Сандра Буллок

Са́ндра Анне́тт Бу́ллок (акӑлч. Sandra Annette Bullock, МФА: [ˈsændrə 'bʊlək]); ҫур. 1964 ҫулхи утӑн 26-мӗшӗ, Арлингтон[d], Вирджини) — американ актриси тата продюсерӗ. «Оскар» (2010) тата «Ылтӑн глобус» (2010) премисен «Чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ» номинацири лауреачӗ.

1990-мӗш ҫулсенче «Хӑвӑртлӑх», «Эсӗ ҫывӑрнӑ чухне» тата «Мисс Конгениальность» фильмсенче вылянӑ хыҫҫӑн чапа тухнӑ. 2010 ҫулта «Курӑнман ен» драмӑри рольшӗн «Оскара» тивӗҫнӗ. Fortis Films продюсер компанийӗн хуҫи.

Пурнӑҫӗ

Малтанхи ҫулӗсем

1964 ҫулта Арлингтонра (Виргини штачӗ, АПШ) ҫуралнӑ. Амӑшӗ — Хельга Мейер (1942—2000), нимӗҫ опера юрӑҫи. Ашшӗ — Джон Буллок (1925—2018), вокал вӗрентекенӗ. Кӗҫӗн йӑмӑкӗ Джезин юрист пулса тӑнӑ. Сандра 11 ҫулта чухне ашшӗпе амӑшӗ уйрӑлнӑ.

12 ҫул тултариччен Сандра тӗппипе Германире (Нюрнбергта) пурӑннӑ, балетпа тата вокалпа аппаланнӑ, амӑшӗ хутшӑнакан спектакльсенче пӗчӗк рольсене вылянӑ. Нимӗҫ чӗлхипе ирӗклӗ калаҫать. Каярах ҫемье АПШ-на таврӑннӑ. Сандра Тухӑҫ Каролина университетне вӗренме кӗнӗ, унта вӑл драма ӳнерне вӗреннӗ, анчах вӗренсе пӗтермесӗрех актёр карьерине пуҫлас тесе Нью-Йорка куҫнӑ. Кастингсене ҫӳренӗ май вӑл официантка тата бармен пулса ӗҫленӗ, актёр ӑсталӑхӗн курсне ҫӳренӗ[3].

Карьера

Карьерине Лос-Анджелесра телепроектсенчи рольсенчен пуҫланӑ. Пӗрремӗш пӗлтерӗшлӗ ӗҫӗ — «Ӗҫлӗ хӗр» (1990) ситкомри роль (ку пӗрешкел ятлӑ фильмӑн телеадаптацийӗ пулнӑ).

1993 ҫулта «Аркатакан» фантастика боевикӗ (тӗп рольсенче Сильвестр Сталлоне тата Уэсли Снайпс) тухнӑ хыҫҫӑн актриса чапа тухнӑ. Прокатра хӑйне ӑнӑҫлӑ кӑтартнӑ «Хӑвӑртлӑх» (1994) боевикри тӗп роль актрисӑн ятне самай ҫирӗплетнӗ. «Эсӗ ҫывӑрнӑ чухне» (1995) романтика каитӗнчи рольшӗн Буллока пӗрремӗш хут «Ылтӑн глобус» премине илме тӑратнӑ.

2000 ҫулта «Мисс Конгениальность» фильм тухни актрисӑна тепӗр хут анлӑ чапа кӑларнӑ, ӑна каллех «Ылтӑн глобус» илме тӑратнӑ. Малаллахи ҫулсенче вӑл коммерци енчен ӑнӑҫлӑ картинӑсенче вылянӑ: «Пӗлтерӳллӗ юрату», «Ҫапӑнни», «Кӳлӗ хӗрринчи ҫурт», «Сӗнӳ».

2009 ҫул актриса карьеринче пӗлтерӗшлӗ пулса тӑнӑ: вӑл «Курӑнман ен» спорт драминчи Ли Энн Туи ролӗшӗн «Оскар»(выр.)чăв., «Ылтӑн глобус» тата АПШ киноактёрсен гильдийӗн премийӗсене тивӗҫнӗ. Кӑсӑклӑ факт: «Оскар» иличчен пӗр кун маларах Буллок хӑйне «Стив ҫинчен пӗтӗмпех» фильмри чи начар актриса тесе «Ылтӑн хӑмла ҫырли» антипремине илме пынӑ пулнӑ. Ҫапла вара вӑл пӗр ҫул хушшинче «Оскар» тата «Ылтӑн хӑмла ҫырли» илекен пӗртен-пӗр актриса пулса тӑнӑ[4].

2013 ҫулта Альфонсо Куаронӑн «Гравитаци» технотриллерӗнче тӗп роле вылянӑ, ҫак ӗҫшӗн ӑна каллех «Оскар» илме тӑратнӑ.

2022 ҫулта, «Ҫухалнӑ хула» тата «Пульӑран хӑвӑртрах» фильмсем тухнӑ хыҫҫӑн, Буллок карьеринче вӑхӑтлӑха тӑхтав илни ҫинчен пӗлтернӗ. Сӑлтавӗ — кӑмӑл-туйӑм енчен самай ывӑнни тата ачисемпе нумайрах вӑхӑт ирттересшӗн пулни[5].

Бизнес тата ыркӑмӑллӑх

Остинра унӑн «Bess Bistro» ресторан (2015 ҫулта хупӑннӑ) тата «Walton’s Fancy and Staple» пекарня-лавкка пулнӑ. Хӑйӗн ыркӑмӑллӑх ӗҫӗпе паллӑ: ҫутҫанталӑк инкекӗсем пулнӑ чухне Тӗнчери Хӗрлӗ Хӗрес комитетне темиҫе хут та пӗршер миллион доллар куҫарнӑ.

Харпӑр пурнӑҫӗ

20 ҫулта чухне Жан-Мишель Винсент актёра качча тухнӑ, анчах вӗсен мӑшӑрлӑ пурнӑҫӗ вӑраха пыман. Тӗрлӗ вӑхӑтра Алек Болдуин, Тейт Донован, Мэттью Макконахи(выр.)чăв. тата Райан Гослинг актёрсемпе ҫывӑх хутшӑнура пулнӑ.

2005 ҫулта Джесси Джеймс телеведущипе ҫемье ҫавӑрнӑ. 2010 ҫулхи пуш уйӑхӗнче, Буллок «Оскар» илнӗ хыҫҫӑнах, пресса Джеймс арӑмне улталанӑ пирки пӗлтернӗ. 2010 ҫулхи ака уйӑхӗнче актриса уйрӑлма документсем панӑ, ҫав ҫулах вӗсем уйрӑлнӑ.

Сандра Буллокӑн усрава илнӗ икӗ ача пур:

  • Ывӑлӗ Луи Бардо (2010 ҫур.), 2010 ҫулхи ака уйӑхӗнче усрава илнӗ (усрава илесси Джеймспа пӗрле пурӑннӑ чухнех пуҫланнӑ пулнӑ, анчах ӗҫе Буллок пӗччен вӗҫленӗ).
  • Хӗрӗ Лейла (2012 ҫур.), 2015 ҫулта опека органӗсенчен усрава илнӗ[6].

2015 ҫултанпа Брайан Рэндалл фотографпа пӗрле пурӑннӑ. 2023 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 5-мӗшӗнче Рэндалл 57 ҫулта вилнӗ (сӑлтавӗ — амиотрофиллӗ айкки склерозӗ, БАС). Мӑшӑр диагноза никама та пӗлтермен[7].

Фильмографи

Ҫул Чӑвашла ячӗ Оригиналлӑ ячӗ Роль
1987 ф Палачи Hangmen Лиза Эдвардс
1989 тф Бионическая разборка Bionic Showdown: The Six Million Dollar Man and the Bionic Woman Кейт Мейсон
1989 с Начиная с нуля Starting from Scratch Барбара Уэбстер
1989 ф Кто стрелял в Пэта? Who Shot Patakango? Девлин Моран
1989 тф Убийство выпускницы The Preppie Murder Стейси
1989 ф Корпорация «Религия» Religion, Inc. Дебби Косгроу
1990 тф Лаки / Шансы Lucky Chances Мария Сантанджело
1990 с Ӗҫлӗ хӗр Working Girl (TV series) Тэсс Макгилл
1992 ф Любовный напиток № 9 Love Potion Nr.9 Диана Фарроу
1993 ф Исчезновение The Vanishing Диана Шейвер
1993 ф Вечеринка в Беверли Хиллз When the Party's Over Аманда
1993 ф То, что называют любовью The Thing Called Love Линда Лу Линден
1993 ф Аркатакан Demolition Man Ленина Хаксли
1993 ф Амазонка в огне Fire on the Amazon Алисса Ротман
1993 ф Я боролся с Эрнестом Хемингуэем Wrestling Ernest Hemingway Элейн
1994 ф Хӑвӑртлӑх Speed Энни Портер
1994 ф Я и мафия Me And The Mob (Who Do I Gotta Kill?) Лори
1995 ф Эсӗ ҫывӑрнӑ чухне While You Were Sleeping Люси Мотератц
1995 ф Сеть The Net Анжела Беннетт
1996 ф Двое у моря Two If By Sea Роз
1996 ф Вӑхӑт вӗлерме A Time To Kill Эллен Роарк
1996 ф В любви и войне In Love and War Агнес фон Куровски
1997 ф Скорость 2: Контроль над круизом Speed-2: Cruise Control Энни Портер
1998 ф Проблески надежды Hope Floats Бирди Притт
1998 кӗск. Делая сэндвичи Making Sandwiches Melba Club
1998 ф Практическая магия Practical Magic Салли Оуэнс
1998 мф Принц Египта The Prince of Egypt Мириам
1999 ф Силы природы Forces of Nature Сара Льюис
2000 ф Супершпион Gun Shy Джуди Типп
2000 ф 28 дней 28 Days Гвен Каммингс
2000 ф Мисс Конгениальность Miss Congeniality Грэйси Харт
2002 ф Отсчёт убийств Murder By Numbers Кэсси Мейвитер
2002 ф Божественные тайны сестричек Я-Я Divine Secrets of the Ya-Ya Sisterhood Сиддали «Сидда» Уолкер
2002 ф Пӗлтерӳллӗ юрату Two Weeks Notice Люси Келсон
2002—2004 с Джордж Лопес George Lopez Эми
2004 ф Ҫапӑнни Crash Джин Кабот
2005 ф Любимчик Loverboy миссис Харкер
2005 ф Мисс Конгениальность 2: Прекрасна и опасна Miss Congeniality 2: Armed and Fabulous Грэйси Харт
2006 ф Кӳлӗ хӗрринчи ҫурт The Lake House Кейт Форстер
2006 ф Ятсӑр чап Infamous Харпер Ли
2007 ф Сикӗм Premonition Линда Хансон
2009 ф Сӗнӳ The Proposal Маргарет Тейт
2009 ф Стив ҫинчен пӗтӗмпех All About Steve Мария Хоровиц
2009 ф Курӑнман ен The Blind Side Ли Энн Туи
2011 ф Жутко громко и запредельно близко Extremely Loud & Incredibly Close Линда Шелл
2013 ф Копы в юбках The Heat агент Сара Эшборн
2013 ф Гравитаци Gravity доктор Райан Стоун
2013 кӗск. Анингак Aningaaq Райан Стоун
2015 мф Миньонсем Minions Скарлет Оверкилл
2015 ф Наш бренд — кризис Our Brand Is Crisis Джейн Бодин
2018 ф Восемь подруг Оушена Ocean's Eight Дэбби Оушен
2018 ф Птичий короб Bird Box Мэлори Хэйс
2021 ф Каҫарми The Unforgivable Рут Слейтер
2022 ф Ҫухалнӑ хула The Lost City Лоретта Сейдж
2022 ф Тӑхшар пулирен хӑвӑртрах Bullet Train Мария Битл

Наградӑсемпе номинацисем

Наградӑсемпе номинацисен тулли списокӗпе IMDb сайтӗнче паллашма пулать[8].

Премисем

  • 2014 — «Сатурн» премийӗ — чи лайӑх актриса, «Гравитаци» фильмшӑн;
  • 2010 — «Оскар» премийӗ — чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Курӑнман ен» фильмшӑн;
  • 2010 — «Золотой глобус» премийӗ — драмӑри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Курӑнман ен» фильмшӑн;
  • 2010 — АПШ киноактёрсен гильдийӗн премийӗ — чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Курӑнман ен» фильмшӑн;
  • 2010 — «Ылтӑн хӑмла ҫырли» премийӗ — чи начар хӗрарӑм ролӗ тата чи начар экран дуэчӗ (Брэдли Куперпа пӗрле), «Стив ҫинчен пӗтӗмпех» фильмшӑн;
  • 2006 — АПШ киноактёрсен гильдийӗн премийӗ — «Ҫапӑнни» фильмри чи лайӑх актёр составӗ;
  • 1995 — «Сатурн» премийӗ — чи лайӑх актриса, «Хӑвӑртлӑх» фильмшӑн.

Номинацисем

  • 1996 — «Ылтӑн глобус» премийӗ — комедири е мюзиклти чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Эсӗ ҫывӑрнӑ чухне» фильмшӑн
  • 2001 — «Ылтӑн глобус» премийӗ — комедири е мюзиклти чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Мисс Конгениальность» фильмшӑн
  • 2010 — «Ылтӑн глобус» премийӗ — комедири е мюзиклти чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Сӗнӳ» фильмшӑн
  • 2014 — «Оскар» премийӗ — чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Гравитаци» фильмшӑн
  • 2014 — «Ылтӑн глобус» премийӗ — драмӑри чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Гравитаци» фильмшӑн
  • 2014 — BAFTA премийӗ — чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Гравитаци» фильмшӑн
  • 2014 — АПШ киноактёрсен гильдийӗн премийӗ — чи лайӑх хӗрарӑм ролӗ, «Гравитаци» фильмшӑн

Ӑнлантарусем

  1. ^ Sandra Bullock // Filmportal.de — 2005.
  2. ^ Sandra Bullock // FemBio-Datenbank (нем.)
  3. ^ Сандра Буллок. Биография. РИА Новости (26 утӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  4. ^ Худшие из лучших. 5 актёров, у которых есть «Оскар» и «Золотая малина». Аргументы и факты (20 утӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи юпан 3-мӗшӗ.
  5. ^ Сандра Буллок временно уходит из кино. Film.ru (21 ҫӗртмен 2022). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  6. ^ World Exclusive: Meet Sandra Bullock's Baby Boy! (англ.). People (28 акан 2010). Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.
  7. ^ Возлюбленный Сандры Буллок умер после борьбы с тяжелой болезнью. РБК (8 ҫурлан 2023). Пӑхнӑ кун: 2026 ҫулхи кӑрлачӑн 27-мӗшӗ.
  8. ^ Sandra Bullock Awards. IMDb. Пӑхнӑ кун: 2023 ҫулхи авӑнӑн 28-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Темӑпа ҫыхӑннисем