Свеклов Василий Григорьевич

Свеклов Василий Григорьевич (1927 ҫулхи ҫӑвӑн 4-мӗшӗ, Аслӑ Пӑла Тимеш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики1990 ҫулхи акан 1-мӗшӗ, Аслӑ Пӑла Тимеш, Чăваш Автономиллĕ Социализмлă Совет Республики) — совет ялхуҫалӑхӗн малта пыраканӗ, Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи «Победа» колхоз председателӗ. Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1966). Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ (1964).

Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ

1927 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче нумай ачаллӑ хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Чӑваш.

Амӑшӗ вилнӗрен шкулта вӗренме пӑрахнӑ, килти хуҫалӑха тытса пымалла пулнӑ. 1946 ҫултанпа Елчӗк ял канашӗн секретарӗнче тата председателӗнче ӗҫленӗ. 1955 ҫулта колхоз кадрӗсене хатӗрлекен Чӑваш шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. 1974 ҫулта тивӗҫлӗ канӑва кайиччен Елчӗк районӗнчи «Победа» колхоз председателӗн Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн В. В. Зайцевӑн ҫумӗ тата председателӗ пулнӑ.

1964 ҫулта «Победа» колхозӑн председательне суйланӑ, ун чухне колхоз Чӑваш АССРӗнче чи пысӑкки шутланнӑ. «Победа» ҫулсерен ялхуҫалӑх продукцине туса илес плана ирттерсе тултарса пынӑ.

1964 ҫулта «Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ.

СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1966 ҫулхи пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Ленин орденӗ тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль парса выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетессине аталантарас ӗҫре ҫитӗнӳсем тунӑшӑн, ялхуҫалӑх продукцине — аш-какай, сӗт, ҫӑмарта, ҫам тата ытти продукцине — туса илессине тата хатӗрлессине пысӑклатнӑшӑн Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ ят панӑ[1].

1967 ҫулта вӑл ертсе пыракан «Победа» колхоза Ленин орденӗпе чысланӑ.

Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче пурӑннӑ, 1990 ҫулхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вилнӗ.

Обществӑлла ӗҫ

  • СССР Аслӑ Канашӗн 8-мӗш суйлаври (1970—1974) депутачӗ пулнӑ.
  • КПСС XXIII съезчӗн (1966) делегатне суйланнӑ.
  • КПСС Елчӗк райкомӗн пайташӗ пулнӑ.

Хисепӗсем

  • Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ (1964),
  • Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (22.03.1966),
  • икӗ Ленин орденӗ (22.03.1966 № 381806),
  • «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медаль (22.03.1966 № 14004),
  • Октябрь Революцийӗн орденӗ (08.04.1971),
  • медальсем.

Астӑвӑм

  • Свеклов Василий Григорьевич ятне Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине ҫырса хунӑ.
  • Свеклов Василий Григорьевич ятне Елчӗк районӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Кӗнекине ҫырса хунӑ.
  • В. Г. Свеклов палӑкне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче уҫнӑ Паттӑрсен Аллейинче вырнаҫтарнӑ[2].

Ӑнлантарусем

  1. ^ Указ Президиума Верховного Совета СССР о присвоении В.Г. Свеклову звания Героя Социалистического Труда. (выр.). Люди труда - гордость Чувашии. Ведомости ВС СССР. 1966. № 14. Ст. 204. (22 пушӑн 1966).
  2. ^ Аллею Героев открыли в селе Янтиково Яльчикского района (выр.). https://agro.cap.ru. Министерство сельского хозяйства Чувашской Республики (29 юпан 2022).

Вуламалли

  • Мадебейкин, И. Н. Свеклов Василий Григорьевич / И. Н. Мадебейкин // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2009. — Т. 3 : М-Се. — С. 635.
  • Никитин, Н. Çăлтăр хыççăн – çăлтăр  : [Елчěк районěнчи «Победа» колхоз председателě В. Г. Свеклов çинчен] / Н. Никитин // Тăван Атăл. – 1966. – № 3. –
  • Никитин, Н. Полюшко – поле : [о Герое Соц. Труда В. Г. Свеклове] / Н. Никитин // Наши земляки – Герои Социалистического Труда : [сб. очерков] / ред.: Н. С. Павлов. – Чебоксары, 1971. – С. 158-162 : фот.
  • Шорников, А. М. Свеклов Василий Григорьевич / А. М. Шорников // Краткая чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2001. — С. 364.
  • Свеклов Василий Григорьевич // Чувашская Республика. Яльчикский район. — Чебоксары, 2005. — С. 139.
  • Свеклов Василий Григорьевич // Яльчикский район : краткая энцикл. — Чебоксары, 2007. — С. 20.