Романов Владимир Иванович (вӑрманҫӑ)

 

Романов Владимир Иванович (1957 ҫулхи ҫӗртмен 18-мӗшӗ, Хватукасси, Хӗрлӗ Чутай районӗ, Чӑваш АССР) — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи.

Пурнӑҫӗ

1957 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗнчи Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Хватукасси ялӗнче ҫуралнӑ. Мишеркасси вӑтам шкулӗнчен (1974), Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнчен (1976), Мари патшалӑх политехника институтӗнчен (1983) вӗренсе тухнӑ. 1976—1978 ҫулсенче Совет Ҫарӗнче медицина службин старшини пулса хӗсметре тӑнӑ. Институт хыҫҫӑн Хӗрлӗ Чутай вӑрман хуҫалӑхӗн Пантьӑк лесничествин лесничийӗ (1983—1987), Сӗнтӗрвӑрри вӑрман техникумӗнче ятарлӑ дисциплинӑсен вӗрентӳҫи (1987—1989), Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫутҫанталӑка сыхлакан комитечӗн председателӗ (1989—2008)пулса ӗҫленӗ. Вӑл пуҫарнипе Хӗрлӗ Чутай районӗнче Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи М. А. Овчинников тата СССР халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ В. Н. Мерзлайкин (1996) ячӗллӗ премисем йӗркеленӗ, Пантьӑк лесничествинче парк, хурт-хӑмӑр утарӗ никӗсленӗ. 2009 ҫулта Хӗрлӗ Чутай районӗ республикӑра чи малтан «Экологи тӗлӗшӗнчен таса район» сертификат илнӗ. «Районӑн экологи тӑрӑмӗ ҫинчен» брошюра авторӗ (1997). Депутатсен район Пухӑвӗн депутачӗ (2001—2005 ҫҫ.), Пантьӑк ял тӑрӑхӗн депутачӗ пулнӑ.

Хисепӗсем

Ӑнлантарусем

Вуламалли

  • Юнусов Д.Р., Петрова Т.Г., Николаев В. Д. По труду и честь. — Новое время, 2023. — С. 131—132. — 168 с.

Каҫӑсем