Садыгов Гусейнага Алескер оглы
Гусейнага Алескер оглы Садыгов (азерб. Hüseynağa Sadıqov; 21.3.1914, Баку, Баку кĕпĕрни, Раҫҫей империйӗ — 23.2.1983, Баку, Азербайджан ССР, ССРП) — совет кино актёрĕ. Азербайджан патшалăхĕн çамрăксен театрĕн артисчĕ[1], Азербайджан ССР халăх артисчĕ (1979).
Биографи
Гусейнага Садыгов 1914 çулта пушăн 21-мĕшĕнче Бакура çуралнă.
1931 çултанпа актёр Азербайджан патшалăхĕн çамрăксен театрĕн труппинче 50 çул хĕсметре тăнă. Пĕрремĕш ролĕсем - Хоруз Баба тата Пири Баба.
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Гусейнага Садыгов çапăçу лăплансан салтаксем валли тĕрлĕрен спектакльсем кăтартса хавхалантарнă. Вăл икĕ хутчен йывăррăн суранланнă, сывалсан фронта таврăннă, Берлина çитнĕ. Ăна «Хĕрлĕ Çăлтăр» орденĕпе чысланă. Çаплах «Хăюлăх», «Кавказа хӳтĕленĕшĕн» тата «Тăван Çĕршывăн 1941–1945 çулсенчи Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ.
Садыгов «Арăм манăн, ачасем те манăн», «Панулми панулмиех», «Çăкăр çурмалла», «Аладдинăн асамлă лампи», «Тăватă вырсарникун», «Асамлă халат» фильмсенче вылянă. Пурĕпе 30 ытла фильмра рольсене сăнарланă, нумайăшĕ эпизодрисем кăна пулнă. Хăйĕн юлашки «Манăн асаттен асатти» фильмĕнче[2] тĕп роле сăнарланă.
1956 çулхи утăн 1-мĕшĕнче Гусейнага Садыгов Азербайджан ССР тава тивĕçлĕ артисчĕ, 1979 çулхи нарăсăн 9-мĕшĕнче — Азербайджан ССР халăх артисчĕ хисеплĕ ята тивĕçнĕ.
Актёр Баку хулинче 1983 çулхи нарăсăн 23-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Фильмографи
- 1962 — Телефонистка — ĕçлекен
- 1964 — Асамлă халат — визирь
- 1965 — Парăнман батальон — фельдфебель
- 1966 — Аладдинăн асамлă лампи — аслă визирь
- 1969 — Çăкăр çурмалла — Паша Пашаевич
- 1970 — Манăн çичĕ ывăлсем — Козёл (спектакльти персонаж)
- 1972 — Телейлĕ пулăр, хĕрачасем! — Гамбар
- 1975 — Тăватă вырсарникун — Асад
- 1975 — Панулми панулмиех — Надир
- 1977 — Çуралнă кун — Аля ашшĕ
- 1978 — Арăм манăн, ачасем те манăн — чыслакан
- 1981 — Пирĕн асаттен асатти — Асатте
Асăрхавсем
- ^ . — Главное архивное управление. — Т. III. — С. 345.
6368 САДЫГОВ Гусейнага Алескер оглы (р. 1914), артист Азерб. ТЮЗ. ЦГАЛИ АзССР, ф. 402, 20 д., 1929—1970.
- ^ В Баку прошёл вечер памяти народного артиста Гусейнаги Садыхова. Пӑхнӑ кун: 2013 ҫулхи акан 17-мӗшӗ. Архивланӑ 2013 ҫулхи нарӑсӑн 18-мӗшӗ.
Каҫӑсем
- Садыгов Гусейнага Алескер оглы(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче