Саях (юханшыв)
Саях — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Сейма шывĕн юппи.
Тавралăхĕ
Ялсем
Юханшыв шурлăхлă вырăн тăрăх юхать, çавна кура ун хĕрринче ялсемпе хуласем çук. Сейма шывĕпе пĕрлешиччен 6-7 çухрăмра 2-мĕш Мишен карти ятлă пурăну вырăнĕ вырнаçнă.