Сейма (юханшыв)
Сейма, — Чулхула облаçĕн çĕрĕ тăрăх юхакан юханшыв, Ока шывĕн юппи.
Тавралăхĕ
Юханшыв çылкуçĕ Мăн Шурлăхра (выр. Большое Болото), Конево ялĕнчен виçĕ çухрăм хĕвеланăçнелле вырнаçнă. Володарск хулинчен юхса тухнă хыççăн чылай хушă Ока шывĕпе юнашар юхать, Жёлтино яла çитеспе унпа пĕрлешет. Юханшыв юппийĕсем нумай, чи пысăккисем — Саях, Глушица, Рейна, Кругловище, Арище.
Сейма ытларай пайĕпе кăнтăралла юхать.