Селена Гомес

Селена Мари Гомес (акăл. Selena Marie Gomez; ҫур. 1992 ҫулхи утӑн 22-мӗшӗ, Гранд-Прейри[d], Техас, Америкăри Пĕрлешӳллĕ Штатсем) — Америка юрӑҫи тата актриси. Гомес карьери малтанхи ҫулӗсенчех, «Барни тата тусӗсем» (2002—2004) ача-пӑча шоуне кастинг витӗр тухсан пуҫланнӑ, анчах халӑх хушшинче унӑн ячӗ чӑннипе «Вэйверли Плэйс асамҫисем» (2007—2012) сериалти Алекс Руссо сӑнарне вылянӑ хыҫҫӑн сарӑлнӑ.

Телесериалсӑр пуҫне, Гомес ҫавӑн пекех фильмсенче вылянӑ: «Ещё одна история о Золушке» (2008), «Программа защиты принцесс» (2009), «Волшебники из Вэйверли Плэйс в кино» (2009), «Рамона и Бизус» (2010), «Монте-Карло» (2011), «Отвязные каникулы» (2012), «Погнали!» (2013), «Основные принципы добра» (2016), «Вилнисем вилмеҫҫӗ» (2019) тата «Нью-Йоркри ҫумӑрлӑ кун» (2019). Вӑл «Каникулти монстрсем франшизӑн тӑватӑ мультфильмӗнче» (2012—2022) Мэвис сӑнарне сасӑ кӗртнӗ, ҫавӑн пекех «13 сӑлтав» (2017—2019) тата «Шутламан пурнӑҫсем» (Living Undocumented, 2019) проектсенче ӗҫ тӑвакан продюсерӗ пулнӑ. Селена «Селена + Шеф» (2020—хальхи вӑхӑт) кулинария сериалӗн тата «Пӗр ҫуртри вӗлерӳсем» (2021—хальхи вӑхӑт) детективлӑ комеди сериалӗн ӗҫ тӑвакан продюсерӗ тата тӗп сӑнарӗ пулса тӑрать. «Пӗр ҫуртри вӗлерӳсем» сериалти продюсер ӗҫӗшӗн Гомеса «Чи паха камит сериалӗ» категорире «Эмми» премине илме номинациленӗ[3].

Selena Gomez & the Scene ушкӑн йышӗнче вӑл студире ҫырнӑ виҫӗ альбом кӑларнӑ: Kiss & Tell (2009), A Year Without Rain (2010) тата When the Sun Goes Down (2011); пластинкӑсем пурте Billboard 200 чартра малти 10 вырӑна кӗрсе дебютланӑ тата АПШ территорийӗнче ылтӑн сертификацисене тивӗҫнӗ. 2013 ҫултанпа вӑл уйрӑммӑн (соло) юрлама пуҫланӑ, унӑн студири альбомӗсем пурте АПШ альбом чарчӗн ҫӳллӗ вырӑнӗнчен дебютланӑ[4]. Унӑн шутӗнче «хӗрӳ ҫӗр» (Hot 100) таблицӑн малти теҫеткине лекнӗ 8 сингл пур: «Come & Get It» (2013), «The Heart Wants What It Wants» (2014), «Good for You» (2015), «Same Old Love» (2015), «Hands to Myself» (2016), «We Don’t Talk Anymore» Чарли Путпа пӗрле (2016), «It Ain’t Me» Кайгопа пӗрле (2017) тата «Lose You to Love Me» (2019); юлашкинчен асӑнни юрӑҫ карьеринчи пӗрремӗш хут № 1 пулса тӑнӑ[5].

2017 ҫул тӗлне, хӑйӗн карьеринче Селена пӗтӗм тӗнчепе 7 миллион ытла альбом копине тата 22 миллион сингл копине сутнӑ[6]. 2022 ҫул тӗлне, Селена пӗтӗм тӗнчепе 210 миллион ытла сингл сутнӑ тата унӑн юррисене 45 миллиард ытла итленӗ[7]. Вӑл нумай наградӑна тивӗҫнӗ, ҫав шутра Billboard Women in Music церемонийӗнче «Ҫулталӑк хӗрарӑмӗ» ятне те, ҫавӑн пекех Селенӑна унӑн испан чӗлхиллӗ альбомӗшӗн «Грэмми» премине илме номинациленӗ[8]. Виҫӗ ҫул хушши (2015—2018) Гомес Instagram халӑх тетелӗнче чи нумай ҫын пӑхакан сайтҫӑ пулнӑ[9], 2023 ҫулхи пуш уйӑхӗнче вара ҫак платформӑра чи нумай ҫын пӑхакан хӗрарӑм пулса тӑнӑ. 2009 ҫулта, 17 ҫулта чухне, ЮНИСЕФ элчи пулса тӑнӑ[10].

2024 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче Селена Гомес доллар миллиардерӗ пулса тӑнӑ. Bloomberg агентство хаклавӗпе, унӑн пуянлӑхӗ 1,3 млрд доллар ҫитнӗ[11].

Пурнӑҫӗ

Селена Мари Гомес 1992 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Гранд-Прерире (Техас штачӗ) ҫуралнӑ. Ашшӗ — Рикардо Гомес (мексикан), амӑшӗ — Аманда Корнетт (Техасра ҫуралнӑскер)[12][13][14]. Унӑн ятне техано юрӑҫи Селена Кинтанилья-Перес ячӗпе хисеплесе панӑ[15][16]. Ашшӗ енчен кукамӑшӗпе кукаҫи Техаса Монтеррейран 1970-мӗш ҫулсенче куҫса килнӗ[17]. Селена хӑйне «виҫҫӗмӗш ӑрури мӑнаҫлӑ американ-мексикан хӗрӗ» тет[18], ҫемье Кинсеаньера уявне паллӑ тӑвать тата чиркӗве ҫӳрет[19]. Хӗр ҫавӑн пекех испанла кӑштах калаҫма пӗлет[20]. Селена 5 ҫулта чухне ашшӗпе амӑшӗ уйрӑлнӑ[21]. Унӑн икӗ йӑмӑк пур: Грейси Эллиот Тиффи (амӑшӗн Брайан Тиффи иккӗмӗш упӑшкинчен) тата Виктория «Тори» Гомес (ашшӗн Сара Гомесп иккӗмӗш арӑмӗнчен)[22][23].

Мэнди Селенӑна 16 ҫулта ҫуратнӑ. Юрӑҫ аса илнӗ тӑрӑх, ҫемьене укҫа-тенкӗ енчен питӗ йывӑр пулнӑ; пӗртен-пӗр хӗрне ӳстерме амӑшӗ 4 ӗҫре ӗҫленӗ[24]. Гомесӑн амӑшӗ енчен кукамӑшӗпе кукаҫипе питӗ ҫывӑх хутшӑнусем йӗркеленнӗ, вӗсем ӑна пӑхса ӳстерме пулӑшнӑ[25].

2002 ҫулта Селена «Барни тата тусӗсем» ача-пӑча телешоувӗнче актер карьерине пуҫланӑ, унта вӑл хӑйӗн чи ҫывӑх тусне Деми Ловатона тӗл пулнӑ[26][27]. 2004 ҫулччен хӗр 13 эпизодра курӑннӑ, каярахпа продюсерсем унпа ӗҫлеме пӑрахнӑ, мӗншӗн тесен вӑл ӳсӗмпе килӗшсе тӑман. Ӳкерӳ вӑхӑтӗнче вӑл ҫавӑн пекех «Шпион ачисем 3: Вӑйӑ пӗтнӗ» (2003) тата «Крутой Уокер: Вут-хӗл тӗрӗслевӗ» (2005) фильмсенче эпизодлӑ рольсене выляма ӗлкӗрнӗ[28]. 2006 ҫулта «Закпа Коди пурнӑҫӗ» сериалта эпизодлӑ роль вылянӑ[29].

Фильмографи

Ҫул Чӑвашла ячӗ Оригиналлӑ ячӗ Роль
2002 с Барни и друзья Barney & Friends Джианна
2003 ф Дети шпионов 3: Игра окончена Spy Kids 3-D: Game Over аквапаркри хӗрача
2005—2008 с Всё тип-топ, или Жизнь Зака и Коди Suite Life of Zack and Cody, The Гвен
2005 тф Уокер, техасский рейнджер: Испытанием огнём Walker, Texas Ranger: Trial by Fire Джули
2007—2008 с Ханна Монтана Hannah Montana Макейла
2007 с Арвин! Arwin! Алекса
2007—2012 с Волшебники из Вэйверли Плэйс Wizards of Waverly Place Алекс Руссо
2007 тф А что думает Стиви? What's Stevie Thinking? Стиви Санчес
2008 мф Хортон Horton Hears a Who! Хельга
2008 ф Ещё одна история о Золушке Another Cinderella Story Мэри Сантьяго
2008—2010 с Всё тип-топ, или Жизнь на борту The Suite Life on Deck Алекс Руссо
2009 ф Барни: Обратный отсчёт Barney: Top 20 Countdown Джианна
2009 тф Программа защиты принцесс Princess Protection Program Картер
2009 тф Волшебники из Вэйверли Плэйс в кино Wizards of Waverly Place: The Movie Алекс Руссо
2009 мф Артур и месть Урдалака Arthur et la Vengeance de Maltazard Селения
2010 ф Рамона и Бизус Ramona and Beezus Бизус Куимби
2010 мф Артур и война двух миров Arthur et la guerre des deux mondes Селения
2011 ф Монте-Карло Monte Carlo Грейс Беннет / Корделия Уинтроп-Скотт
2011 с Звёздные шалости PrankStars Хӑй
2012 мф Монстры на каникулах Hotel Transylvania Мэвис
2012 ф Афтершок Aftershock Лиза
2012 ф Отвязные каникулы Spring Breakers Фейт
2013 ф Погнали! The Getaway Малышка
2013 тф Возвращение волшебников: Алекс против Алекс The Wizards Return: Alex vs. Alex Алекс Руссо
2014 ф Плохое поведение Behaving Badly Нина Пеннингтон
2014 ф Неуправляемый Rudderless Кейт Энн Лукас
2015 ф Объединение Unity камео
2015 мф Монстры на каникулах 2 hotel transylvania 2 Мэвис
2015 ф Основные принципы добра The Fundamentals of Caring Дот
2016 ф И проиграли бой In Dubious Battle Лиза
2016 ф Игра на понижение The Big Short камео
2016 ф Соседи. На тропе войны 2 Neighbors 2: Sorority Rising Мэдисон
2018 мф Монстры на каникулах 3: Море зовёт Hotel Transylvania 3: Summer Vacation Мэвис (озвучка)[30]
2018 ф Дождливый день в Нью-Йорке A Rainy Day in New York [31]
2019 ф Мёртвые не умирают The Dead Don't Die Зоя
2021 с Убийства в одном здании Only Murders in the Building Мэйбл
2022 мф Монстры на каникулах 4 Hotel Transylvania: Transformania Мэвис
2022 док Селена Гомес: Я и мой мир Selena Gomez: My Mind & Me Селена

Премисемпе номинацисем

Ӑнлантарусем

  1. ^ Selena Gomez // Nederlandse Top 40
  2. ^ Selena Gomez // Store norske leksikon(паллӑ мар) — 1978. — ISSN 2464-1480
  3. ^ Gibson, Kelsie All the Historic Nominees at the 2022 Emmys, Including Selena Gomez, Zendaya, and More(паллӑ мар). People (12 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи юпан 1-мӗшӗ.
    Ryan, Patrick Emmy nominations 2022: How Selena Gomez, 'Squid Game' made history(паллӑ мар). USA Today (12 утӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи утӑн 13-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи утӑн 12-мӗшӗ.
  4. ^ Selena Gomez Earns Third No. 1 Album on Billboard 200 Chart With 'Rare'. Billboard (21 кӑрлачӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи пушӑн 14-мӗшӗ.
  5. ^ Selena Gomez Scores First No. 1 on Billboard Hot 100 With 'Lose You to Love Me'. Billboard (4 чӳкӗн 2019). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  6. ^ How Selena Gomez Managed To Sell Over 7 Million Albums And 22 Million Singles Worldwide. Republic World (16 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи чӳкӗн 30-мӗшӗ.
  7. ^ Apple Original Films lands documentary feature "Selena Gomez: My Mind and Me" directed by Alek Keshishian. Apple (8 авӑнӑн 2022). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗ. Архивланӑ 2022 ҫулхи авӑнӑн 10-мӗшӗ.
  8. ^ Grammy Nominations 2022: See the Full List Here. Pitchfork (23 чӳкӗн 2021). Пӑхнӑ кун: 2022 ҫулхи ҫурлан 6-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи раштавӑн 9-мӗшӗ.
  9. ^ Thank U, Next: Ariana Grande surpasses Selena Gomez as Instagram's most-followed woman. USA Today (26 нарӑсӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  10. ^ UNICEF Ambassador Selena Gomez Visits Nepal. Cision PR Newswire (29 ҫӑвӑн 2014). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  11. ^ Селена Гомес стала долларовым миллиардером (2024-09-07). Тӗрӗсленӗ: 2024 ҫулхи авӑнӑн 7-мӗшӗ.
  12. ^ Selena Gomez says she experienced 'a sliver of racism' growing up. Insider (3 раштавӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ.
  13. ^ Everything You Need to Know About Selena Gomez's Mom, Mandy Teefey. Cosmopolitan (10 ҫӑвӑн 2018). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи ҫӑвӑн 10-мӗшӗ.
  14. ^ The Truth About Selena Gomez's Relationship With Her Mother. The List (13 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  15. ^ All of the Ways Selena Quintanilla Has Inspired Today's Stars. People (16 акан 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  16. ^ Selena Gomez Opens Up About Meeting Her Namesake's Family. Teen Vogue (5 ҫӑвӑн 2016). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  17. ^ How Selena Gomez embraced her Mexican heritage as ‘a source of healing’. The Los Angeles Times (11 пушӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 28-мӗшӗ.
  18. ^ Selena Gomez has a message for immigrant graduates during COVID-19 Define American. Define American. Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  19. ^ Star Spotlight: Selena Gomez. Scholastic (26 авӑнӑн 2008). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2018 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗ.
  20. ^ It Looks Like Selena Gomez Is Probably Blessing Us With a Full-Length Album in Spanish Soon. Distractify (19 нарӑсӑн 2021). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  21. ^ The wonderful world of Selena Gomez. The Guardian (14 утӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2014 ҫулхи нарӑсӑн 10-мӗшӗ.
  22. ^ Selena Gomez Has a Baby Sister! Demi Lovato Congratulates Singer and Mom Mandy on New Arrival. E!Online (14 ҫӗртмен 2013). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи юпан 4-мӗшӗ.
  23. ^ What You Need to Know About Selena Gomez’s Adorable Little Sisters. Cosmopolitan (12 раштавӑн 2019). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  24. ^ WE Day California 2014 - Selena Gomez. WE Movement (11 нарӑсӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  25. ^ Selena Gomez Talks Parents' Divorce: 'I Blamed My Mom A Lot' (VIDEO). Huffpost (6 раштавӑн 2017). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  26. ^ Demi Lovato on friendship with Selena Gomez: ‘We’ve been through a lot together’. New York Daily News (17 ҫӑвӑн 2013). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  27. ^ Selena Gomez And Demi Lovato On ‘Barney And Friends’ (PHOTOS). Huffpost (18 акан 2013). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  28. ^ Time Warp: Spy Selena Gomez in Her First Film Role. E!Online (29 утӑн 2011). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  29. ^ Selena Gomez on her first kiss. The Tribune (9 пушӑн 2020). Пӑхнӑ кун: 2021 ҫулхи ҫурлан 5-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи ҫурлан 9-мӗшӗ.
  30. ^ Genndy Tartakovsky Isn’t Done With ‘Hotel Transylvania,’ Will Direct Third Film in Franchise. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи чӳкӗн 2-мӗшӗ. Архивланӑ 2020 ҫулхи чӳкӗн 8-мӗшӗ.
  31. ^ Rebecca Ford. Selena Gomez Joins Elle Fanning in Woody Allen's Next Movie. The Hollywood Reporter (8 ҫурлан 2017). Пӑхнӑ кун: 2017 ҫулхи авӑнӑн 16-мӗшӗ. Архивланӑ 2017 ҫулхи авӑнӑн 11-мӗшӗ.
  32. ^ Here Are The Nominees For The 2016 Kids' Choice Awards. MTV News. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 4-мӗшӗ.
  33. ^ A lot of our favourite girls have been nominated for Glamour Awards. Yaaaaaaaas. (англ.). Maximum Pop!. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ. оригиналтан архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 26-мӗшӗ.
  34. ^ Iggy Azalea & Sam Smith Lead 2015 iHeartRadio Music Awards Nominations. Billboard. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 25-мӗшӗ.
  35. ^ iHeartRadio Music Awards Announce 2016 Nominees, Performers & New Categories. Billboard. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи нарӑсӑн 9-мӗшӗ.
  36. ^ Latin AMAs Winners List: Enrique Iglesias & Nicky Jam Win Big at Inaugural Awards Show, Billboard. 2017 ҫулхи ҫӗртмен 25-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  37. ^ Justin Timberlake, Macklemore Lead 2013 MTV EMA Nominations, MTV News. 2015 ҫулхи ҫӗртмен 19-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  38. ^ Voting Is Officially Open for the 2016 MTV EMAs!, EMA.MTV. 2016 ҫулхи юпан 29-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  39. ^ 2013 Logo NewNowNext Awards - Triple Play: Selena Gomez | The NewNowNext Awards 2012 | LOGO. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи чӳкӗн 5-мӗшӗ.
  40. ^ tvyespectaculos. Ganadores de los Premios Telehit 2011. TV y Espectáculos (18 чӳкӗн 2011). Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи юпан 27-мӗшӗ.
  41. ^ Premios Telehit 2015 | Vero Merol (исп.), Vero Merol (2015-10-05). 2016 ҫулхи юпан 27-мӗшӗнче архивланӑ. Тӗрӗсленӗ: 2016 ҫулхи чӳкӗн 20-мӗшӗ.
  42. ^ Shorty Awards - 2013 | Winners & Nominees. awardsandwinners.com. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2016 ҫулхи пушӑн 4-мӗшӗ.
  43. ^ The Shorty Awards - Honoring the best of social media. shortyawards.com. Пӑхнӑ кун: 2016 ҫулхи пушӑн 24-мӗшӗ. Архивланӑ 2021 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗ.

Каҫӑсем

Графическая часть логотипа «Рувики» (2024).svg
Ку — ҫырса пӗтермен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе е хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.

Темӑпа ҫыхӑннисем