Сăваплăха Çырни
Сăваплăха Çырни — авраам тĕнĕсенче (иудаизм, христианлăх тата ислам) — сăваплăх кĕнекисен пуххи.
Иудаизм
Иудаизм тĕнĕнче Танах (еврейсен Библийĕ) Сăваплăха Çырни шутланать[1].
Сахал йышлă самарянсем (йышĕ – 796 çын, 2017 çул тĕлне)[2] хăйсен тĕнĕпе Сăваплăх Çырни вырăнне Самарянсен Пиллĕк кĕнекине (ăна уйрăмла самарян çырăвĕпе çырнă) çеç йышăнаççĕ, Танахра çырнă турă сăмахĕсемпе килĕшмеççĕ[3].
Христианлăх
Христианлăхра Сăваплăха Çырни шутне Кивĕ Халал (Танах тата хушма сăваплăх кĕнекисем) тата Çĕнĕ Халал кĕреççĕ, иккĕшне пĕрле вара Библи теççĕ[4]. Çĕнĕ Халал, уйрăмах Евангели, Библире христиансемшĕн чи кирли пулать[5].
Ислам
Исламра Сăваплăха Çырни шутне Коран çеç кĕрет, ытти сăваплăх кĕнекисем, Коранран малтараххисене — Таурат (Моисейĕн Пиллĕк кĕнеки), Забур (Псалтирь), Инджиль (Евангели) — мăсăльмансем пĕр хушă кăна йышăннă пулнă, каярах вĕсене пăрахăçланă[6]. Матфей, Марк, Лука тата Иоанн евангелисене мăсăльмансем йышăнмаççĕ, вĕсемшĕн Иса (Иисус Христос) çине Турă ярса панă вĕрентни (канон кĕнеки) пулнă, анчах та ăна çухатнă[7].
Çав. пекех
Асăрхавсем
- ^ Электронлă еврей энциклопединче статья пур «Библия»
- ^ The Samaritan Update Retrieved 1 January 2017.
- ^ Мень А. . — М.: Фонд имени Александра Меня. — Т. 3. — С. 78—80. — 526 с. — ISBN 5-89831-028-2.
- ^ Э.Н.П. . — М.: Церковно-научный центр «Православная энциклопедия». — Т. V. — С. 89-97. — 752 с. — 39 000 экз. — ISBN 5-89572-010-2.
- ^ Епископ Александр (Семёнов-Тян-Шанский). Православный катехизис. Божественное Откровение. (Священное Писание и Священное Предание)
- ^ Кутуб ас-Самавия // Исламский энциклопедический словарь. — М.: Ансар, 2007. 2011 ҫулхи юпан 1-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Библия // Исламская энциклопедия 2022 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче архивланӑ.
Литература
- Лопухин А. П. Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — 1890—1907.