Раҫҫей офицерӗн кунӗ

Раҫҫей офицерӗн кунӗРаҫҫей Федерацийӗнчи официаллӑ мар уявсенче пӗри, ҫурлан 21-мӗшӗнче палӑртаҫҫӗ. Уява йӗркелекенӗ — «Раҫҫей офицерӗсем» обществӑлла организаци.

Раҫҫей офицерӗн кунӗ — Раҫҫейри мӗнпур хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсенчи командӑлакансен йышне кӗрекен ҫынсен уявӗ.

Истори

Руҫре офицер ҫар званийӗ I Петӗр патшара ларнӑ вӑхӑтра йӗркеленнӗ — дворянсенчен тухнӑ ҫынсенчен вӑл офицер корпусне хатӗрленӗ. XIX ӗмӗр вӗҫӗнче офицер званине сумлӑ йӑхран тухманнисене те пама тытӑннӑ[1].

Октябрьти революци хыҫҫӑн офицер ҫар звани вырӑнне командир теме йышӑннӑ. Апла пулин те ку ята 1943 ҫулта каялла тавӑрнӑ, хальхи вӑхӑтра офицер тесе ҫарти тата Раҫҫейри хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсенчи мӗнпур командӑлакан йыша калаҫҫӗ.

Уяв валли ҫурлан 21-мӗш кунне ахальтен суйламан. Уявламалли куна суйланӑ май Раҫҫей ялавӗн пӗлтерӗшне шута илес тенӗ, ҫапла май ун валли ҫурлан 22-мӗшӗнче паллӑ тӑвакан Раҫҫей Федерацийӗн Патшалӑх ялавӗн кунӗ умӗнхи датӑна суйланӑ.

Уяв официаллӑ шутланмасть пулин те «Раҫҫей офицерӗсем» обществӑлла организаци ӑна патшалӑх шайӗнчи уявсен ретне кӗртмешкӗн Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ патне запрос янӑ.

Уявлани

Уява официаллӑ шайра палӑртман пулин те ӑна тӗрлӗ ҫар хулисенче анлӑ палӑртаҫҫӗ. Гарнизонсемпе Офицерсен ҫурчӗсенче уяв концерчӗсене ирттереҫҫӗ. Хӑш-пӗр чухне хулари лапамсенче те концертсем йӗркелеҫҫӗ.

Ҫак кун хальхи вӑхӑтра офицерсен йышне кӗрекенсене тата ветерансене кил-йышра саламлаҫҫӗ, юлташӗсемпе ҫарта пӗрле хӗсметре тӑракансем салам сӑмахӗсем калаҫҫӗ, хӑйсен ӗҫне тивӗҫлӗ шайра тунишӗн тата тӑван ҫӗршыва хӳтӗленишӗн тав тӑваҫҫӗ.

«Раҫҫей офицерӗсем» обществӑлла организаци президиумӗн председателӗ ҫулсерен офицерсене халалланӑ салам сӑмахӗпе тухса калать[2][3].