Васильева Евлалия Ивановна
Евлалия Ивановна Васильева (1923 ҫулхи ҫурлан 10-мӗшӗ, Улӑх (ял)|Улӑх, Шупашкар уесӗ, Чӑваш автономи облаҫӗ, РСФСР — 2017 ҫулхи нарӑсӑн 6-мӗшӗ, Шупашкар, Чӑваш Ен, Раҫҫей Федерацийӗ[1]) — совет ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлесе палӑрнӑскер, Елчӗк районӗнчи «Ҫӗнтерӳ» колхозӑн агрономӗ (1950—1963), Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗ (1960)[2].
Кун-ҫулӗ
Нумай ачаллӑ священник ҫемйинче ҫуралнӑ.
1945 ҫ. Чӑваш ял хуҫалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ.
СССР Госпланӗн Чӑваш Енри уполномоченнӑйӗн аппаратне направлени илнӗ, унта тӑватӑ ҫула яхӑн агроном-контролер пулса ӗҫленӗ. КПСС Тӗп Комитечӗ ял хуҫалӑх специалисчӗсене производствӑна кайма чӗнсе каланӑ хыҫҫӑн Шупашкар районӗнчи нумай ҫул ӳсекен курӑксемпе ӗҫлекен «Ленин ҫулӗ» ятарлӑ сельхоза агроном пулса ӗҫлеме куҫнӑ.
1950−1963 ҫҫ. — Елчӗк районӗнчи Ворошилов ячӗллӗ колхозра (1959 ҫултанпа — «Ҫӗнтерӳ») тӗп агроном пулнӑ. Вӑл ертсе пынипе колхозра вырӑнти условисене чи аван тивӗҫтерекен тӗллевлӗ пусӑ ҫаврӑнӑшне туса хатӗрленӗ, ӗҫе кӗртнӗ, тӑпра пулӑхлӑхне тата акакан тырӑн уйрӑмлӑхӗсене кура им-ҫампа ӑнӑҫлӑ усӑ курнӑ. Хуҫалӑхра рационаллӑ вӑрлӑх ӗрчетессипе усӑ курнӑшӑн ял хуҫалӑх культурисене туса илесси ҫулран ҫул ӳссе пынӑ.
1963–1978 ҫҫ. — Чӑваш АССРӗн ҫӗр ӗҫӗпе вӑрлӑх ӗрчетес ыйтусемпе ӗҫлекен ял хуҫалӑх продукцине хатӗрлес тата туса илес министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ.
1981–1988 ҫҫ. — ял хуҫалӑх производствинче малта пыракансен опытне ӗҫе кӗртес тата ял хуҫалӑх куравӗсен енӗпе ӗҫлекен ушкӑнӑн аслӑ инженерӗ, Чӑваш АССР агропромышленноҫ комитечӗн ӑслӑлӑх, малта пыракансен опыт тата социаллӑ тупӑшу ҫитӗнӗвӗсене ӗҫе кӗртес тата пропагандӑлас енӗпе ӗҫлекен ҫумпайӑн ӑслӑлӑхпа малта пыракансен опытне пурнӑҫа кӗртес тата пропагандӑлас енӗпе ӗҫлекен ушкӑн инженерӗ.
Икӗ хут качча тухнӑ. Пӗрремӗш хут мӑшӑрлансан Владимир ывӑлӗ ҫуралнӑ. Иккӗмӗш хутӗнче, 1964 ҫултан пуҫласа 1982 ҫулччен, «Ҫӗнтерӳ» колхоз председателӗ пулса ӗҫленӗ Социализмла Ӗҫ Паттӑрӗпе В. В. Зайцевпа (1912—1982) мӑшӑрланура тӑнӑ, пӗрле ҫуратнӑ ачисем вӗсен пулман[2].
СССР Аслӑ канашӗн 6-мӗш пухӑвӗн депутачӗ.
Наградӑсемпе хисеплӗ ятсем
1960 ҫулхи пушӑн 7-мӗшӗнче СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗ кӑларнӑ Хушӑвӗпе производствӑри пысӑк кӑтартусемшӗн, ҫӗр ӗҫӗн технологине лайӑхлатас тата уй-хирсен продуктивлӑхне ӳстерес ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑшӑн Евлалия Ивановнӑна Ленин орденне тата «Ҫурлапа Мӑлатук» ылтӑн медале парса Социализмла Ӗҫ Геройӗн ятпа хисепленӗ[2].
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
Ӑнлантарусем
- ^ 1, 2, 3 Памяти Васильевой Евлалии Ивановны. sovch.chuvashia.com
- ^ 1, 2, 3 Евлалия Ивановна Васильева на официальном сайте «Чувашская энциклопедия»(выр.)
Каҫӑсем
Васильева Евлалия Ивановна «Ҫӗршыв Паттӑрӗсем» сайтра
- Евлалия Ивановна Васильева «Чӑваш эниклопедин» официаллӑ сайтӗнче(выр.)
- Партин регионти уйрӑмӗн секретарӗ Социаллӑ ӗҫ Геройне Евлалия Ивановна Васильевӑна 90 ҫулхи юбилейӗпе ӑшшӑн саламларӗ.(выр.) (Юбилярӑн сӑнӳкерчӗкӗ)
- Социализмла Ӗҫ Геройӗ Евлалия Ивановна Васильева «Раҫҫей пенсионерӗсен союзӗ» Чӑваш регион уйрӑмӗн видеоконференцийӗнче тухса калаҫни( ӗҫлемен каҫӑ)(выр.)
- Хамăр ял 28.08.2013 (Юбилей умӗнхи интервью — Е. И. Васильева 90 ҫул ҫитни)
- Ӗҫ ҫыннисем — Чӑваш Ен мӑнаҫлӑхӗ