Сатоси Тадзири

Сатоси Тадзири — (яп. 田尻智 Тадзири Сатоси, ҫур. 1965 ҫулхи ҫурлан 28-мӗшӗ[1], Сэтагая[d], Токио) — яппун геймдизайнерӗ, вӑйӑсем, мангăсем тата «Покемон» сериала тӑвакан. IGN[2] версийӗпе вӑл ҫӗр чи лайӑх геймдизайнерсен списокне кӗнӗ.

Тадзири «Покемон» вӑйӑсен серийӗпе Pokеmon Ruby & Sapphire вӑйӑ тухиччен ӗҫленӗ; ун чухне вӑл ӗҫ вырӑнне улӑштарса ӗҫ тӑвакан продюсер пулса тӑрӑшнӑ, хальхи вӑхӑтччен те ҫав ӗҫре тӑрмашать. Ҫак вырӑнтах вӑл 2022 ҫулта Pokеmon Scarlet and Violet вӑййа кӑларас ӗҫе те хутшӑннӑ[3].

Ачалӑхӗ

1965 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Токио ҫывӑхӗнчи Матида хулинче Nissan фирмӑра сутакан пулса ӗҫлекен кил хуҫипе унӑн арӑмӗн ҫемйинче ҫуралнӑ. Вăл ачаранпах хурт-кӑпшанкӑ тытассипе — Японири вӑл вӑхӑтри йӑпанупа — кӑсӑкланнӑ. Ачасем вӑл вӑхӑтра чӗрӗ хурт-кӑпшанкӑ тытнӑ, вӗсенсен коллекцисем хатӗрленӗ, юлташӗсемпе ылмашӑннӑ. Сатоси хурт-кӑпшанкӑ тытма питӗ ӑста танатасем — ахаль çилĕмлисенчен пуҫласа механикӑллисем таранах — ӑсталанӑ. Унӑн нӑрӑсен пуххи питӗ пысӑк пулнӑ — тусĕсем ӑна «Доктор Жук»[4] тесе ят та панӑ. Ҫитмӗлмӗш ҫулсенче вӑл Токиона куҫса кайнӑ. Унта нӑрӑсем тытма юрăхлă вӑрмансем пулман. Ун чухне вара Тадзири хӑй валли ҫӗнӗ йӑпану тупнӑ, ҫак йӑпану — видеовӑйӑсем — каярахпа унӑн пурнӑҫӗн ӗҫӗ пулса тӑнӑ.

Game Freak

1981 ҫулта Сатоси Sega Enterprises компани йӗркеленӗ премие выляса илнӗ хыҫҫӑнхи тапхăра илсен вӑл унӑн вăйă карьерин пуçламăшĕ пулса тӑнӑ теме пулать. Вӑйӑ индустрийи никӗсленме кӑна пуҫланӑран вӗсем ҫинчен пичет кӑларӑмсем пулман. Мал курӑмлӑ Сатоси вара 1982 ҫулта Японири видеовӑйӑсем пирки пӗрремӗш журнала — Game Freak ятлине — никӗҫленӗ. Хӑйӗн кӑмӑлӗпе кӑларакан журналӗнче вӑл ҫӗнӗ вӑйӑсене сӑнласа панӑ тата киввисен вӑрттӑнлӑхӗсене уҫса панӑ. 1984 ҫулта Сатоси Famicom вӑйӑ платформине халалланӑ ятарлӑ кӑларӑмсенче вӑйӑсем ҫинчен статьясем ҫырать, радиопа телекураври передачӑсенче те хутшăнать. Унӑн тусӗ, Кэн Сугимори, журнал валли ӳкерчӗксем хатӗрленӗ. Журнал хакӗ 300 иена пулнӑ, пӗр кӑларӑм 28 страницӑран тӑнӑ.

Аслӑ шкулта Тадзири вӗренме пӑрахнӑ тесен те йӑнӑш мар. Аран-аран вӑтам пӗлӳ илсе, вăл, тӑванӗсем ӳкӗтленӗ пулин те, института е колледжа вӗренме кӗмен, вӑйӑ бизнесӗнче[5] ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл Сигэр Миямото паллӑ разработчикӑн (Mario, The Legend of Zelda тата Donkey Kong ярӑмлӑ вӑйӑсен авторӗ) вăййисемпе кăсăкланса кайнӑ. 1987 ҫулта унӑн Quinty (Америкӑпа Европӑра Mendel Palace ятпа паллӑ) пӗрремӗш вӑййи тухнӑ. Тепӗр 2 ҫултан вӑл Game Freak вӑййисем хатӗрлекен ушкӑна йӗркеленӗ, ятне кивӗ журнал ятӗнчен илнӗ. Game Freak Jerry Boy (1991), Mario & Wario (1993[6]), Yoshi’s egg (1994), Pulseman (1994)[7] вӑйӑсен йышне хатӗрленӗ. 1990 ҫулта Тадзири «Упаковкӑсен ҫӗршывӗ — ҫамрӑклӑхран пуҫланакан видеовӑйӑсен историйӗ» кӗнеке ҫырнӑ, унта вӑл хӑйӗн ҫамрӑклӑхĕнче вӑйăсемпе мӗнле кӑсӑкланнине ҫырса кӑтартнӑ.

«Покемон»

1989 ҫулта Game Boy портативлӑ консоль сутлӑха тухнӑ. Унӑн уйрӑмлӑхӗ — ятарлӑ проводпа икӗ приставкӑна пӗрлештерсе тепĕр вӑйӑҫпа выляма май пулнӑ. Провод урлӑ консольсем пĕр-пĕринпе информаципе ылмашӑннӑ. Ҫынсемсарнӑ халап тӑрӑх, нӑрӑ провод ҫине улӑхса ларнине курсан Тадзири пуҫӗнче вӑйӑ шухӑшӗ йӗркеленнӗ: вӑйăра монстрсене аталантарма, вӗсемпе туссемпе ылмаштарма, тулли пухмачсем пухма май пулмалла пулнӑ. Ҫакӑ ӗнтӗ вӑл ачалӑх вӑхӑтӗнче хурт-кӑпшанкӑ пухса пуҫтаракан йӑпанупа тачӑ ҫыхӑнни каламасӑрах паллӑ[8]. 1990—1996 ҫулсенче Тадзири Pocket Monsters ятлă пач ҫӗнӗ вӑйăпа ĕçленӗ, вăл тата «Покемон» ятпа та паллă. Вăйăн пĕрремĕш ячĕ Capumon пулнӑ, анчах та Capumon ята маларах суту-илӳ марки пек регистрациленӗрен, вӑйӑ ятне Pocket Monsters, е Pokémon ят ҫине ылмаштарнă.

Сатосине вӑййа тума вӑрах вӑхӑт кирлӗ пулнӑ — вӑл чӑннипех те калама çук чаплă ĕç хатӗрлесшӗн пулнӑ. Ҫав вӑхӑталла Game Boy малтанхи пекех питӗ популярлӑ пулман, çавăнпа та Pocket Monsters ӑнӑҫлӑ япала пулса тухасса никам та шанман. Тадзирин хӑйӗн ӗҫченӗсене[5] тӳлевсӗр ӗҫлеттерме те тивнӗ. Анчах кӗтмен ҫӗртен ӑна пулӑшакан тупӑннӑ — Сигэра Миямото покемонсемпе ҫыхӑннӑ икӗ пӗрремӗш вӑййа — Pocket Monsters Red-а тата Pocket Monsters Green-а — кӑларма пулӑшать. Вӑйӑ тӑрӑх кӗҫех аниме тухать, унти тӗп сӑнарӗ Сатоси ятлӑ, унӑн тӗп тӑшманӗ — Сигэра. Хальхи вӑхӑтра Тадзири ҫӗнӗ вӑйӑсем хатӗрлессипе ӗҫлет. Покемонасӑр пуҫне Сатоси Тадзири Game Boy Advance платформа валли Drill Dozer вӑйă хатӗрленӗ.

Вилни ҫинчен суя хыпар

2011 ҫулхи пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче 08 сехет те 54 минутра Twitter-та Японире ҫӗр чӗтреннӗ вӑхӑтра Тадзири вилни пирки ҫирӗплетмен хыпар вырнаҫтарнӑ. Ҫакӑн хыҫҫӑн унӑн пурнӑҫӗ татӑлни пирки калакан хыпарсем блогсенче, хыпар сайчӗсенче, вӑйӑсемпе тата анимепе[9] ҫыхӑннӑ сайтсенче вырнаҫма пуҫланӑ. Анчах та информаци пирки Nintendo of America суя тесе пӗлтернӗ, Nintendo-н Японири ӗҫченӗсем, вӑл шутра Тадзири те, шар курманнине, укҫа тенкӗ тӗлӗшӗнчен пысӑк ҫухатусем[10] тӳсменнине çирӗплетнĕ.

Интереслӗ фактсем

  • Сатоси Тадзирин Аспергер синдромӗ аталаннӑ. Nintendo ӗҫтешӗсем ӑна «креативлӑ та никрес, анчах тӗлӗнмелле ӗҫсем тӑвакан» çын пек сăнласа кӑтартаҫҫӗ, ҫакӑ асăннă синдром палӑрнипе пӗр килет. Тадзири хӑй ҫакна ҫирӗплетнĕ, анчах ку тӗлӗшпе комментари паман[11].
  • Time журнала интервью панă чух Тадзири хăй 24 сехет ӗҫленине, 12 сехет ҫывӑрнине каланӑ — ун сăмахĕсем тӑрӑх, ку ӑна лайӑхрах ӗҫлеме пулӑшать.

Ăнлантарусем

  1. ^ 1, 2 Satoshi Tajiri // Babelio (фр.) — 2007.
  2. ^ Top 100 Game Creators of All Time. IGN. News Corporation (2009). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  3. ^ https://scarletviolet.pokemon.com/en-us/. scarletviolet.pokemon.com. Пӑхнӑ кун: 2025 ҫулхи авӑнӑн 23-мӗшӗ.
  4. ^ The Ultimate Game Freak
  5. ^ 1, 2 Chua-Eoan, Howard, Tim Larimer. Beware of the Pokemania, Time, Time Inc. (1999-11-14). 2013 ҫулхи кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2010 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  6. ^ Peterson, Helen. King of Craze Too Shy For Spotlight Pifather Is an Introvert, Daily News, Mortimer Zuckerman (1999-11-15). 2021 ҫулхи нарӑсӑн 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2010 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ.
  7. ^ Pulseman. MobyGames. (2010). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  8. ^ Nutt, Christian The Art of Balance: Pokémon's Masuda on Complexity and Simplicity. Gamasutra. United Business Media (3 акан 2009). Пӑхнӑ кун: 2010 ҫулхи юпан 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  9. ^ IBTimes Staff Reporter. 'Pokemon' creator Satoshi Tajiri rumored to have died in Japan earthquake. International Business Times (12 пушӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2011 ҫулхи пушӑн 12-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  10. ^ Nintendo of America (NintendoAmerica). Post by NintendoAmerica. Twitter (11 пушӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ. Архивланӑ 2012 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗ.
  11. ^ Nielsen, Lee Brattland. Brief Reference of Student Disabilities: With Strategies for the Classroom(акăлч.). — 2nd. — Corwing Press, 2008. — P. 48. , Wayback Machine çинчи 2014 ҫулхи кӑрлачӑн 11-мӗшӗнчи копийӗ

Каҫӑсем

  • Сатоси Тадзири Bulbapedia-ра (ку энциклопедире «Покемон» пирки статьясем вырнаҫтараҫҫӗ)

Темӑпа ҫыхӑннисем