Зайцев Василий Васильевич (Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ)
Ҫын пирки | |
Зайцев Василий Васильевич | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 5.1.1912 |
---|---|
Çуралнă вырăн | |
Вилнĕ вăхăт | 18.10.1982 (70 ҫул) |
Вилнĕ вырăн | |
Гражданлăх | |
Пăхăнулăх | |
Премисемпе чысланисем |
Зайцев Василий Васильевич (Аслӑ Пӑла Тимеш, Пӑва уесӗ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ялхуҫалӑх ӗҫченӗ (1976).
Пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ
1912 ҫулхи кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче Чӗмпӗр кӗпӗрнин Пӑва уесӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче (халӗ Чӑваш Республикинчи Елчӗк районне кӗрет) хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Пуҫламӑш шкулӑн икӗ классне вӗренсе пӗтерсен ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле ял ӗҫне туса пынӑ.
Коллективизаци хыҫҫӑн Ворошилов ячӗллӗ колхозра конюх, учётчик тата уй-хир звенин бригадирӗ пулса ӗҫленӗ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫланиччен Мускав облаҫӗнчи Щёлковӑри химзаводра тата Мускаври Октябрь чукун ҫулӗн тавар станцийӗнче грузчикра ӗҫленӗ[1].
Ельня патӗнчи ҫапӑҫусене хутшӑннӑ. 1942 ҫулта аманнӑ та госпитальте сипленнӗ хыҫҫӑн комиссиленӗ. Тӑван ялне таврӑнсан Ворошилов ячӗллӗ колхоз председателӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ, каярах ятне улӑштарнӑ — Чӑваш АССРӗн Елчӗк районӗнчи «Победа» колхоз туса хунӑ.
Вӑрҫӑ ҫулӗсенче Василий Зайцев ертсе пыракан колхоз пӗрчӗллӗ культурӑсем ӳстерес ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ. Тухӑҫ гектартан 9 центнертан 18 центнер таран ӳснӗ. 1943 ҫулта 1200 пӑт тулӑ пухса кӗртнӗ. Колхоза пӗлсе ертсе пынӑшӑн ӑна 1945 ҫулта Ленин орденӗпе чысланӑ. 1947 ҫулта Ворошилов ячӗллӗ колхоз 40 гектар лаптӑк ҫинчен 35,2-шер центнер тӗш тырӑ пухса кӗртнӗ. Ҫак пысӑк ҫитӗнӳсемшӗн 1948 ҫулта Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗн ятне тивӗҫнӗ.
Каярах Ворошилов ячӗллӗ колхоз кӳршӗллӗ тӑкаклӑ хуҫалӑхсен шучӗпе темиҫе хут та пысӑкланнӑ. Василий Зайцев 22 ҫул хушши ҫак ялхуҫалӑх предприятийӗн председателӗ пулнӑ. 1959 ҫулта Ворошилов ячӗллӗ колхозран «Победа» колхоз туса хунӑ. Колхоз миллионерсен йышне кӗнӗ. 1960 ҫулта колхозӑн ӳстерекен ҫӗрӗсем 9200 гектара ҫитнӗ, кӗтӳ 1100 пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх тата 8000 сысна шутланнӑ. 300 гектар ҫинче кантӑр акса ӳстернӗ.
1964 ҫулта Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи А. Николаев ячӗллӗ кая юлса пыракан колхоз председательне суйланӑ. Ӑна та малти вырӑнсене илсе тухнӑ. 1971 ҫулта А. Николаев ячӗллӗ колхоза «Хисеп Палли» орденпа чысланӑ. Ҫак колхоза Зайцев 1977 ҫулччен ертсе пынӑ, ҫав ҫул ҫӗнӗ председателе Андриян Николаевӑн кӗҫӗн шӑллӗне Пётра суйланӑ[2].
КПСС XXIV съезчӗн делегатне тата Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашӗн депутатне суйланнӑ.
Ҫемье
Икӗ хут авланнӑ пулнӑ.
Пӗрремӗш арӑмӗ — Ольга Васильевна (1915—1961), колхоз звеньевойӗ, 1934 — 1961 ҫулсенче мӑшӑрлӑ пулнӑ. Ҫичӗ ача. Хӗрӗсем Валентина, Авелина, Людмила, Антонина, Тамара, ывӑлӗсем Василийпе Лев.
- Хӗрӗ Валентина Оглезнева (1936 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче ҫуралнӑ) — хура тӑпраллӑ мар зонӑри тӗп районсенчи ялхуҫалӑх ӑслӑлӑхпа тӗпчев институчӗн ертсе пыракан ӑслӑлӑх ӗҫченӗ, кӗрхи тулӑпа ыраш калчисене выртасран упрамалли технологи авторӗ.
Иккӗмӗш арӑмӗ — Васильева Евлалия Ивановна (1923—2017), Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ. 1964 ҫултан пуҫласа 1982 ҫулччен мӑшӑрлӑ пулнӑ, пӗрлехи ачасем ҫук.
Хисепӗсем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн 1948 ҫулхи пушӑн 19-мӗшӗнчи хушӑвӗпе)[3] [4],
- «Ҫурлапа Мӑлатук» медаль (№ 1374),
- Ленин орденӗ (тӑватӑ хутчен — №№ 51169, 69603, 172782, 366199),
- Октябрь Революци орденӗ (№ 3483),
- Ӗҫлӗх Хӗрлӗ Ялав орденӗ (икӗ хутчен — №№ 127947, 863912),
- «1941—1945 ҫҫ. Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче хастар ӗҫленӗшӗн» медаль[5],
- Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ ялхуҫалӑх ӗҫченӗ (1976),
- Чӑваш АССРӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ (1964 ҫулхи акан 30-мӗшӗ),
- Елчӗк районӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑхӗн Хисеп Кӗнекине кӗртнӗ.
Астӑвӑм
- Тӑван Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче Василий Зайцев пурӑннӑ Ленин урамӗнчи 7-мӗш ҫурт ҫине ӑна халалланӑ асӑну хӑми вырнаҫтарнӑ.
- Василий Зайцев палӑкне Елчӗк районӗнчи Аслӑ Пӑла Тимеш ялӗнче уҫнӑ Паттӑрсен Аллейинче вырнаҫтарнӑ[6].
- Елчӗк ялӗнче Паттӑрсен аллейинче Василий Зайцев портретне вырнаҫтарнӑ.
- Шуршӑл ялӗнче Василий Зайцева халалласа урам ятне панӑ.
Ӑнлантарусем
- ^ http://www.nbchr.ru/People_work/html/Z/053_zajzev.htm
- ^ Петровский мост, 21 июля 2018. Юрий Бакланов. И судьбы как истории планет…
- ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/kzd/kalendar/archives/gia2/delo951_11.jpg
- ^ http://elbib.nbchr.ru/lib_files/kzd/kalendar/archives/gia2/delo951_12.jpg
- ^ Бессмертный полк
- ^ https://agro.cap.ru/news/2022/10/29/alleyu-geroev-otkrili-v-sele-yantikovo-yaljchiksko?ysclid=m6mi89k8wb861042932
Вуламалли
- Зайцев, В. В. «Победа» колхозӑн малашлӑх планӗ / В. В. Зайцев. — Шупашкар : Чӑвашгосиздат, 1959. — 116 с.
- Зайцев, В. В. Колхоз на подъеме : [о колхозе им. космонавта А. Г. Николаева Мар.-Посад. р-на Чуваш. АССР] / В. В. Зайцев, А. М. Шорников ; ред. В. И. Игнатьев ; худож. В. М. Ширшов ; авт. предисл. А. А. Васильев. — Чебоксары : Чувашкнигоиздат, 1972. — 104 с. : ил.
- Агаков, Л. Председатель : [Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗ В. В. Зайцев ҫинчен] / Л. Агаков // Пирӗн Социализмлӑ Ӗҫ Геройӗсем : очерксем. — Шупашкар, 1949. — С. 15-22 : сӑн ӳкерчӗк.
- Архипова, С. А. Ҫӗнтерӳ сӳнмест чӗрере / С. А. Архипова // Елчӗк ен. — 2012. — 1 кӑрлач. — С. 2 : сӑн ӳкерчӗк.
- Баринова, С. Унӑн ячӗ вилӗмсӗр / С. Баринова // Елчӗк ен. — 2012. — 28 кӑрлач. — С. 3.
- Иванов, П. Колхоз председателӗ / П. Иванов // Ялав. — 1970. — № 9. — С. 1-5.
- Социализм Ӗҫӗн Геройӗ Василий Зайцев// Хыпар. — 2016. — 26 ҫурла/август. — С. 14 : сӑн ӳкерчӗк.
- Ҫӗр ҫынни // Хыпар. — 2020. — 19 ҫӗртме/июнь. — С. 13 : сӑн ӳкерчӗк.
- Зайцев Василий Васильевич // Ими гордится Чувашия. — Чебоксары, 1987. — С. 16-17.
- Ижеев, М. След на земле / М. Ижеев // Советская Чувашия. — 1987. — 31 янв.
- Кузнецова, А. И. Василий Васильевич Зайцев: 1912-1985. 35 лет на посту председателя колхоза / А. И. Кузнецова // Работники сельского хозяйства. — Чебоксары, 2014. — С. 145-158 : фот.
- Петров, В. День первого хлеба / В. Петров // Наши земляки — Герои Социалистического Труда. — Чебоксары, 1971. — С. 59-64.
- Савинова, О. Оставил яркий след на земле / О. Савинова // Наше слово (Марпосад. р-н). — 2017. — 18 янв. — С. 1.
- Шитлаева, З. Человек земли / З. Шитлаева // Советская Чувашия. — 2012. — 11 янв. — С. 3.
- Шорников, А. М. Зайцев Василий Васильевич / А. М. Шорников // Чувашская энциклопедия. — Чебоксары, 2008. — Т. 2 : Ж-Л. — С. 33-34.
- СССР. Верховный Совет. О присвоении звания Героя Социалистического Труда передовикам сельского хозяйства Чувашской АССР : указ Верховного совета СССР от 19 марта 1948 г. № 270/40 // Ф. 1041. ОП. 1. Д. 951. Л. 11.
- СССР. Верховный Совет. О присвоении звания Героя Социалистического Труда передовикам сельского хозяйства Чувашской АССР : указ Верховного совета СССР от 19 марта 1948 г. № 270/40 // Ф. 1041. ОП. 1. Д. 951. Л. 12.
- К. М. Леонтьева, Н. Ф. Малышкин. Яльчикский район = Елчӗк районӗ . — 2-е изд. — Чувашское книжное издательство, 2007. — С. 125. — 462 с. — ISBN 978-5-7670-1502-3.
Каҫӑсем
- Чӑваш энциклопедийӗ
- Наследие Чувашии
- Герои страны
- http://www.nbchr.ru/People_work/html/Z/053_zajzev.htm
- https://agro.cap.ru/banneri/soyuz/novosti/publikacii/k-110-letiyu-geroya-socialisticheskogo-truda-vasil?ysclid=m3evdr327o261406745
- http://www.enc.cap.ru/?t=prsn&lnk=1026
- https://artmuseum.ru/listofdays/01/05/Vasilij_Vasiljevich_ZAJCEV_(1912-1982)/
- https://ussr22.su/vasilij-zajtsev-geroj-sotsialisticheskogo-truda/
- https://ru.chuvash.org/news/1057.html?ysclid=m3ew0peyto266925530
- Кӑрлачӑн 5-мӗшӗнче ҫуралнисем
- 1912 ҫулта ҫуралнисем
- Чӗмпӗр кӗпӗрнинче ҫуралнисем
- Юпан 18-мӗшӗнче вилнисем
- 1982 ҫулта вилнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗсем
- Ленин орденĕн кавалерĕсем
- Октябрь Революци орденĕн кавалерĕсем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланисем
- «Ĕç ветеранĕ» медалĕпе чысланисем
- Аслӑ Пӑла Тимешре ҫуралнисем
- Пӑва уесӗнче ҫуралнисем
- Чӑваш АССРӗнче вилнисем
- Колхоз председателӗсем
- СССР Аслӑ Канашӗн 2-мӗш суйлавӗн депутачӗсем
- СССР Аслӑ Канашӗн 3-мӗш суйлавӗн депутачӗсем
- СССР Аслӑ Канашӗн 4-мӗш суйлавӗн депутачӗсем
- СССР Аслӑ Канашӗн 5-мӗш суйлавӗн депутачӗсем
- КПСС XXIV съезчӗн делегачӗсем
- КПСС XXII съезчӗн делегачӗсем
- Чӑваш АССР Аслӑ Канашӗн депутачӗсем
- Елчӗк районӗн паллӑ ҫыннисем
- Аслӑ Пӑла Тимешӗн паллӑ ҫыннисем