Рим кану кунĕсем (фильм)

«Рим кану кунĕсем» (акăл. Roman Holiday) — паллă американ режиссёрĕн Уильям Уайлерăн романлă камичĕ. Фильмра яш еликпе американ циник-репортёрĕн хушшинчи юратăвне кăтартнă. Одри Хепбёрнăн пĕрремĕш сумлă ролĕ, актрисăна вăл «Оскарпа» «Ылтăн глобус» парнесене тивĕçтернĕ.

Сюжет

undefined

Анна — пĕчĕк патшалăх еликĕ. Вăл Рима дипломати турĕпе çитет. Унăн ĕç вăхăтне минутсемпе çырса хунă, титула пула этикет йĕркине тытса пымалла. Балсенче Анна Италин пĕрремĕш çынĕсемпе, урăх патшалăх элчисемпе паллашать, каçхине — ыранхи кун пресс-конференципе ытти пулас ĕçсен йывăррине туйса илсе — хăйне алра тытаймасть, хытă пăлханса каять. Чунне лăплантарас тĕллевпе, тухтăр Аннăна эмельпе йĕплет.

Анчах та елик элчĕлĕх çуртĕнчен вăрттăн тухса тарать. Рим варрипе ирĕк сывлăшпа ăнтăхса çӳрет. Тепĕртакран лăплантару эмелĕпе ĕнтĕркесе Анна паркри парапет çине çывăрма выртать. Çакăнтах, укçалла карт вăййи хыççăн киле кайма тухнă Джо Брэдли американ-репортёрĕ тупать. Таксипе киле çитме Анна пултараймасть — вăл нихçан та хăйпе укçа илсе çӳремест — журналист хĕре пулăшма пулать, машинăпа Анна ăсатса ярас тет. Хĕр Колизейре пурăнатăп тесе хурав парать, вара Джо палламан хĕре хăйĕн хваттерне çывăрма илсе каять.

undefined

Йĕри-таврари пулăмпа елик чунĕ çав тери хӳхĕмленсе каять. Выртма хатĕрленсе, вăл Брэдлие хывăнма пулăшма ыйтнипе тĕлĕнтерсех ярать. Репортёр ăна вăхăтлăха пĕчченех хăварать, таврăнсан, хĕр унăн кравачĕ çине выртнине курать те кушеткă çине куçарать. Çак самантрах астул кăнарĕ çухалнине элчелĕхре пĕлеççĕ.

Ирпе вăранса, Джо хăй еликĕн пресс-конференцине сиктернине ăнкартса илет. Хăйĕн боссĕ — мистер Хеннеси — патне çитсе анчах еликпе калаçнă пирки хыпарлать. Хеннеси кулăшласах унăн ултавне çие кăларать, ексĕллент сасартăк чирленĕ пирки пĕлтерет. Вăл Брэдлие Анна фотоӳкерчĕкне кăтартать, йĕкĕт хăйĕн патĕнче ыйхăна путнă палламан хĕр елик иккенне сисет. Брэдли самантрах хăйĕн аллине çак чăн сенсаци лекнине ăнкартса илет.

undefined

Брэдли хăй хваттерне шăнкăравлать, елик ваннăра çăвăнать, иккен. Журналист хăйĕн пулас ятарлă хыпар материалне сăнӳкерчĕкĕсем çапса илсе капăрлатас тĕллевпе Ирвин Радович фотографа (Эдди Альберт) чĕнет. Çăвăнса тухса, Анна, Брэдлипе сыв пуллашать те, Рим урамĕсемпе уçăлса çӳреме тухса каять. Репортёр вăрттăн йĕрлесе утать. Анна парикмахер патне кĕрсе çӳçне кĕскетет, хыççăнах ăна Джо ăнсăртран тенĕ пек тĕл пулать.

Рольсенче

Парнесемпе палăртусем

undefined

Кунта паллă парнесемпе палăртусене кăтартнă. Тулли йышне IMDb.com çинче пăхăр.

Парнесем

Палăртнисем (Номинацисем)

Кăсăк фактсем

Каçăсем