хӑюсем, галстуксем, патшалӑх символикиллӗ ялавсем — параҫҫӗ.
Ҫуртсемпе урамсене уяв евӗр капӑрлатаҫҫӗ, хӑш-пӗр хулара тӳпене шурӑ, кӑвак тата хӗрлӗ тӗслӗ шарсем яраҫҫӗ[2].
2020 ҫулта парашютистсем Мускав ҫывӑхӗнчи тӳпере 5 пин тӑваткал метр ытла лаптӑклӑ триколор сарнӑ. Вӑл ялавпа пӗрле сикнӗ тӗнчери чи пысӑк ялав пулса тӑнӑ[9].
2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Ӗренпур облаҫӗнчи Подгородняя Покровка ялӗнче Раҫҫей Патшалӑх ялавӗн кунне халалласа ҫӗршыв рекордне тунӑ. Унта пурӑнакансем 1588 метр тӑршшӗ тата 4,5 метр сарлакӑш триколор сарнӑ. Ку ҫитӗнӗве Раҫҫей рекорчӗсен кӗнекине кӗртнӗ[10]. Ҫав ҫулах Тутарстанра пурӑнакансем алӑпа ӑсталанӑ кӗл чечекӗсен бутонӗсенчен тӗнчери чи пысӑк Раҫҫей ялавне пуҫтарнӑ. Бутонсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ регионӗнчен 300 ытла ӑстаҫӑ полимерлӑ тӑмран хатӗрленӗ. Ку ӗҫе Пӗтӗм тӗнчери наци тата тӗнче рекорчӗсене регистрацилекен агентство ҫырса хӑварнӑ[11].
2024 ҫулта Мускав тӑрӑх триколорлӑ ҫӗршер автомобиль Сад унки тӑрӑх ярӑнса тухнӑ. Курск облаҫӗнче хастарсемпе волонтёрсем 2500 тӑваткал метра яхӑн «Курская битва» мемориал комплексӗн территорийӗнче триколор сарса хунӑ. Пятигорскра «Машук» ҫамрӑксен форумне хутшӑннӑ 150 яхӑн ҫын Раҫҫей триколорне пӗр ятлӑ ту тӑррине хӑпартнӑ[2].
2025 ҫулта Ҫамрӑксемпе ӗҫлекен федераллӑ агентство Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунӗ тӗлне Пӗтӗм Раҫҫейри «Тӑван тӑрӑх тӗсӗсем» акци йӗркеленӗ. Вӑл ҫурлан 18-мӗшӗнчен пуҫласа 22-мӗшӗччен иртнӗ. Мероприятисен шутне кӗнӗ: ятарлӑ ҫар операцийӗн ветеранӗсемпе тӗл пулни, флагштоксене(выр.)чăв. юсаса ялавсем вырнаҫтарасси, триколора сарассин церемонийӗ, патшалӑх символикиллӗ хӑю валеҫесси, акцисем, лекцисем, флешмобсем. Проект шайӗнче #ОкнаРоссии акцине хутшӑнакансем ҫуртсен, шкулсен тата офиссен чӳречисене тематикӑллӑ ӳкерчӗкӗсемпе илемлетнӗ, халӑх тетелӗсенче ҫак хештегпа сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ[12].
Ӑнлантарусем
- ^ Указ от 20 августа 1994 г. № 1714. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи ҫурлан 25-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4, 5 День государственного флага России 2025: история и традиции праздника (2025-08-20). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2, 3, 4 История и характеристики государственного флага России (2021-08-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Соболева Н. А. Историческое прошлое российского триколора: факты и мифы // «Военно-исторический журнал». — 2014. — № 8. — С. 53—60.
- ^ 1, 2 22 августа — День Государственного флага Российской Федерации. Управление Министерства юстиции Российской Федерации по Пермскому краю (20 ҫурлан 2025). Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ 1, 2 Высочинский, И.. История Дня Государственного флага РФ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Федеральный конституционный закон от 25.12.2000 г. № 1-ФКЗ. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ «В Ульяновской области пройдёт торжественное шествие в честь Дня Российского флага» (2008--8-22). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Парашютисты развернули самый большой в мире флаг России в небе Подмосковья. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Есть рекорд: в Оренбуржье развернули самый длинный в России триколор (2023-08-19). Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Самый большой в мире флаг России из розочек ручной работы изготовили в Казани. Тӗрӗсленӗ: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
- ^ Цвета Родины: молодёжь по всей стране отметит День Государственного флага(паллӑ мар). Российский Союз Молодежи. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи чӳкӗн 17-мӗшӗ.
Вуламалли
- Антошин, М. К. Государственный флаг Российской Федерации // Герб, флаг и гимн России. Изучение государственных символов Российской Федерации в школе. — М., 2003.
- Вилинбахов, Г. В. Флаги России // Наука и жизнь. 1990. № 12. С. 88-91.
- Дегтярёв, А. Я. История российского флага. Легенды, факты, споры. — М., 2000.
- Пчёлов, Е. В. Рождение российского флага // Государственные символы России — герб, флаг, гимн. — М., 2002. С. 94—98.
- Сапрыков, В. Н. Над Россией флаг России // Наука и жизнь. 1992. № 2. С. 65-68.
Каҫӑсем
- Статья о Дне Государственного флага Российской Федерации на сайте Президентской библиотеки.
- Государственные символы России: документально-публицистический фильм-трилогия / режиссёр: П. Медведев; Санкт-Петербургская студия документальных фильмов. Фильм 2: Флаг России. СПб., 2007—2008.