Русаков Светозар Кузьмич

Русаков Светозар Кузьмич, — вырăс художник-мультипликатор. 1923 çулхи ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче Мускав облаҫӗнчи Тучков хулинче çуралнă. 2006 çулхи çурла уйăхĕн 15-мĕшĕнче Мускавра çĕре кĕнĕ.

Пурнăçĕ

Вăтам шкул хыççăн Тĕп пионерсен çуртĕнчи ӳнер студийĕнче вĕреннĕ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуçламăшĕнче ăна Мускаври комсомол ТК Смоленск патне ĕç фронтне янă.

Новосибирскри «ТАСС чӳречисенче» (Окна ТАСС), тата «Хĕрлĕ çăлтăр» çар хаçатĕнче ĕçленĕ. 1943 çулта çара лекнĕ.

Вăрçăран таврăнсан Калинин ячĕллĕ ӳнерпе промышленность училищине вĕренме кĕнĕ. Ăна вĕренсе пĕтерсен ВГИКăн ӳнер факультетĕнче пĕлӳ пухма тытăннă. Ăна вал 1956 çулта питĕ лайăх паллăсемпе пĕтернĕ. Ун хыççăн вăл «Союзмультфильм» киностудире художник-постановщик пулса ĕçленĕ. 1986 çулта тивĕçлĕ кануна тухнă.

Ӗçĕсем

Светозар Русаков «Ну, погоди» (Эх, тăхта!) мультфильма ӳкерекенсенчен пĕри. Çавăн пекех унăн ĕçĕсен шутĕнче «Шайбу! Шайбу!», «Попался, который кусался», тата ытти мультфильмсем.

Категорисем